Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тивӗҫӗм (тĕпĕ: тивӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сана тытса чарма халӑм та, тивӗҫӗм те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Манӑн сире ахалех киле яма тивӗҫӗм ҫук.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӳпкелешме мӗнле тивӗҫӗм пур манӑн?..

Куҫарса пулӑш

XIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Володя шкулти чи пултаруллӑ та ӑста слесарьсенчен пӗрне — Горовица комитета суйлама сӗнчӗ, анчах Горовиц именчӗклӗн: «Мана кунта суйламалӑх тивӗҫӗм ҫук, ан суйлӑр», тесе хирӗҫлерӗ, мӗн кирлине унсӑрах пурне те тума сӑмах пачӗ.

Володя предложил и кандидатуру Горовица, как одного из самых искусных слесарей школы, но Горовиц застенчиво попросил не выбирать его, так как он недостоин еще этой чести, и пообещал, что он и без того будет делать все, что потребуется.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вал юрта тытса тӑма манӑн тивӗҫӗм саннинчен ытларах.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Манӑн хирӗҫсе тӑма тивӗҫӗм ҫук, аслӑ хан.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп чӗн пушӑпа хӑмсармӑп, анчах ҫак халӑх хушнипе ыйтса тӗпчеме: тивӗҫӗм пур манӑн…

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавна шута илсен, манӑн та, Совет влаҫӗ майлӑ ҫыннӑн, ку пухӑва хутшӑнма тивӗҫӗм пурах, тетӗп.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тивӗҫӗм кайма хушать.

Я еду по обязанности.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Куҫлӑх илмешкӗн рецепт ҫырса парасси те - ман тивӗҫӗм.

Написание рецепта для получения очков — тоже моя работа.

Анна Любимова: "Ҫут тӗнче илемне кашниех курайтӑр..." // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.09.24, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=892&text=news-publikacii

Тӗрӗссине, пур-и-ха манӑн тивӗҫӗм ҫак чаплӑран та чаплӑ ята йӑтса ҫӳреме?..

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ман сире ҫакӑн пек калама тивӗҫӗм пур, эпӗ вӗт ватӑ ӗнтӗ, — тенӗ Софья Павловна.

Я могу говорить вам так, ведь я уже старенькая… — сказала Софья Павловна.

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ӗненӗр, юратнӑ тусӑм, халь те тен эпӗ… анчах манӑн служба, манӑн тивӗҫӗм тасалӑха астумалла.

Верьте, любезнейший друг, что и теперь бы я совершенно, так сказать… но мой долг, словом, обязанность требует смотреть за чистотою.

V сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Эпӗ калаймастӑп ун ҫинчен, — терӗ Спартак, — калама тивӗҫӗм ҫук манӑн!

Я не могу, я не могу! — закричал несчастный Спартак вне себя, — я не имею права говорить!

VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Студент мундирне тӑхӑнса ҫӳренине пула, хам кӑшт-кашт кӑна палланӑ ҫынсен ыйтӑвӗсене ӑслӑ та хам манерлӗ ответлессине эпӗ вӑл вӑхӑтра манӑн тивӗҫӗм тесе шутларӑм; ҫапла, ҫук, кичем, савӑк тата ҫавнашкал ытти сӑмахсемпе кӗскен те уҫӑмлӑн ответлессине пысӑк намӑс вырӑнне хутӑм.

В то время я считал своею обязанностию, вследствие уже одного того, что носил студенческий мундир, с людьми мало мне знакомыми на каждый даже самый простой вопрос отвечать непременно очень умно и оригинально и считал величайшим стыдом короткие и ясные ответы, как: да, нет, скучно, весело и тому подобное.

XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ачасем манӑн мар, сирӗн, ҫитменнине манӑн сире канашсем пама тивӗҫӗм ҫук, мӗншӗн тесен эсир манран ӑслӑрах, — тӑсрӗ малалла кукамай, — анчах мана вӗсем валли мучие — нимӗҫ хресченне мар, гувернера тара тытмалла пек туйӑнать.

Дети не мои, а ваши, и я не имею права советовать вам, потому что вы умнее меня, — продолжала бабушка, — но, кажется, пора бы для них нанять гувернера, а не дядьку, немецкого мужика.

VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Валя, хӑйӗн яланах тӗрӗс те пытарӑнчӑксӑр куҫӗсенче эпӗ хамӑн пӗлме тивӗҫӗм ҫуккине вуласа илесрен шикленнӗн, айккинелле пӑхать.

Валя отводит взгляд в сторону, словно боится, что я прочитаю в ее всегда правдивых и откровенных глазах то, что знать мне не надо.

9 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Тивӗҫӗм пулман!»

Не имел права!»

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Хамӑн тивӗҫӗм тесе тепӗр хут…

— Считаю долгом еще раз…

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Хусансемпе халиччен кӗрешсе курманччӗ-ха… — шӳтле май каласа хучӗ Имет, — м-ха, тӳресем, эпӗ тӑватӑ ҫынна ҫӗнтернӗ, манӑн кӑшт кӑна сывлаш ҫавӑрмалӑх канма тивӗҫӗм пур…

Не доводилось до сих пор бороться с казанскими, — пошутил Имет и обратился к судьям: — Передохнуть бы мне чуток, я ведь четверых поборол как-никак…

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех