Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

типӗтнӗ (тĕпĕ: типӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Типӗтнӗ кӑмпа пек пӗркеленсе ларнӑ пит-куҫлӑ типшӗм карчӑк Ухтиванӑн суранӗсене ҫуса тасатрӗ, шыв кӑпӑкӗн чулне ватса сапрӗ те чӗкеҫ курӑкӗн ҫулҫисемпе хупласа ҫыхса лартрӗ.

И она помогала.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пирӗн типӗтнӗ хӑмла ҫырли те пурччӗ-ха».

У нее малина сушеная водится на такой случай.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ивук кӗсйинчен типӗтнӗ пулӑ туртса кӑларать.

Ивук достал из кармана сушеную рыбу.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Стена ҫумӗнчи йӑрхахран Ухтиван кутамккине илет те сӗтел ҫине ҫӑкӑр сӑмсипе типӗтнӗ пулӑ кӑларса хурать.

Вспомнив, Ухтиван срывает с гвоздя свою котомку, развязывает и выкладывает на стол зачерствевшую горбушку хлеба и несколько сушеных рыбешек.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑнасене Максуд (хуҫине ҫапла чӗнеҫҫӗ иккен) типӗтнӗ пулӑ ҫитерчӗ, чей ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халь ватӑлнӑ ӗнтӗ вӑл урхамах, сарӑхнӑ шӑлӗсене кӑтӑртаттарса, типӗтнӗ сӗлле те аран-аран ҫеҫ ҫикелет, ҫапах сӑхӑма пусма хушмасть ӑна Сафа-Гирей.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла-и, Ахтупай, — тет Ятламас типӗтнӗ какая ҫӑвар тулли явса.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупайпа Ятламас йӑл-йӑл кулкаласа ҫеҫ лараҫҫӗ, вӗсем сӑхман арки ҫине типӗтнӗ какай тата тем те пӗр сарса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эс килетӗн пуль тесе типӗтнӗ какай сӗнме те пӗлмерӗм ӑна.

Куҫарса пулӑш

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Тем пек тӑрӑшсан та тихана шывран кӑлараймарӑмӑр, ҫырмаран вӑл часах Ҫавала юхса кӗрсе кайрӗ. Хӑй те хӑтӑлас тесе тем пек тапаланчӗ, пӗчӗкскерӗн вӑйӗ ҫитеймерӗ ахӑртнех», — пӗлтерчӗ шывланнӑ куҫӗсене тутӑр вӗҫӗпе шӑлса типӗтнӗ май.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫул тултарнӑ Анастасия Никитична утса ҫӳрекен Чӑваш энциклопедийӗ вырӑнӗнче // Людмила Иванова. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d1%80-c ... %82%d1%81/

Типӗтнӗ сурӑх ашне кӑмчӑртаттарса кӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫупути паттӑр хушнипе, темиҫе пин кӑвакарчӑн урисем ҫумне ҫулӑм татки ҫыхтарса, хула еннелле вӗҫтерсен, хула типӗтнӗ курӑк пек хыпса ҫунма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хыҫҫӑн ҫӑрса нимӗрлетнӗ тӑма йывӑҫран тунӑ формӑсене тултарса икӗ мӑн сарайра пӗр вӑхӑт типӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑрлӑ кирпӗч // Николай Адёр. https://ru.chuvash.org/content/6051-%D2% ... D1%87.html

Сӗлӗ ҫӑнӑхӗ, типӗтнӗ ҫӗрулми пара пуҫларӗҫ кӑҫал.

Куҫарса пулӑш

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чӳлмек тӗпӗнче типӗтнӗ ҫӗрулми турамӗсемпе хутӑш лаша какай котлечӗ пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Чӗрӗ апат ан парӑр, типӗтнӗ сӗлӗ ҫеҫ ҫитерӗр, — терӗ те куҫран ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эс мӗн, Сахвине карчӑк пек, типӗтнӗ ҫулҫӑ шӑршлатӑн? — кулчӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗлет вӗт-ха вӑл, Пикпав ялта чи ӑста пулӑҫӑ шутланать, старик ҫу каҫиччен тытса сулхӑнта типӗтнӗ пулӑ ав кӗлет тулли ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Амӑшӗ Ахтупая ҫӗлен выртнӑ хурантан шыв ӑсса ӗҫтерчӗ (ун пек тусан ҫын ҫӑткӑн кайӑк чӗлхине пӗлет имӗш), ҫӑкӑр сӑмси касса илсе ӑна тӑвар сапрӗ, типӗтнӗ какай таткипе пӗрле ывӑлӗ умне пырса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ну, янаварӑм, — лашине пуҫран шӑлса ачашларӗ хӗр, — киле ҫитсен сана типӗтнӗ сӗлӗпе кӑна тӑрантарма пуҫлатӑп.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех