Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тимленӗ (тĕпĕ: тимлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Надзор органӗнче 40 ҫул ытла тимленӗ 65 ҫулти прокурора тава тивӗҫлӗ канӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Прокурора лайӑх канма суннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37301.html

Каярахпа ҫыравҫӑ хӑйӗн пултарулӑхӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тата совет ҫыннисен вӑрҫӑ ӑрӑвӗн темипе тӑтӑшах ҫырнӑ, хӑйӗн пултарулӑхӗнче ҫавӑн пекех пурнӑҫӑн ҫивӗч социаллӑ темӑсене тимленӗ.

Впоследствии писатель постоянно обращался в своём творчестве к теме Великой Отечественной войны и военного поколения советских людей и уделял в своём творчестве внимание современным острым социальным темам.

Васильев, Борис Львович // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/w/index.php?tit ... ction=edit

Осип Алексеев «Капкӑн» журналта та вӑй хунӑ, «Ҫилҫунат» журналӑн яваплӑ секретарӗнче тимленӗ, редактор ӗҫне те тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Осип Алексеев // Юлия Силэм. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 3–4 с.

Аграрисем чӑрмавсене пӑхмасӑр кӑҫал та ӳсӗмлӗ тимленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт Вӑрнарти 29-мӗш училищӗре производство мастерӗнче тимленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм пурнӑҫӗ - спорт // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13452-p ... rn-c-sport

Пӗр хушӑ роно пуҫлӑхӗнче те тимленӗ.

Куҫарса пулӑш

73 ҫул иртсен… // А.КАРПОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1484- ... -ul-irtsen

Ятарлӑ ушкӑнра тимленӗ газ участокӗн, Елчӗк округӗнчи полици уйрӑмӗн ӗҫченӗсем те пысӑк кӑлтӑксем тупса палӑртман.

Куҫарса пулӑш

Пуррине упрама пӗлни паха // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bf%d1%8 ... %85%d0%b0/

РФ Шутлав палатин ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче те тимленӗ.

Также работал в научно-исследовательский институт системного анализа Счетной палаты Российской Федерации.

Ладыковӑн — ҫӗнӗ ҫум // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35689.html

«Чувашская волшебная сказка: вопросы классификации» тӗпчев ӗҫӗнче чӑваш юмахӗсене ушкӑнлас ыйтӑва тимленӗ.

Вопросам классификации чувашских сказок исследователь также уделил серьезное внимание,

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Ӳсерехпе вара аслисемпе пӗрле тимленӗ, - каласа пачӗ сакӑр теҫетке урлӑ каҫнӑскер.

А как подросла, вместе со взрослыми работала, — рассказала перешагнувшая за восемь десятков.

Пархатарлӑ пурнӑҫ парнелет телей // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/parxatarla-purnac ... telej.html

Госстрах агентӗнче вара вун икӗ ҫул тимленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ачисенчен ыррине кӗтет // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-ach ... ketet.html

Ҫап-ҫамрӑк чухне почтальонра пилӗк ҫул тимленӗ Виталий Максимов.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ юнлӑ ҫапӑҫу хирӗнчен тухайман // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-yunla-capa ... ajman.html

Нина Ивановна ӗмӗрӗпех ачасене тарӑн пӗлӳпе тивӗҫлӗ воспитани парассипе тимленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bf%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Евгений Лукин СВОна кайиччен фермер ӗҫӗпе тимленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗх салтаксен вӑйне ҫӗклет... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12708-p- ... jne-c-klet

ГИБДД ӗҫченӗсем ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑха тимленӗ май час-час профилактика мероприятийӗ ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккуна пӑсмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60498

Ҫавӑншӑн вӗсен аппӑшӗ Варуҫҫи тимленӗ: «Вӗреннӗ ҫынсем нихҫан та выҫӑ вилмеҫҫӗ, вӗсене пурте хисеплеҫҫӗ», — тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шкулта ачасене вӗрентнипе пӗрлех ялти ҫынсем хушшинче хутпӗлменлӗхе пӗтерме ҫине тӑрса тимленӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Килӗшӗн кӑна мар, колхоз ӗҫӗшӗн те ырми-канми тимленӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӗнтӗ эпир те аппапа иксӗмӗр анне тимленӗ еннелле вӑнк тинкертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Ял тӑрӑхӗнче пӗтӗмпе вӑл 25 ҫул тимленӗ.

Куҫарса пулӑш

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех