Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тивнӗ (тĕпĕ: тив) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пысӑк йывӑрлӑхра пуҫне ҫеҫ чӗрӗ сыхласа хӑварма шутланӑ ҫын ирӗксӗр кӑларса пӑрахма тивнӗ япала ҫине юлашки хут ҫапла ҫаврӑнса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫӳхе хӗрлӗ тута хӗрри, тӑм тивнӗ мӑкӑнь ҫеҫки евӗр, хуралса кӑвакарнӑ, кӑшт шыҫнӑ, мӑйӗ ҫинче те тӗксӗм вырӑнсем палӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫак инкексем хыҫҫӑн Лидия Шашкаровӑн та ҫемьере асли пулнӑ май хӑй ҫине пысӑк яваплӑх илме тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

Ку таранччен пурӗ 10 акт ҫырма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html

Кӑҫал ҫу кунӗсенче чӑнах та коммунальщиксем Парк урамӗнче вырнаҫнӑ котельнӑйӗнчи кӑмака тӗлӗшпе ыйту татса пама тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӳлӗмре сивӗ. Парӑма татса-и? // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pylemre-sive.-par ... tsa-i.html

Кадрсем ҫитменни ку тытӑма та пырса тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Ҫав вӑхӑтрах тата, управляющи сӑмахӗсем хама та тивнӗ пек, чӗрем кӑлт хускалчӗ: хӗрхеннӗ пек пултӑм-ши ҫамрӑк начальника.

Куҫарса пулӑш

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑй хайлавӗсенче вӑл ялти чӑн пурнӑҫа сӑнласа панӑ, паллах, тӗп геройсен хушамачӗсене ун улӑштарма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑнӑшсемсӗр никамӑн та пулмасть // Михаил ВАСИЛЬЕВ. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b9a%d0 ... %82%d1%8c/

Шыв кӗртмелли, каяшсене юхтармалли пӑрӑхсене уйӑрма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв пулать, ҫул сараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=h5DSCd_0rFo

Тепӗр 6 ҫултан хутсене ҫӗнетме тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв пулать, ҫул сараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=h5DSCd_0rFo

Арҫын ача хӑй анайманнине кура ҫӑлавҫӑсене чӗнме тивнӗ.

Мальчик, видя, что не может слезть обратно, вынужден был позвать спасателей.

Ача кушака ҫӑлма йывӑҫ ҫине хӑпарсан хӑй те анайман // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35025.html

Тӗрӗслӗхе шыраса хӑшӗ-пӗрин суда ҫитме те тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

89 тӑлӑха хваттерпе тивӗҫтерчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61148

Нуша, асап, куҫҫуль, ҫухату – вӑрҫӑ хуйхи-суйхи кашни киле пырса тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 9-мӗшӗ - Ҫӗнтерӳ кунӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61133

Упӑшкин хӗрӗх кунне ирттернӗ хыҫҫӑн ирӗксӗртен туй пекки тума тивнӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ахальтен мар ӗнтӗ унӑн ӗҫ вырӑнне те улӑштарма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мунчана кайсан сӗрӗм тивнӗ тет-и вӗсене?

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сире сӑлтавсӑр-мӗнсӗр ят тивнӗ пуль манран…

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫитӗнсе ҫитмен каччӑсен чылай йывӑр ӗҫе пурнӑҫлама тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Ачасен вӗренӳ ҫулӗ пуҫланичченех тырӑ вырма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Ҫимелли тӗлӗшпе те йывӑр тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех