Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак ҫурхи уяв кунӗсенче сире пӗтӗм чунтан Мӑнкунӑн ҫутӑ савӑнӑҫне, ырлӑх, тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑх, малашлӑха шанчӑклӑн пӑхма, ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫлӑх тата Турӑ пулӑшӑвне туйма сунатӑп!
Михаил Игнатьев Мӑнкун ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/04/16/news-3543652
Вӑл мана эпӗ хам мӗн хӑтланнин хӑрушлӑхне туйма хистесе ҫитерчӗ.Она сумела заставить меня почувствовать ужас моего поведения.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Анчах та, унта кирек мӗн ҫырнӑ пулин те, эпӗ хама ылханнӑн туйма пуҫларӑм.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ӑнланмаллах мар тунсӑхӗпе кӑштах кӑсӑкланса, хумханса ӳкнӗ Тарт, хӑйне ыттисенчен уйрӑмрах тесе шухӑшлаканскер, мӗншӗн тесен вӑтӑр утӑмран мӑйӑра тӗп-тӗл лектереет — хӑйӗн пӗлӗшӗсене пурне те черетпе шӗкӗлчесе тухрӗ, ҫапах та — тивӗҫлипех шанмалли Дрибб ҫеҫ юлчӗ; усламҫӑ хаҫат вулама пӗлнине тата куҫлӑхпа — вӗреннӗ ҫынсен япалипе — ҫӳренине умне кӑларса тӑратсан Тарт хӑйне ҫӑмӑлрах туйма тытӑнчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
Хӑйне ҫапла кӗтмен ҫӗртен аптӑратса ӳкернӗ сӗлкӗшлӗхрен тӗлӗнсе ҫамрӑк тискерчӗк йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ, ҫак кӑмӑл-туйӑм тӗшшине туйма хӑтланчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
Сунарҫӑ сӳрӗккӗн чӗмсӗрленсе тӑни ӑна вӑрах уни-куни сӑмах каличчен ниме тӑман япаласем пирки пуплеме хистерӗ; вӑл нушаланать, анчах чарӑнаймасть, хӑйӗн йӑпӑлтилле сӑмах ваклавӗ ытларах та ытларах аван марлантарнине туйма пикенчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Вӑраннӑ пассажир ӑнӗ ӗҫленӗ вунӑ минут хушшинче хӑйӗн тулли ирӗкӗпе усӑ курса хӑйне ҫут тӗнчен кирек хӑш пайне лекнӗн туйма пултарать — хулара, ялта, пуш хирте, юхан шыв е тинӗс хӗрринче, е утрав ҫинче, е вӑрманта, мӗншӗн тесен фирма пӗр тӗслӗлӗхпе аппаланса намӑсне ямасть.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.
Анчах хӗр шӑпах ҫак сӑлтавпа кунта килмерӗ, ҫак самантра вӑл куҫ ҫыххине салтнине, шӑпи татӑлакан ҫыннӑн хумханӑвне курма та туйма вӑй ҫитереймерӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 114–118 с.
Илемлӗ-паха виҫӗ натура — пӗтнӗ виҫӗ чун; тавлашса тӑмӑпӑр — талантлӑ, анчах тӗшше туйма пӑрахнӑскерсем.три художественные натуры, — три погибшие души, несомненно талантливые, но переставшие видеть зерно.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
Фанатиксем вилӗм авӑрне ӑсатса юлашки хут ҫапни-тапнине туйма чарӑнсан, юнпа хупланнӑ пуҫне аллисемпе ярса тытсан Энниока инҫетрен килекен уҫӑмлӑ сасӑ илтӗннӗн туйӑнчӗ; сасӑ Энниок тинтерех ҫеҫ каланӑ сӑмахсене сапаларӗ:
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Силленни-мӗн пулмарӗ, анчах сасартӑк хама ҫӑмӑлраххӑн туйма пуҫларӑм.
Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.
Телее, ҫил те питрен ҫапатчӗ, эппин, кашаманпа ҫурисем этем шӑршине туйма пултараймаҫҫӗ…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ӗҫре вара тепӗр чухне ху кунта мӗншӗн, хӑҫанлӑха лекнине те манатӑн, темле ҫӑмӑллӑнрах туйма тытӑнатӑн.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сире пӗтӗм чӗререн тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑх, чун хавалӗпе ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа ҫитӗнӳсем тата Турӑ пулӑшӑвне туйма сунатӑп!
Михаил Игнатьев Мӑнкун ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/04/07/news-3819880
Ҫӗр ҫинче ху камшӑн та пулин хаклӑ ҫын пулнине туйма кӑмӑллӑ, паллах.
Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Манӑн ҫав тери выляса илсе килчӗ, эпӗ ӗнтӗ хама хам Илюхӑн пӗтӗм пуянлӑхне ҫавӑрса илнӗ ҫын пек туйма пуҫларӑм.Мне так хотелось выиграть, что я уже представлял себя обладателем всех Илюхиных сокровищ.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ленин мӗншӗн аслатиллӗ ҫумӑр айне тухса тӑнине Коля ӑнланаймарӗ; вӑл революци ҫул-пуҫне ҫиҫӗмсем хушшинче ҫапла пӗр-пӗччен тӑма килӗшни тата вӑл урӑм-сурӑм тулашса ахӑрашакан ҫутҫанталӑкӑн ытамӗнче хӑйне ахаль ҫынсем пек мар канлӗ туйма тивӗҫли ҫинчен тӗтреллӗн шухӑшласа сӗмленчӗ.
17 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Эмиль киле таврӑнса ашшӗ патне ҫывӑрмалли пӳлӗме чупса кӗрсен, вӑл чӗрӗ-сывӑ пулнине курсан тин хӑйне лайӑхрах туйма пуҫларӗ ачан ашшӗ.
Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Виличчен темиҫе эрне маларах вӗсем вӑй хулленех чакса пынине туйма тытӑнаҫҫӗ, анчах вӗсем ҫакӑн пирки пӗрре те хӗн курса аппаланмаҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Кӗсре мана пысӑк чашӑкпа сӗт пачӗ, эпӗ ӑна тӑраничченех ӗҫрӗм, ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ хама авантарах туйма пуҫларӑм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.