Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тинкерсе (тĕпĕ: тинкер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ сирӗн умӑрта айӑплӑ, ачамсем, — терӗ вӑл, пӗрре ман ҫине, тепре Нина Васильевна ҫине тинкерсе.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Уйӑх ҫутинче Нина Васильевнӑна сӑнран тинкерсе пӑхрӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Эпӗ Нина Васильевна мана куҫран ҫав тери тинкерсе пӑхнинчен тӗлӗнтӗм.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Эпӗ пырса кӗрсен, вӑл пӗр вӑхӑт хушши вырӑнтан хускалмасӑр хытса тӑчӗ, вара ман пата хуллен утса пычӗ, куҫран тинкерсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пӗрремӗш хутри уҫса пӑрахнӑ чӳрече умӗнче Нина Васильевна тӑрать, хӑй ман ҫине тинкерсе пӑхать…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Мана пӳлӗме илсе кӗрсенех, арҫынни ура ҫине тӑчӗ, сӗтел хушшинчен тухса, ман паталла утса пычӗ, мана, ӑшра мӗн пуррине курас тенӗ пекех, куҫран тинкерсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Аспирант ман ҫине тӗлӗнсе тинкерсе пӑхрӗ, анчах нимӗн те чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ман ҫине мӗн ҫав териех тинкерсе пӑхатӑр?

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Эсир ӑҫтисем вара? — тинкерсе пӑхрӗ ман ҫине Владимир Петрович.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Кама кӗтетӗн-ха тата? — малтанхи хут курнӑн, арӑмӗ ҫине тинкерсе пӑхрӗ Хумкка.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халӑх хушшинче Сантӑрккана шырарӗ вӑл куҫӗпе, анчах, епле тинкерсе пӑхсан та, мӗн шырани курӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Никамран та пытармастӑп, — мӑкӑртатрӗ Ҫимун, таҫталла тинкерсе.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Мӗнле пулӑшу-ха? — Отканӑн кӑвак куҫӗсем Мария Тимофеевна ҫине тинкерсе пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл пӗр тӗле тинкерсе пӑхнӑ та, никампа калаҫман пек, ӗлӗк хӑй курнисене аса илет.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тинкерсе сӑнарӗ ӑна Макар: те тӗрӗсне калать-ха вӑл, те суять…

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗтерук, хӑрушӑ тӗлӗк курнӑ ҫӗртен шарт сиксе вӑраннӑ пек, вырӑн ҫинчен тӑрса ларчӗ те, куҫҫуль витӗр тинкерсе, ҫын мӗлки тӑнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матӗрне Ҫтаппан ҫине тинкерсе пӑхрӗ те ун куҫӗнче хуйхӑпа салху пуррине астуса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ийя, пачӑшкӑ! — пуп хӑй ҫине тинкерсе пӑхнине туймасӑр тавӑрчӗ Кӗтерук.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуп, чӑрсӑр куҫӗсемпе ҫамрӑк хӗрарӑмсене тинкерсе, ҫилхине силлентерсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Енчӗке тинкерсе пӑхрӗ те палласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех