Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тинех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑватӑ ҫул хушшинче мӗнле йывӑр вӑхӑтра та ывӑнтӑм темен, ним ӗҫлесен те хуҫӑлса ӳкмен хӗрсем, ҫак хыпара илтсен, сасартӑках хӑйсем чӑн-чӑнах халтан кайнине сиссе, тинех пӗрре канлӗн ларса канма юранине пӗлсе, — лӑштӑрах ҫул хӗррине пӑчӑрӑнса анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Вӑт ҫапла, — терӗ тинех кӑмӑлӗ тулнӑ кондуктор.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Тинех пӗрлешрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Вара тинех ӑнланчӗ художник: пурин асӑнче те пурӑнать иккен Бианка, пӗр-пӗрне хурлантарас мар тесе ҫеҫ ун ҫинчен нихӑшӗ те сӑмах тапратмасть…

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тек вӗрмест вара йытӑ ҫури, тинех кӑмӑлӗ тулнӑн пире хирӗҫ ывтӑнса чупса килет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Унӑн-и? — ҫӑмӑллӑн, хавассӑн калаҫма сӑлтав та, тивӗҫ те ҫуккине тинех тавҫӑрса иле пуҫланӑн кӑштах кичемленчӗ Турунов.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чанккама этем тинех елпӗрме пӑрахрӗ, анчах ҫав тери лӑпкӑн каласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Турунов тинех хӑлхине чикрӗ ун сӑмахӗсене — сасартӑк шӑпланчӗ те ура ҫине тӑчӗ, сӗтел урлӑ Лашманов еннелле туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫавӑ ҫуккипе этем эрех тыткӑнне лекрӗ пулсан, ӑна тинех хоккей кӑтартнипе ҫӑлаймӑн.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Неушлӗ пӑхас килнӗренех пӑхан ҫавсен вӑййине? — ыйтрӗ те вӑл кӑштах вӑхӑт иртсен, тинех куҫ хӗррипе сӗртӗнчӗ сенкер экрана.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тинех чухласа илтӗм Серебряков вӗҫӗмсӗр чӳречерен пӑхнин сӑлтавне: Турунова кӗтет-ҫке вӑл…

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫур сехет пек ларчӗ те канӑҫсӑрланса, галстукне хывса илсе кӗсйине чикрӗ, тинех канлӗн сывласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑва кукринчи хӗрарӑм тинех куҫне илчӗ йӗкӗтпе хӗр ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл тинех сигаретне тивертрӗ те ура ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Аптрамалла пулса тухрӗ-ха пирӗн, — тинех сас пачӗ Македонский.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл усала тухсан вара — пурте калаҫма тытӑннӑ, унран пурте тӗлӗнме тытӑннӑ, тинех шухӑшлаттарма тытӑннӑ вӑл сире…»

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мӗскер эс? — тинех ҫӗкленчӗ Турунов.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫавна ӑнланатӑн-и эсӗ, тӗттӗм хӗрарӑм? — тинех кӑшт ҫилленнӗ пек пулчӗ Алиса.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Ҫитрӗмӗр! — тинех хӑлхана пырса кӗчӗ нихӑҫан илтӗнессӗн туйӑнман сӑмах.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тинех ӗнтӗ шкул ҫумӗнчи лагерь уҫӑлать.

Куҫарса пулӑш

«Хӑрушсӑр ачалӑх» форум иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=pEO-bYvzI5Q

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех