Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

теҫҫӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Саппас хыҫран тапмасть теҫҫӗ мар-и ваттисем? — йӑл кулчӗ Ульяна.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫынсем те ҫапла калаҫҫӗ, ман ӳт-пӳ пур енчен те виҫеллӗ, хӑтлӑ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Сӑртпа сӑрт тӗл пулаймасть — ҫынпа ҫын тӗл пулатех теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Вырӑсла ӑна «скульптурный текстиль» теҫҫӗ.

По-русски его называют «скульптурный текстиль».

Ӑстасем пирӗн хушӑра пурӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/04/14/a%d1%81%d1 ... %d0%b0cce/

— Ку кукамай мар, Кавӑнпуҫ, вӑл пысӑк пуҫлӑ, тепӗр майлӑ ӑна Йӗкӗркуҫ теҫҫӗ.

— Это не бабушка, а Тыквоголова, она большая, по другому ее называют Двоеглазка.

Ӑстасем пирӗн хушӑра пурӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/04/14/a%d1%81%d1 ... %d0%b0cce/

Хӑшӗ-пӗрисем Исаев ҫинчен: вӑл чӑваш литературишӗн нимех те туман, унӑн калавӗсемпе статйисем тахҫанах манӑҫа тухнӑ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Хӑшӗсем, коммунизм тунӑ тапхӑрта искусствӑ мӗнле пуласси пирки каласа, искусствӑ ҫынсене савӑнтарса, илӗртсе тӑмалла, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ҫак содержанине кӑтартса памалли формӑ — произведени валли илнӗ Ростовсен, Болконскисен, Безуховӑн, Трубецкисен, Курагинсен, Наполеон, Кутузов пурнӑҫӗ, салтаксен, хресченсен, ҫарӑн, обществӑри ҫӳлти сийсен пурнӑҫӗ, ун чухне пулса иртнӗ событисем, лару-тӑрусем тата ыттисем теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Вара ҫапла калаҫҫӗ: «Вӑрҫӑ тата мир» романӑн содержанийӗ — вырӑс обществин 1812 Ҫулхи вӑрҫӑ тапхӑрӗнчи тата декабристсен малтанхи вӑрттӑн союзӗсем пуҫланнӑ ҫулсенчи пурнӑҫне, вырӑс ҫыннисен ӗҫне-хӗлне, паттӑрлӑхне, ҫемье ыйтуне, уйрӑм ҫыннӑн историри рольне, обществӑ умӗнчи тивӗҫне «халӑх шухӑшӗн» ҫутипе, Толстойӑн истори, философи, нравственноҫ тӗлӗшӗнчи шухӑшӗсен, ӑнланӑвӗн, вӗрентӗвӗн ҫутипе кӑтартса пани, ӑнлантарни, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Савни ҫумра чухне хуйхӑ та манӑҫать, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Этем телей курма ҫуралать, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эсӗ вӗсене пурне те чике тӑршшӗ лартнӑ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗлересех теҫҫӗ пулсан, мӗншӗн чиксе пӑрахмаҫҫӗ?»

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ваттисем: ҫиленсе ҫиларман лартаймӑн, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Хуҫатпӑр», — теҫҫӗ ывӑлӗсем.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗншӗн халь те таврӑнмасть-ши теҫҫӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ, теҫҫӗ

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хура халӑха ҫакса пӗтерме хура хурама та ҫитмен, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑвашсем ӑна пуч теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫынсем палкаҫҫӗ унта, эсӗ хуларан Белокопытовран хӑранипе тухса тарнӑ, теҫҫӗ, — калаҫма ҫаплипех чарӑнмарӗ леш вӑрттӑн хыпар пӗлтерсе тӑраканӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех