Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

техӗмлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
техӗмлӗ (тĕпĕ: техӗмлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗвелтухӑҫӗнчен илсе килнӗ пӑрӑҫ, горчица, имбирь пеккисем пуянсен апат-ҫимӗҫне тутӑ кӗртме яракан хаклӑ япаласем пулнӑ, ҫав япаласем апат-ҫимӗҫе техӗмлӗ тутӑ кӗртеҫҫӗ, техӗмлӗ апат-ҫимӗҫ сывлӑха упраса тытма та пулӑшать.

Восточные пряности — перец, корица, имбирь — клались в кушанья богачей: они придавали кушаньям более острый и изысканный вкус.

Тӗнче тавра пӗрремӗш хут ҫаврӑнни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Садра 5500 яхӑн тӑпра витекен ӳсентӑран пур, сӑмахран лотоссем, лантансем тата аизо йышшисем, ҫавӑн пекех техӗмлӗ шӑршлӑ, ҫав шутра розмаринпа лаванда та, ҫӗре яхӑн ӳсентӑран пур.

В саду насчитывается около 5500 почвопокровных растений, таких как лотосы, лантаны и аизовые, а также приблизительно сотня ароматических растений, включая розмарин и лаванду.

Умбракл // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A3%D0% ... 0%BA%D0%BB

Ҫӑкӑр заводӗнчен каҫхи тавралӑха саланакан техӗмлӗ шӑршӑ чун-кӑмӑла ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗҫерессе те техӗмлӗ пӗҫермеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Меслетне пӗлмелле // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 36–37 с.

Техӗмлӗ, ӑш-чике уҫакан сӑра.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ятарласа хатӗрленӗ йывӑҫ пичкене сарӑ-хӑмӑр тӗслӗ, тутипе те, шӑршипе те пуян, нимӗнпе те танлаштарма ҫук техӗмлӗ сӑра тултарса хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сӗтелӗ ҫинчен пыл та ҫу татӑлмасть, вӗсенни пек тутлӑ та техӗмлӗ ҫӑкӑр эпӗ урӑх ниҫта та ҫисе курман.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Ӗҫӗччӗ ҫапла асамлӑ куҫ вӑйне каччӑ, тӗпсӗр ҫӑл куҫри таса та техӗмлӗ шыва ӗҫнӗ пек ӗҫӗччӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫамрӑк кӑмпа ытла та техӗмлӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Экскурси хыҫҫӑн пӗрлехи канашлӑва пуҫтарӑннисене техӗмлӗ пулӑ шӳрпипе тата сиплӗ чейпе сӑйланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чакаҫри ветерансен канашӗн ӗҫне пысӑк хак панӑ // Антонина ТЯМИНА. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%87%d0% ... %b0%d0%ba/

Вӗсем ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансене куллен кун тутлӑ та техӗмлӗ апат-ҫимӗҫпе сӑйлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Тукайсем, акӑ, техӗмлӗ курӑксен чейӗпе, Асанкассисем кӑпӑклӑ сӑрапа, Комсомольскисем ӑшаланӑ, типӗтнӗ ҫырма пуллипе, пулӑ шӳрпипе, Кайнлӑксем кӑмакара пӗҫернӗ капӑртма-пашалупа кӑмӑлтан хӑналарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Техӗмлӗ шӑршӑ аякках сарӑлать.

Куҫарса пулӑш

Витаминпа пуян пулӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=BSWn0Gjxug8

Ҫӳллӗ маччаллӑ кӑн-кӑвак таса тӳпенелле шуххӑн ярӑнса хӑпаракан хӗвелӗн йӑлтӑркка пайӑркисем ҫӗр ҫинелле кӑвар пекех пӗҫертсе сапӑнмаҫҫӗ пулин те, пӗрре ҫеҫкеленсе ешерсе лӑпланнӑ ҫутҫанталӑкӑн ҫуркуннехи пек техӗмлӗ хӗрӳлӗхӗ халь те пӗтменни сисӗнет: типсе хӑмӑрланнӑ ҫӗрулми ҫеҫкиллӗ касӑсем хушшинче иккӗмӗш ҫеҫкене ларнӑ сенкер утмӑлтуратпа шап-шурӑ салтак тӳмисем куҫа илӗртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӑна вӑрӑм кун-ҫулӗнче ҫил-тӑман та лӑсканӑ, ҫумӑр та ислетнӗ, ҫил-тӑвӑл та муталанӑ, аҫа-ҫиҫӗм те ҫунтарнӑ, вӑл пурпӗрех аптраса ӳкмен, хӑнк та сикмен, мӗншӗн тесен кӑпӑшка тӑпран техӗмлӗ те сиплӗ сӗткенне ӗмекен тымарӗсем паркаланса-тачкаланса тарӑнран тарӑна кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Шӑнкӑртатса юхакан пӗчӗк ҫырма хӗрринчи уҫланкӑра техӗмлӗ ӑшӑ сӗт шӑрши сарӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Аякранах йӑлтӑртатса ларакан мунча та, тем мӑнӑш тӗкӗре аса илтерекен илемлӗ кӳлӗ те, техӗмлӗ пулӑ шӑрши те тытса чараймарӗ хӑнасене.

Куҫарса пулӑш

Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.

Хӑш тӗле ӳкрӗ-ши ӗнтӗ ҫак сӗмсӗркке кайӑкӑн ҫеҫ мар, кӑвакарчӑнӑн та, куракӑн та, чанан та, чакакӑн та паянхи техӗмлӗ, сиплӗ «деликатесӗ»?

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Пурте вӗсем шӗвӗр сӑмсисемпе тӑк! та тӑк! тӑклаттаркаласа илсе, техӗмлӗ ҫимӗҫе тупӑшмасӑр, чӑрсӑрланмасӑр, ҫӑтӑхланмасӑр пайласа, типтерлӗн апата пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Татах калатӑп: хӑй техӗмлӗ, хӑй антӑхлӑ ҫынччӗ ҫав шапа ҫӑвар: сӑмсине пур хушӑк-ҫурӑка та чикмесӗр чӑтайманскер, сӑмах вӗҫтерме те, тӑрлавсӑр путиш, шӳт-юп хайласа е алхас калаҫса, кирек кам ӑш-чикне шӑлтӑр-шалтӑр кӗрсе вӑлтти-валтти тавӑрса кӑтартма та пултаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех