Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тип сăмах пирĕн базăра пур.
тип (тĕпĕ: тип) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Интереслӗ тип ку хуралҫӑ, чӑнах, чӑваш драматургийӗнче пулмаллах ҫавӑн пек сӑнарсем, — килӗшрӗ унпа Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑрмантан тип шанкӑ турттарса килес пулсан та лаша кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑй утӑм тумассерен ура айне пӑхать — пӗр-пӗр тип шанкӑ ҫине пусса сасӑ тӑвас марччӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ева Терентьева, тип кӑна леди Мильфорд кӗпине тӑхӑнса, тӗкӗр умӗнче ҫутӑ парикне кӑтралатса ларнӑ вӑхӑтра Эльгеев пырса кӗчӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кантурӑн вите тӑрринче икӗ лава яхӑн тип утӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тепӗр кун ирхине Павӑл вырӑнтан тапранаймарӗ: сылтӑм аякран тӳсме ҫук чикен чикнине тата тип ӳслӗкпе аптрарӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл алсӑррине Эльгеев тип асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах паянхи хыпар уяр ҫанталӑкра тип аҫа ҫапнӑ пекех туйӑнчӗ ӑна: сылтӑм ури йывӑрланчӗ, алли хытса ларнӑ пек пулчӗ, чӗлхи ҫыхланчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Куславкка ҫулӗ — кукӑр-макӑр, сӑртлӑ-ҫырмаллӑ; тип ҫанталӑкра — лӑкӑм-лакӑмлӑ, тусанлӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ун вырӑнне тип улӑм сийӗн-сийӗн сарса тиенӗ Мускава илсе каймалли ҫӑмартана.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Иккӗш шӗкӗлтетсе ларнӑ вӑхӑтра ҫурӑм хыҫӗнчи тип арпа ҫунма пуҫланине те туйман ҫав ачасем.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӗветӗр Тоскинеев лашине килкартине чӗлпӗр вӗҫҫӗн ҫавӑтса кӗчӗ, тип утӑ пачӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шӗнерпуҫӗнчи пупа — Гурий аттене — сӑнама хушнӑ: ҫӳрет-и ҫав учитель чиркӗве, тип тытать-и, ҫылӑх каҫарттарать-и, шкул ачисене кӗлӗ кӗввисене юрлама вӗрентет-и, — вӑхӑтра систерме ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тупӑкне тума чӑрмав пулман: хӑй ӗлӗкех хатӗрленӗ тип урай хӑминчен тӑрӑхла ещӗк ӑсталанӑ, йывӑҫне ҫиелтен саваласа шуратнӑ, тӗпне сава ҫункавӗ хунӑ, ҫиелтен килти пир сарнӑ, пуҫелӗкне сава ҫункавӗнченех минтер пек тунӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Уҫӑп Тимахвейч хӑй те час-часах тутарсене ҫӑмарта сутса тип пулӑ, йӳнӗреххине, чӑвашсем валли илсе килсе сутнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫӑмартине хамӑр халӑх ҫиес пулсан, пырӗччӗ хуть: нимӗҫсем патне яраҫҫӗ, хамӑр валли вара тип пулӑ кӑна юлать.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хуҫа пасартан таврӑнасса кӗтсе, вӑл паҫӑрах пӗр ҫӗклем шыв ӑсса килнӗ, выльӑх валашкине те ҫуса тасатнӑ, аслӑк ҫинчен тип утӑ та антарса хатӗрленӗ.

Вот и сегодня Хведер, в ожидании хозяина, принес коромысло ключевой воды из оврага Кайрисирма, вымыл колоду для овса, спустил с сеновала охапку сена, положил в ясли, почистил стойло для Савраски.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Тунсӑхлӑ хир чӑххисемпе капӑр пӑлансем кумса ҫӳрекен шӗшкӗлӗхпе тип вар куҫӗшӗн хаваслӑраххи тата мӗн пур-ши?

 — Что может быть веселее для глаз ложбинки с орешником, где бродят меланхолические куропатки и лани?!

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Ҫынсене бортран ывӑтни пулкаланӑ, анчах антарса хӑварманах, сире, ав, тип ҫӗр ҫинчи пек — ҫыранран ҫӗр мильӑра…

Бывало, что людей бросали за борт, но не ссаживали, по крайней мере — как на сушу — за сто миль от берега.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Гезӑн пулас хур-мӑшкӑлне тӳсиччен, тен, тинӗспе тип ҫӗрӗн мӗн пур хӑрушлӑхӗ ансатрах…

Я предпочитал все опасности моря и суши дальнейшим издевательствам Геза.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех