Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Космоса пӗрремӗш ҫын вӗҫсе кайнӑ кун Егор Петрович хӑйӗн вырӑнӗ ҫумӗнчех чалӑшшӑн тӑракан туйине ҫурмаран хуҫса кӑмака умнелле пенӗ те чӗлӗм тивертсе янӑ, вара тайкалана-тайкалана урама тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Туйине чӗтрентерсе ҫӳлелле ҫӗклерӗ ҫеҫ, иккӗшӗн куҫӗсем тӗлме-тӗл пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пӑртакран вӑл, хуралса-якалса кайнӑ туйине тытса, пуҫне ҫӗтӗк кӗрӗкпе хупларӗ те мӑкӑртата пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Кирле алӑри туйине ҫӗклерӗ:

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирле туйине ҫӗклеме тӑнӑччӗ — ун патнелле йытӑ кӑна килет иккен.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хуралҫӑ сарай ҫумне тӑратса хунӑ сулмаклӑ туйине каллех алла илчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Алкум алӑкне уҫса янӑ-яманах: — Вӗлеретӗп! Ниҫта та ан тар! Вырӑнтан ан хускал! — кӑшкӑрчӗ вӑл, туйине хытӑрах чӑмӑртаса.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хуралҫӑ туйине илсе тула ҫӗмӗрттерсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Аннушкин, хумханса калаҫаканскер, туйине пӗрре ҫурӑмӗ хыҫне тытӑть, тепре хӑй умӗнче ҫавӑркалать.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Пӗлесчӗ сан, — туйине ҫурӑмӗ хыҫне тытать художник, — нумай шухӑшларӑм эпӗ ҫак хушӑра ҫутҫанталӑкпа пурнӑҫ ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Вӑл ҫапла-а… — туйине ҫурӑмӗ хыҫне пытарчӗ Анатолий Семенович.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Сылтӑм аллинчи туйине вӑл е пӳрнисем ҫинче вӗлтӗр-вӗлтӗр ҫавӑркаласа илет, е калаҫнӑ хушӑра ӑна сӑркӑҫпа (кистьпе) картина ӳкернӗ чухнехи пек вылятать, е хул айне хӗстерет, е ҫурӑм хыҫне тытать, е тата унпа тротуар хӗрринчи чул катӑкӗсене шӑк-шак тутарса хускатать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Хайхискер хӑй темӗскерле пысӑк вӑрттӑнлӑх пӗлнӗн туйине ҫӳлелле ҫӗклесе пӗлӗтелле кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тумланнӑ хыҫҫӑн Хородничану туйине алӑра ҫавӑркаларӗ те хӑйне вешалка ҫинчен шӗлепке илсе пама ыйтрӗ.

Одевшись, Хородничану взвесил трость на руке, повертел ее мельницей и попросил подать ему шляпу с вешалки.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑй пӳлӗмне кайса тимӗр туйине илсе тухать, уҫӑлса кайнӑ униче алӑкне питӗрсе, пӗве хӗррине анать.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Шӑхӑртасса вара «Вӗлле хуртне» те, «Шупашкар туйине» те, «Упи каҫман ҫырмине» те шӑхӑртаттӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ун хыҫҫӑн эпӗ асаннен шӗшкӗ туйине йӑтса хӑвалатӑп.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Эпӗ асаннен шӗшкӗ туйине илтӗм те Арҫут ҫырмине чавтартӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ҫук-ха, Озеров-асли, кӑштах уксахлать пулин те, туйине таклаттарса ҫирӗпех утать.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Турӑ тытрӗ иккен сана! — тесе, туйине ҫӗклерӗ, унпа Уҫӑпа юнарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтарнӑ хыҫҫӑн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех