Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тирпейлесех (тĕпĕ: тирпейле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Иван Семеновичӑн ашшӗ Шупашкарта ҫӗре кӗнӗччӗ-ҫке, ывӑлӗ ӑна манмасть, ашшӗ вил тӑприне тирпейлесех тӑрать, — ятлӑ ҫынсемпе калаҫнӑ пекех калаҫрӗ вӗсемпе кил хуҫи.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӳҫне кастарни кӑна та марччӗ-ха, вӑл хӑй те йӑлтах улшӑннӑччӗ, анчах манӑн халь ун ҫинчен шухӑшлассӑм килмерӗ, умра мӗн пурри пурте вӗҫсе тӑчӗ, пурте таҫта шурӑ — эпир хамӑр та, тирпейлесех ҫитермен пӳлӗмсем те, унта Катьӑн уҫнӑ чӑматанӗ те — эпӗ чӳречерен шакканӑ чух вӑл унтан темӗн илетчӗ пулас, — ҫавӑнтан тата пӗр кӗтесре тутӑрпа сухалне шӑлкаласа тӑракан доктор та, вӑл кунтах тӑнӑ пулнӑ иккен, унтан чӗрне вӗҫҫӗн пускаласа тухса каясшӑнччӗ, эпӗ ӑна ямарӑм.

Она не только подстриглась — она стала другая, но сейчас я не хотел думать об этом. Всё летело, летело куда-то: и мы, и эта комната, совершенно такая же, как две соседние, с разбросанными вещами, с открытым Катиным чемоданом, из которого она что-то доставала, когда я постучал, с доктором, который, оказывается, всё время был здесь же, стоял в углу, вытирая платком бороду, а потом стал уходить на цыпочках, но я его не пустил.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Теприсем вара тӑванне сӑпайлӑн, ансат пытараҫҫӗ пулин те ун патне килсех, вилтӑприне тирпейлесех тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех