Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тракторсемпе (тĕпĕ: трактор) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑҫан тракторсемпе ӗҫлеме пуҫларӑмӑр, астӑватӑн-и?

Когда начали тракторами, помнишь?

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Пӗр хамӑр колхозпа кӑна эпир вӑтӑр пин пӑт патӑмӑр, — терӗ вӑл, — пӗтӗм вӑя пухса — вӑкӑрсемпе, лашасемпе, тракторсемпе сухаласа тата кӗреҫесемпе те чавса — акрӑмӑр, ҫӗнӗ тырӑ туса илтӗмӗр.

— Тридцать тысяч пудов по одному нашему колхозу мы сдали, — сказал он, — и всеми силами — быками, конями, тракторами и лопатами — вспахали, засеяли и убираем новину.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Тракторсемпе.

— Тракторами.

Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Тракторсемпе ҫӗмӗрӗлнӗ машинӑсем хушшипе пӑрӑнкаласа иртсе, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр, ҫурӑмран перессе кӗтнӗ евӗр, пуҫӗсене хулпуҫҫийӗсем ҫине усса, вӗсем тӗттӗмленекен уялла чупаҫҫӗ.

Лавируя между тракторами и изувеченными машинами, не останавливаясь, не оглядываясь, втянув головы в плечи, будто ожидая выстрела в спину, они бежали в серые тихие сумерки поля.

XVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Малалла ҫӗмрӗк машинӑсемпе тата тракторсемпе тултарса лартнӑ пушӑ вырӑн тӑсӑлать.

Дальше тянулся пустырь, загроможденный разбитыми машинами и тракторами.

XVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Вӗсем тракторсемпе кулленех ҫырмасенчи юра турттарса пырса, ҫӗр тухнӑ вырӑнсене сапса тӑнӑ.

Ежедневно они подвозили на тракторах снег из оврагов и закидывали им проталины.

Мускава таврӑнни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Автотранспортпа тата тракторсемпе лайӑхрах ӗҫлӗр, кашни ҫынпа усӑ курӑр, пӗр минута та сая ан ярӑр.

Нажмите на автотранспорт и тракторы, используйте каждого человека и каждую минуту до отказа.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ҫак юлашки сыпӑка Умара икӗ вӗҫӗнчен те шӑратса сыпрӗ, трубине тракторсемпе вакӑ патне туртса пычӗҫ, водолазсем, гидромониторсемпе усӑ курса, ӑна тинӗс тӗпне лайӑхах майлаштарса хучӗҫ — вара вӑл пролив урлӑ выртакан вуникӗ километр тӑршшӗ пӗр нефтепровод пулса тӑчӗ.

Двумя стыками Умара приварил эту последнюю секцию, с помощью тракторов трубу стянули в майну, водолазы, пользуясь гидромониторами, плотно уложили ее на дно — и двенадцатикилометровый переход через пролив стал единым целым.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ыттисем, Роговпа пӗрле, ҫур километр тӑршшӗ тӑсӑлса выртакан сыпӑксене тракторсемпе ҫыран хӗррине туртса тухма тытӑнчӗҫ, анчах вӗсене вырӑнтан та тапратас ҫуккине часах ӑнланса илчӗҫ.

Другие, с Роговым во главе, попытались с помощью тракторов затащить на берег распластанные на льду полукилометровые плети сваренных труб, однако быстро убедились в невозможности сделать это.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Главный инженер ӑнлантарса панисемпе Ковшов килӗшрӗ те унӑн сӗнӗвне — трубасене ҫур километр таранах ҫыран хӗрринче шӑратса сыпса вӗсене пӑр ҫине тракторсемпе антарассине йышӑнчӗ.

Ковшов согласился с доводами главного инженера и принял его предложение: сваривать полукилометровые плети на берегу и тракторами передвигать их на лед.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Темиҫе трубана пӗрле ҫыран хӗрринче шӑратса сыпатпӑр, унтан вӗсене тракторсемпе пӑр ҫине куҫаратпӑр, пӑр ҫинчен пролива антарма шухӑшлатпӑр…

Предлагаем производить сварку труб на берегу большими секциями, чтобы затем тракторами перемещать их на лед, и со льда спускать в пролив…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Пӗрремӗш задачӑна — трубасене хӗлле сыпассине — Георгий Давыдович шухӑшӗпе, ӑнӑҫлӑ татса панӑ: трубасене вӑл ҫыран хӗрринче сыпма, унтан вӗсене пролив пӑрӗ ҫине тракторсемпе куҫарма сӗннӗ.

Первая задача — зимняя сварка труб — разрешалась, по замыслу Георгия Давыдовича, благополучно: он предлагал производить ее на берегу и потом перемещать тракторами сваренные плети на лед пролива.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Палаткӑсем умӗнче, пӑрлӑ ҫул хӑҫан пуласса кӗтсе, пломба ҫакнӑ тракторсемпе автомашинӑсем йӗрки-йӗркипе карталанса тӑраҫҫӗ.

Длинными рядами у палаток стояли тракторы и автомашины под пломбами, выжидая, когда будет готова ледовая дорога.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Машинӑсемпе, тракторсемпе, лашасемпе япаласем турттармашкӑн пӑрлӑ ҫул ҫинчи ӗҫсене организацилес тӗлӗшпе Беридзе проект тума хушнине вӗсем ҫӑмӑлах йышӑнчӗҫ.

Сравнительно легко они приняли указание Беридзе спроектировать организацию работ по ледовой дороге для перевозки грузов на автомашинах, тракторах и лошадях.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Паня та вӗсене юратнӑ, анчах унӑн чунӗ машинӑсем патнелле — тракторсемпе комбайнсем патне ытларах туртӑннӑ.

Лошадей Паня тоже любил, особую же привязанность питал он к машинам — тракторам и комбайнам.

Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Тракторсемпе лашасем унччен те ҫителӗксӗр пулнӑ та, халӗ пушшех ҫитмен.

Тракторов и лошадей и прежде-то не хватало, а теперь подавно.

Ӗмӗрхи депутат // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

— Эпир, юратнӑ кӳршӗҫӗм, ҫак тракторсемпе пурне те тӑвӑпӑр, — терӗ вӑл.

— Мы, соседушка милая, и на этих вот тракторах выдюжим.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Халӗ тракторсемпе комбайнсем пурри кӑна сахаллине эпӗ хам та аван пӗлетӗп.

Я и сам хорошо понимаю, что время у нас такое, что одних тракторов да комбайнов мало.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анчах эсир вӗсене тӗплӗн ҫырса пӗлтерӗр, хӑвӑр тракторсемпе епле ӗҫлени ҫинчен калӑр.

Но вы напишите им подробно, скажите, как работаете на тракторах.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ку ҫул нумаях пулмасть пулса тӑнӑ, ӑна тӳрех хӑмӑл ҫинче якатнӑ, сухаласа пӑрахнӑ ҫӗрӗн хура йӗрӗпе юнашар выртать вӑл ҫул, ҫӗрне тракторсемпе сухаланӑ пулмалла.

Дорога образовалась недавно, ее укатали прямо по жнивью, и лежала она рядом с широкой лентой земли, распаханной тракторами.

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех