Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тимлӗрех (тĕпĕ: тимлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак тата ытти тӗллеве туллин пурнӑҫлас тесен ҫитӗнӳсемпе лӑпланса лармалла мар, ҫынсен нушисемпе ыйтӑвӗсем ҫине тата та тимлӗрех пӑхмалла, кирек мӗнле ӗҫе те тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫламалла.

Для претворения в жизнь этих и других задач важно не останавливаться на достигнутом, быть внимательными к нуждам и запросам людей, любую работу выполнять на совесть.

Олег Николаев халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/03/19/glava ... aet-s-dnem

Тимлӗрех пӑхсан, «ҫӗрулми суйлакан» ман шӑлавар кӗсйисене хыпаланса ухтарни те аванах курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Лена пӗлтерӗве татах, тимлӗрех вуласа тухрӗ:

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Тата вӗсем округра нимӗнпе те мӑнаҫланма ҫуккине палӑртаҫҫӗ - ҫакӑ сисчӗвлентерет, ку енӗпе тимлӗрех ӗҫлемелле, - терӗ Владимир Степанов вӑрнарсене республикӑра ирттернӗ ыйтӑмпа паллаштарнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Тимлӗрех пӑхӑр-ха эсир пӑспа витӗннӗ йывӑҫ ҫине.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Паян тӑван чӗлхене нихҫанхинчен те тимлӗрех пӑхмалла.

Сегодня как никогда необходимо внимание родному языку.

Тӑван чӗлхесен кунӗпе! // Хавал. https://t.me/cv_haval/491

Тимлӗрех пӑхас пулать.

Надо глядеть в оба.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хутшӑнура пуҫ пулма ан тӑрӑшӑр, тимлӗрех пулӑр.

Только не переусердствуйте в доминировании в отношениях с близкими вам людьми, и проявите больше заботы и внимания.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Апла пулсан хӗл каҫнӑ вӑхӑтра пирӗн утарҫӑсен тимлӗрех, асӑрхануллӑрах пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗннине пӗлме май пулӗ // Н.ПИРОЖКОВ. http://kasalen.ru/2023/01/20/ce%d0%bd%d0 ... 83%d0%bbe/

Ҫуран ҫӳрекенсене те ҫул ҫинче тимлӗрех пулма ыйтас килет.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Лешӗ тӗлӗнмелле аван ӑнланса пынине ӗненсен, тата тимлӗрех калама тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эсӗ те кӗтмен-и вара мана?.. — тата тимлӗрех ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак упа пынӑ хыҫҫӑн Ламппас утара тата тимлӗрех хураллама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Мана хамӑн хуҫалӑха тимлӗрех пӗлсен те ҫитет.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫ юсавпа ҫеҫ ҫыхӑнман, ҫынсене газ приборӗсемпе усӑ курнӑ чухне тимлӗрех пулмаллине асӑрхаттарасси, юсавлӑхне тӗрӗслесси те газовиксен ӗҫех.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ ӗҫчен те, юратнӑ атте те // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d0%bf%d1%8 ... %82%d0%b5/

Ӗҫ тӗлӗшпе тимлӗрех пулӑр, кану пирки каярах шутлӑр.

Лучше уделить время работе, подумав об отдыхе позже.

22-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫ пахалӑхӗ тата хӑвӑртлӑхӗ тӗлӗшпе тимлӗрех пулӑр, пуҫлӑх ҫакна хаклӗ.

Лучше уделите внимание качеству и скорости выполнения работы, начальство это оценит.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Водительсене ҫак кунсенче тимлӗрех пулма сӗнеҫҫӗ.

Водителям рекомендуется быть внимательнее в эти дни.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сывлӑх тӗлӗшпе вара тимлӗрех пулмалла.

А вот на самочувствие стоит обратить особое внимание.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫывӑх ҫынсене упрӑр: вӗсемпе халӗ тимлӗрех пулмалла.

Сейчас стоит особенно беречь близких: относиться к ним с вниманием.

53-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех