Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тулла сăмах пирĕн базăра пур.
тулла (тĕпĕ: тулла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Селекци станцинче ютран илсе килнӗ «калифорнийски» текен тулла вырӑнти «шурӑ пӗрчӗллипе» пӗтӗҫтерсе тунӑ ҫӗнӗ тулӑ сорчӗ ҫинчен Яков Лукичпа Агафон Дубцов бригадир нумай калаҫатчӗҫ, ҫавӑнпа та Давыдов, юлашки вӑхӑтра ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе агротехника журналӗсене тимлесех вулама тытӑннӑскер, станцие кайса хайхи ҫӗнӗ тулла тупса килме шутларӗ.

Яков Лукич и бригадир Агафон Дубцов много говорили о новом сорте пшеницы, добытом на селекционной станции путем скрещивания привозной «калифорнийской» с местной «белозернкой», и Давыдов, за последнее время усиленно приналегавший по ночам на агротехнические журналы, решил поехать на станцию добыть новой пшеницы.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Йытӑ ҫитнӗ-ҫитмен Ваньӑна тулла пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

«Иглин хыпарӗсем» редакци ӗҫченӗсем уй-хире килнӗ вӑхӑтра Леонид Анатольевич тулла валем туса ҫапассине вӗҫлесе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Каменщика вӗреннӗ, комбайнер пулса тӑнӑ // Ирида МАТНИЯЗОВА. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... -n-3389069

Хальлӗхе кӗрхи тулла 825 гектар ҫинче апатлантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫураки алӑкран шаккать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60495

Элеваторсенчи тулла Российӑна турттарса килме вакунсем ҫитеймеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Погрузчик транспортерӗ пӗр вырӑна тӑкакан сапсарӑ тулла пирӗн айккинелле сирмелле, ӑна вакуна пӗр тикӗссӗн сапаласа вырнаҫтармалла.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

— Халӗ унта, — терӗ вӑл юлашкинчен, — пирӗннисенчен, дежурнӑй пекки тӑрать, тулла чухӑн ҫынсене валеҫсе парать.

— Сейчас там стоит дежурный, из наших, и делит пшеницу между бедняками.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Халӑх тарӗпе пухнӑ тулла тултарттарасшӑн пулчӗҫ!

Это пшеницу-то, собранную трудом народа!..

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хальхи вӑхӑтра пӗлтӗр вырса илнӗ «Немчиновская -17» тулла аллассипе Анатолий Ильин, Николай Иванов, Владислав Матвеев , Владислав Гаврилов тӑрӑшсах тимлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырма ҫитет, уй-хире чӗнет... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11113-vy ... ire-ch-net

Кӗҫӗр Мишавай сӑртӗнчи ҫурхи тулла колхоз шоферӗ Микин Геннадий машинӑн хӑрах урапипе таптаса ҫӗмӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Ученӑй тулла мӗн кӑна тумарӗ пулӗ: малтан, пӗр пучаха шӗкӗлтесе, пӗрчӗсене ывӑҫ тупанӗ ҫинче чылайччен сиктеркелерӗ, — йывӑрӑшне пӗлесшӗн пулчӗ курӑнать, унтан ҫурмаран ҫурчӗ, куҫлӑхӗ патне илсе пырса тинкерчӗ, вара. кӗсйинчен пӗчӗк микроскоп кӑларса, ун витӗр пӑхрӗ, юлашкинчен ҫӑварне хыпса чӑмларӗ те ҫӑтса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каласан та усси пулас ҫук, старик кӗҫӗр тулла курмасӑр чӑтаймастех ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятманӑн ученая: « Юл кунта тулла ыран та кайса курӑпӑр», — тес килет, анчах кӑна калама хӑяймасть.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах тулла машинӑпа мар, алӑпах вырас терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вунӑ гектар тулла вырма комбайн илсе пырас-им?

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Иккӗмӗш ҫул акать ӗнтӗ ҫак тулла.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Итлемен пулӑттӑм, — хӑйне ҫӗнӗ вӑрлӑх илсе килсе панӑ пек, тулла сӗтел ҫине тӑкрӗ Ятман.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Малтан патшалӑха памалли ыраша тулла ҫапма тытӑнӑр.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ну, хӑҫан ҫапма пуҫлатӑн тулла? — ыйтрӗ бригадир Укахвирен.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахви участокӗ Маринене уйрӑмӑнах килӗшет: пӗтӗм тулла тирпейлӗ пухса кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех