Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тинӗс сăмах пирĕн базăра пур.
тинӗс (тĕпĕ: тинӗс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
25. Тинӗс вуникӗ вӑкӑр кӗлетки ҫинче тытӑнса тӑнӑ: виҫҫӗшӗ ҫурҫӗрелле пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ анӑҫалла пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ кӑнтӑралла пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ тухӑҫалла пӑхнӑ; тинӗс вӗсем ҫинче выртнӑ, вӑкӑрсен хыҫӗ шалалла, тинӗс варринелле, пулнӑ.

25. Оно стояло на двенадцати волах: три глядели к северу, три глядели к западу, три глядели к югу и три глядели к востоку; море лежало на них, и зады их обращены были внутрь под него.

3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ефрем ывӑлӗсене ӑрусерен валеҫсе панӑ ҫӗр чикки акӑ ҫапла пулнӑ: вӗсен ҫӗрӗн чикки тухӑҫри Атароф-Адартан тытӑнса Тури Беф-Орона [тата Газарӑна] ҫитиччен пырать; 6. унтан чикӗ Михмефафӑн ҫурҫӗр енӗпе тинӗс хӗррине анать те тухӑҫалла, Фаанаф-Силом еннелле пӑрӑнса, Ианохӑн тухӑҫ енӗпе каҫса каять; 7. Ианох патӗнчен Атарофпа Наараф еннелле анса Иерихон ҫумнех пырать, унтан Иордан хӗррине пырса тухать; 8. чикӗ Таппуахран тинӗс патнелле, Кана юхӑм шывӗ патнелле пырса, тинӗс хӗррине ҫитсе тухать.

5. Предел сынов Ефремовых по племенам их был сей: от востока пределом удела их был Атароф-Адар до Беф-Орона верхнего [и Газары]; 6. потом идет предел к морю северною стороною Михмефафа и поворачивает к восточной стороне Фаанаф-Силома и проходит его с восточной стороны Ианоха; 7. от Ианоха, нисходя к Атарофу и Наарафу, примыкает к Иерихону и доходит до Иордана; 8. от Таппуаха идет предел к морю, к потоку Кане, и оканчивается морем.

Нав 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Иуда ывӑлӗсен йӑхне, ӑрусеренӗн, акӑ ҫапла шӑпа тухнӑ: вӗсен ҫӗрӗ Идумейӑпа чикӗллӗ Син пушхирӗ еннелле, кӑнтӑралла тӑсӑлса, Феман вӗҫне тухнӑ; 2. кӑнтӑр енчи чикки Тӑварлӑ тинӗс хӗрринчен, кӑнтӑралла каякан тинӗс авринчен, пуҫланать те 3. кӑнтӑралла Акраввим тӳпемӗ енне тӑсӑлать, Цинран иртет, вара, кӑнтӑр енчен Кадес-Варни патнелле улӑхса, Хецрон витӗр тухать, Аддара ҫитиччен улӑхса [Кадесӑн анӑҫ енӗпе пырать,] Каркая еннелле пӑрӑнать, 4. унтан Ацмонран иртет, Египет юхӑм шывӗ патне ҫитет, ҫапла вара чикӗ вӗҫӗ тинӗс хӗррине пырса тухать.

1. Жребий колену сынов Иудиных, по племенам их, выпал такой: в смежности с Идумеею была пустыня Син, к югу, при конце Фемана; 2. южным пределом их был край моря Соленого от простирающегося к югу залива; 3. на юге идет он к возвышенности Акраввимской, проходит Цин и, восходя с южной стороны к Кадес-Варне, проходит Хецрон и, восходя до Аддара, [идет на западной стороне Кадеса,] поворачивает к Каркае, 4. потом проходит Ацмон, идет к потоку Египетскому, так что конец сего предела есть море.

Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Израиль ывӑлӗсем Иордан леш енче хӗвелтухӑҫ еннелле выртакан ҫӗре — Арнон юхӑмӗнчен пуҫласа Ермон тӑвӗ таран сарӑлса выртакан ҫӗре — тата тухӑҫ енчи пӗтӗм тӳремлӗхе ҫакӑ патшасене ҫӗнтерсе туртса илнӗ: 2. Есевонра пурӑннӑ Сигона, аморрейсен патшине; унӑн ҫӗрӗ Арнон юхӑм шывӗн хӗрринчи Ароертан пуҫланса Аммон чиккинчи Иавок юхӑмӗ таранах сарӑлса выртнӑ, Арнон айлӑмӗ те, Галаад ҫӗрӗн ҫурри те унӑн ҫӗрӗ пулнӑ, 3. вӑл тата пысӑк айлӑма — Хиннереф тинӗсӗн тухӑҫ ҫыранӗнчен пуҫланса тӳремлӗх тинӗсӗ патне, Тӑварлӑ тинӗс патне, ҫитиччен, тухӑҫ енче Беф-Иешимоф патне ҫитиччен, кӑнтӑр енче Фасга ту арки патне ҫитиччен сарӑлса выртакан айлӑма — тытса тӑнӑ; 4. Израиль ывӑлӗсем Сигонпа чикӗллӗ пурӑнакан Ога та — Васан патшине, рефаимсен пӗртен-пӗрре юлнӑ ҫыннине, Астарофпа Едреи хулисенче пурӑнаканскере — парӑнтарнӑ, 5. ҫав патша Ермон тӑвӗпе Салха хулине, пӗтӗм Васан ҫӗрне Гессурпа Мааха чикки таранччен, Галаад ҫӗрӗн ҫуррине Есевон патшийӗн Сигонӑн патшалӑхӗ чикки таранччен тытса тӑнӑ.

1. Вот цари той земли, которых поразили сыны Израилевы и которых землю взяли в наследие по ту сторону Иордана к востоку солнца, от потока Арнона до горы Ермона, и всю равнину к востоку: 2. Сигон, царь Аморрейский, живший в Есевоне, владевший от Ароера, что при береге потока Арнона, и от средины потока, половиною Галаада, до потока Иавока, предела Аммонитян, 3. и равниною до самого моря Хиннерефского к востоку и до моря равнины, моря Соленого, к востоку по дороге к Беф-Иешимофу, а к югу местами, лежащими при подошве Фасги; 4. сопредельный ему Ог, царь Васанский, последний из Рефаимов, живший в Астарофе и в Едреи, 5. владевший горою Ермоном и Салхою и всем Васаном, до предела Гессурского и Маахского, и половиною Галаада, до предела Сигона, царя Есевонского.

Нав 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Фараонӑн ҫар урапиллӗ учӗсем, унӑн юланутҫисем тинӗсе кӗрсессӗн, Ҫӳлхуҫа тинӗс шывне вӗсем ҫинелле янӑ, Израиль ывӑлӗсем вара тинӗс варринчи типӗ ҫӗртен каҫса кайнӑ.

19. Когда вошли кони фараона с колесницами его и с всадниками его в море, то Господь обратил на них воды морские, а сыны Израилевы прошли по суше среди моря.

Тух 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Моисей хӑйӗн аллине тинӗс ҫине тӑснӑ та, Ҫӳлхуҫа тинӗсе ҫӗрӗпех тухӑҫ енчен вӗрекен вӑйлӑ ҫилпе хӑвалаттарса тинӗс вырӑнне типӗ ҫӗр туса хунӑ, шывӗ уйӑрӑлса тӑнӑ.

21. И простер Моисей руку свою на море, и гнал Господь море сильным восточным ветром всю ночь и сделал море сушею, и расступились воды.

Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Тинӗс пырӗпе каҫма флотилине тӑватӑ уйӑх ытла кирлӗ пулнӑ, ун урлӑ Элькано пек опытлӑ тинӗс ҫӳревҫӗ пулӑшнипе ҫеҫ иртме май пулнӑ — ҫил-тӑвӑлсемпе вӑйлӑ ҫилсем пӗр-пӗрине татти-сыпписӗр ылмаштарса тӑнӑ чухне навигацине самай йывӑрлатнӑ.

На прохождение пролива у флотилии ушло более четырех месяцев, пройти его возможно было только с помощью опытного мореплавателя Элькано, так как условия прохода непрекращающиеся шторма и бури серьезно осложняли навигацию.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

Унӑн сӑлтавӗ Португалипе Испани хушшинче тинӗс сутӑ-илӳ ӗҫӗпе тинӗс сутӑ-илӳ ҫулӗсене уҫас тӗлӗшпе сиксе тухнӑ тавлашупа ҫыхӑннӑ пулнӑ.

Спровоцированные жестким противостоянием Португалии и Испании в деле морской торговли и открытия морских торговых путей.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

Улпут-хуҫасем патӗнче е кӗтӳҫӗ, е тарҫӑ, каярахпа — Донбасри шахтер, ҫулӗ ҫитсен — патша ҫарӗнчи служба, — малтан — Хура тинӗс флотӗнчи моряк, унтан — Балти тинӗсӗ, Кронштадт…

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

1972 ҫулта АПШ Сӗтпе ӳсекенсен тинӗс чӗрчунӗсене хӳтӗлемелли Акт йышӑннӑ, вӑл сӗтпе ӳсекенсен тинӗс чӗрчунӗсене тытма тата вӗсенчен хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе, уйрӑм тӗсӗсемсӗр пуҫне, сутма чарнӑ, вырӑнти халӑхсен, тӗслӗхрен, эскимоссемпе алеутсен, нушисене тивӗҫтерме сунар ӗҫне, ҫавӑн пекех халӑх ӑсталӑхӗн япалисене ӑсталассине ирӗк панӑ.

В 1972 году США приняли Акт по Защите Морских Млекопитающих, который запретил добычу и импорт морских млекопитающих и изготавливаемых из них продуктов, за исключением особых случаев, таких как охота для обеспечения нужд коренных народов, например эскимосов и алеутов, а также изготовление ими предметов народного промысла.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Пӗр класра вӗренсе шкул пӗтерсе тухсан туссем тинӗс ҫар офицерӗ пулас тӗллевпе Владивосток хулине С.О. Макаров ячӗллӗ аслӑ тинӗс ҫар училищине вӗренме кӗрес тесе кайрӗҫ, анчах Кольӑн кӑна телейӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Тинӗс аквариумӗ — Тинӗс хӗрринчи ҫурт

Морской аквариум — Дом у моря

Люсечиль коммуна // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D1% ... %BD%D0%B0)

Архипелаг кӑнтӑр-анӑҫран ҫурҫӗр-тухӑҫалла тӑсӑлать, Антарктика ҫурутравӗнчен Брансфилд тинӗс пырӗпе, Кӑнтӑр Америкӑран — Дрейк тинӗс пырӗпе уйрӑлса тӑрать.

Архипелаг тянется с юго-запада на северо-восток и отделяется от Антарктического полуострова проливом Брансфилд, а от Южной Америки — проливом Дрейка.

Кӑнтӑрти Шетланд утравӗсем // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D3% ... 0%B5%D0%BC

Тинӗс ҫулӗсем шутӗнче Ҫурҫӗрти тинӗс ҫулӗ пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать.

Большое значение имеет Северный морской путь.

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Анчах Союзӑн пит хӑвӑрт аталанса пыракан хуҫалӑхӗшӗн ҫав Мариински шыв ҫулӗ ҫителӗклӗ мар: 1933 ҫулта Онега кӳллипе Шурӑ тинӗс хушшинче канал тунӑ, ӑна Шурӑ тинӗс — Балтика каналӗ теҫҫӗ.

Но Мариинского водного пути недостаточно для быстро развивающегося хозяйства Союза: в 1933 г. построен Беломорско-Балтийский канал между Онежским озером и Белым морем.

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Крымӑн кӑнтӑрти хӗрринче климат типӗ, Кавказӑн Хура тинӗс хӗрри — Союзри чи йӗпе-сапаллӑ вырӑн: хӗвеланӑҫӗнчен вӗрекен ҫилсем Хура тинӗсрен кунта нӳрӗк илсе килеҫҫӗ, ӑна ҫӳллӗ тусем малалла ямаҫҫӗ, ҫавӑнпа ту хӗррисенче вӑйлӑ ҫумӑрсем ҫӑваҫҫӗ.

Южный берег Крыма имеет сухой климат, а Черноморское побережье Кавказа является самым влажным местом Союза: западные ветры несут сюда влагу с Черного моря, она задерживается высокими горами и выпадает на их склонах обильными дождями.

Климат // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хӗвеланӑҫӗнчен, тинӗс ҫинчен, вӗрекен ҫилсем тинӗс хӗрринчи вырӑнсене нумай нӳрӗк илсе пыраҫҫӗ.

Западные ветры, дующие с моря, приносят на побережье много влаги.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тинӗс хӗрринчи вырӑн пӗтӗмпех ӑшӑ тинӗс еннелле пӑхса ларать.

Все побережье обращено в сторону теплого моря.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кавказӑн Хура тинӗс хӗрринчи вырӑнӗсем Крымӑн тинӗс хӗрринчи вырӑнӗсенчен хӗвелтухӑҫ еннелле выртаҫҫӗ.

Черноморское побережье Кавказа лежит к востоку от Крымского побережья.

Кавказӑн Хура тинӗс хӗрри // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тинӗс ҫинче хумсем ҫыран хӗрринелле килеҫҫӗ те тинӗс хӗрринчи пысӑк чулсем ҫумне кӗрлесе ҫапӑнса саланса каяҫҫӗ.

Морские волны набегают на берег и с шумом разбиваются о прибрежные скалы.

Крымӑн кӑнтӑрти ҫыранӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех