Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Унӑн парни пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли шултӑра выльӑх пулсассӑн, айӑпсӑр ар выльӑх кӳтӗр; Ҫӳлхуҫа умӗнче ырӑлӑх тупмашкӑн вӑл ӑна пуху чатӑрӗн алӑкӗ умне ҫавӑтса пытӑр; 4. хӑйӗн аллине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли выльӑх пуҫӗ ҫине хутӑр — вара вӑл ҫылӑхӗсенчен тасалмашкӑн ырӑлӑх илӗ; 5. унтан пӑрӑвне Ҫӳлхуҫа умӗнче пустӑр; Аарон ывӑлӗсем, священниксем, унӑн юнне илсе пыччӑр та пуху чатӑрне кӗрекен ҫӗрте ларакан парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухчӑр; 6. ун хыҫҫӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне выльӑхӗн тирне сӳсе илтӗр те ӑна пайӑн-пайӑн касса ваклатӑр; 7. Аарон ывӑлӗсем, священниксем, парне вырӑнӗ ҫинче вут-ҫулӑм чӗртсе, ун ҫине вутӑ купаласа хуччӑр; 8. Аарон ывӑлӗсем, священниксем, парне вырӑнӗ ҫинчи вут-ҫулӑм ҫине купаланӑ вутӑ ҫийӗн парне пайӗсене, пуҫне, ӑш ҫӑвне сарса хуччӑр; 9. парне выльӑхӗн ӑш-чиккине, урисене вӑл шывпа ҫуса тасаттӑр, священник вара пурне те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр: ҫакӑ — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парне, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ.
Лев 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пӑрӑва пуху чатӑрӗ умне илсе пыр, [Ҫӳлхуҫа умӗнче пуху чатӑрӗн алӑкӗ патӗнче] Ааронпа унӑн ывӑлӗсем хӑйсен аллисене пӑру пуҫӗ ҫине хуччӑр; 11. пӑрӑва Ҫӳлхуҫа умӗнче пуху чатӑрне кӗнӗ ҫӗрте пус; 12. пӑру юнне ил те пӳрнӳпе парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗрсе тух, [юлашки] юнне пӗтӗмпех парне вырӑнӗн никӗсӗ умне тӑк; 13. ӑшӗнчи мӗнпур ҫӑвӗпе пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне, икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне ил те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтар; 14. пӑру ашне, унӑн тирне, унӑн тасамарлӑхне тапӑр тулашӗнче вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яр: ку — ҫылӑхшӑн кӳнӗ парне.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.