Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тинех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан пӗр кӗтмен ҫӗртен ман ума пырса тӑчӗ, плавки ҫумне хӗстернӗ кусар пек пысӑк ҫӗҫҫине сасартӑк туртса кӑларчӗ те янахӑм патне тытса: — Тинех эп сана, Ющенко, тӗл пултӑм! Сутӑнчӑк, украинсене улталакан! Эп сана тахҫанах тӗл пулса тӑн кӗртесшӗнччӗ, — кӑшкӑрать ку.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Ҫӑлӑнӑҫ пуйӑсӗ акӑ тинех килсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Пирӗн ӗҫсем питех чаплӑ маррине тинех ӑнланса илчӗҫ студентсем.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Ӑша ҫунтарса тӑракан намӑс вучӗ тинех тухса ӳкнӗн туйӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Анне сасран палласа илчӗ пулмалла тинех, мана ыталаса илчӗ те хӑй те йӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Тинех хӑй ӗнер бордюр ҫине ӳкнине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

«Волга» тормоз колодкисене ҫинҫе сасӑпа ҫухӑрттарса йывӑррӑн чарӑнчӗ те, малтан панӑ укҫа ҫитнине пӗлтерсе, тата малалла та кӗтмелле-и тесе ыйтса таксист мана тинех ӑнӑҫу сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Тинех киле ҫитсе ӳкрӗ иккен вӑл паян.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Ҫав вӑхӑтра унӑн аллине такам сӗртӗнсе: — Сывӑ-и, Татьяна? Тинех тӗл пултӑм, аран тупрӑм сире, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Тинех ӑнкарса илтӗм, — терӗ Тариҫ инке шӑнкӑр шыв пек янравлӑ сассипе.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Тинех кинлӗ-мӑнуклӑ пулатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

— Халӗ тинех строительсен чӑн-чӑн ӗҫне суйласа илме пулать, — анчах ҫакӑ та ӑна, чӑннипе каласан, нимӗн чухлӗ те савӑнтармарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Акӑ, тинех, манӑн асапӑмсем пӗтрӗҫ, — тепӗр хут сӑмахсене пусарах каларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Акӑ тинех манӑн асапланасси пӗтрӗ! — терӗ вӑл, анчах ҫак сӑмахсен пӗлтерӗшӗ ӑсӗ-тӑнӗ патне ҫитменнине туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӗр кӑмӑлӗ мӗншӗн хуҫӑлнине тинех ӑнланса илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Иван Сидорович савӑннипе сылтӑм аллин пӳрнисемпе сӗтел тӑрӑх чуптарса-шакӑртаттарса, аслисен калаҫӑвне тӗлӗнсе итлесе ларакан Римма еннелле сулахай куҫне хупкаласа-вылятса илчӗ те: — Акӑ тинех йӗркене кӗчӗ! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тинех ак ҫитрӗ кирлӗ тавӑру, Майлашӑнать эппин лару-тӑру.

Куҫарса пулӑш

Кушак ҫӑварӗнчен хӑтӑлнӑ шӑши // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 57 с.

Кӑмӑлне тинех тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Милӗк // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 51–53 с.

Халь ӗнтӗ тинех ӑнланчӗ: ӑна ӗҫрен кӑларма хатӗрленеҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.

Вара тинех ҫич ураллӑ лаша сан аллуна лекӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех