Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

теори сăмах пирĕн базăра пур.
теори (тĕпĕ: теори) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку таранччен пулнӑ фактсем Девипе Лиденброк теорийӗпе килӗшсе пычӗҫ; ку таранччен, вута парӑнман чулсем, электричество магнетизмӗн уйрӑм условисем, ҫутҫанталӑкӑн яланхи саккунӗсене улӑштарса, пирӗн валли вӑтам температура туса пычӗҫ; мӗншӗн тесен манӑн шухӑшӑмпа, ҫапах та ҫӗр варринчи вут теорийӗ — пурне те ӑнлантарса пама пултаракан чи тӗрӗс пӗртен-пӗр теори пулмалла.

До сих пор факты подтверждали теорию Дэви и Лиденброка; до сих пор огнеупорные горные породы, электричество и магнетизм создавали особые условия, нарушавшие законы природы, влияли на понижение температуры, ибо теория центрального огня оставалась, на мой взгляд, все-таки единственно истинной, единственно объясняющей все.

XLII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ҫавӑнпа та наукӑри теорисем пурте вӗҫӗмсӗрех ҫӗнелсе улшӑнса пыма пултараҫҫӗ, кивӗ теорие ҫӗнӗ теори пӑрахӑҫа кӑларса пырать.

Поэтому научные теории о температурах больших глубин могут бесконечно дополняться и видоизменяться, и каждая теория постоянно опровергается новой.

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

,,Уйрӑмлӑхӗ пысӑках мар» тенӗ теорине шанмасӑр чакаланса пӑхас пулсан, ун чухне, паллах, ҫак теори хӑйшӗн кӑна хыпса ҫуннине пӗлтерет тесе ӑна айӑплама май пулнӑ пулӗччӗ, анчах ҫак теорине Фан Сюань-чо хӑй чиновникре ӗҫленине тӳрре кӑларма юриех шухӑшласа кӑларнӑ тесе те вывод тума юраман пулӗччӗ.

Если, как говорится, переплавить, словно металл, выражение «разница невелика», точнее опутать его сетями закона, разумеется, можно прийти к выводу, что недовольство Фана вызвано его тайными эгоистическими побуждениями, но было бы несправедливым утверждать, будто он создал свою теорию с целью выгородить себя, как чиновника.

Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.

Меньшевиксем, троцкистсем, буржуаллӑ националистсемпе ленинизмӑн ытти тӑшманӗсем рабочисемпе хресченсем культурӑ тӗлӗшӗнчен юлса пыни, пролетариат, хӑйӗн нумай вӗреннӗ кадрсем ҫук пирки, ҫӗнӗ культурӑ тума пултарайманни ҫинчен тем те пӗр сӳпӗлтетнӗ, анчах ленинла теори тата пирӗн ҫӗршыври культурӑллӑ революци туни ҫак киревсӗр «теорисене» тӗпӗ-йӗрӗпех аркатса тӑкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫапла туни кометӑсем ҫинчен калакан теорине аталантарнӑ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен ҫак теори халӗ питӗ юлса пырать.

Это помогло бы усовершенствовать теорию комет, которая теперь сильно хромает.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кӗнеки хӑй, — теори, наука, — паллах, кирлӗ: теорисӗр практика та ҫук.

А самая книга — теория, наука, — конечно, необходима: без теории и практики нет.

VIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Ку вӑл теори чӗлхи ҫинчен ахаль чӗлхе ҫине куҫарсассӑн ҫапла, анчах Кирсанов хисеплекен теори ырӑ кӑмӑллӑх евӗр чечен сӑмахсене икӗ тӗрлӗ ӑнланма пулать е пачах та ӑнланмалла мар тесе шутлать, ҫавӑнпа Кирсанов хӑйӗн сӑмахӗсемпе ҫапла каланӑ пулӗччӗ: «Кашни ҫынах эгоист, эпӗ те эгоист; халӗ ӗнтӗ ыйту тухса тӑрать: мӗн усӑллӑрах маншӑн, унран пӑрӑнни-и, юлни-и?

Это в переводе с теоретического языка на обыкновенный; а теория, которой держался Кирсанов, считает такие пышные слова, как благородство, двусмысленными, темными, и Кирсанов по своей терминологии выразился бы так: «Всякий человек эгоист, я тоже; теперь спрашивается: что для меня выгоднее: удалиться или оставаться?

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Геннадий шутласа тупнӑ теори пулӑмсене микромирта та тӗпчеме май парать, вӑл квант механикине «относительность теорийӗпе» пӗрлештерет темелле.

Выработанная Геннадием теория позволяет изучать события микромиров, она как будто соединяет квантовую механику с "теорией относительности".

Хӳме витӗр тухма пултаракан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Вӗренӳ лабораторийӗнче пулас профессионалсем практика тата хӑйсен теори пайӗсене туптанӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 5-мӗш номерлӗ Гимназире аслӑ классенче вӗренекенсене ӗҫ профессийӗсем илни ҫинчен палӑртакан свидетельствӑсем парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен сайчӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/05/03/chav ... ire-asla-k

«Викинг» (víkingr) сӑмах чи малтан «Викен ҫынни» тенине пӗлтернӗ текен теори пур, кайран тин вара, мӗнпур скандинавсене анлӑн илсе вӑтам ӗмӗрсенчи кунти пӗтӗм халӑха ҫак сӑмахпа палӑртма пуҫланӑ.

Существует теория, что слово «викинг» (víkingr) первоначально означало «человек из Викена», и только потом стало употребляться в более широком смысле подразумевая всех раннесредневековых скандинавов.

Викен (авалхи тӑрӑх) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%92%D0% ... %91%D1%85)

Тӗп хулана Напатӑри мӑчавӑр влаҫӗнчен ирӗке тухас тӗлӗшпе куҫарнӑ текен теори пур.

Существует теория, что этот перенос отражает освобождение монархов от власти жрецов Напаты.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Музыкӑпа теори дисциплинисен ПЦК

ПЦК музыкально-теоретических дисциплин

Л.В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B.%D0 ... 0%B9%C4%95

Историпе теори факультечӗн кафедрисем:

Кафедры историко-теоретического факультета:

Л.В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B.%D0 ... 0%B9%C4%95

Историпе теори

Историко-теоретический

Л.В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B.%D0 ... 0%B9%C4%95

Ҫав ирхине Мускав аэроклубӗн курсанчӗ Павел Шевлягин, теори енӗпе вӗренсе пӗтерсе, ЯК-18 текен вӗренмелли тата тренировкӑсем тумалли самолетпа пӗрремӗш хут сывлӑша вӗҫсе хӑпармалла пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗсен хӗҫ-пӑшалӗ вырӑнне ҫав тери тӗрӗс мар принципа ҫирӗплетсе паракан теори пулнӑ: эпир коммунизм патнелле мӗн тери ытларах ҫывхарса пыратпӑр, ҫав тери пирӗн ҫӗршывра тӑшмансем пире хирӗҫ тӑрасси ӳссе пырать иккен.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

- Пирӗн шкул ачисем экскурсисем вӑхӑтӗнче тӑван ҫӗршыв ҫинчен теори пӗлӗвӗсене ҫеҫ мар, практика хӑнӑхӑвӗсене те илеҫҫӗ.

- Наши школьники получают во время экскурсий не только теоретические знания о родном крае, но и практические навыки.

Нацпроект шайӗнче Пушкӑртстанра чапа тухнӑ "Шкул туризмӗ" программӑна ӑсталӑх-классем тӗрлӗлетнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... tn-3416881

Кунта коммунизм строительствин практикине тӗпчесе вӗренесси тата теори енӗпе пӗтӗмлетесси, социализмӑн экономикӑллӑ, политикӑллӑ тата культурӑллӑ аталанӑвӗн, социализмран коммунизма куҫса пынин тӗп закономерноҫӗсене тӗпчесе вӗренесси, ӗҫ ҫыннисене коммунизмла воспитани парас ыйтусене тӗпчесе хатӗрлесси тӗп вырӑнта тӑнине уйрӑмах палӑртса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Чӗлхери нумай-нумай ыйтусене теори енчен пачах ҫутатман.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Чӑваш чӗлхине тӗпчес ӗҫ вара халлӗхе теори енӗпе те юлса пырать, практика ыйтнине те тивӗҫтереймест.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех