Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенине (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫӗнтеричченех… — тенине илтех кайрӑм хампа юнашар ерипенрех калакан сасса.

— До победы… — услышал я рядом с собой негромкий голос.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫакна хирӗҫ учительница нимӗҫле вӑрӑм сӑмахлӑ пуплев каласа тӑкрӗ, ҫав сӑмахсенчен эпӗ аран ҫаксене ӑнланса юлтӑм: ӳркеннипе суеҫтернишӗн айӑп тиветех, тата — виҫҫӗмӗш сехете чӑтса лармасӑр хӑтӑлаймӑн, тенине лайӑхах ӑнланса юлтӑм.

В ответ учительница разразилась длиннейшей немецкой фразой, из которой я едва понял, что леность и ложь должны быть наказуемы, и хорошо понял, что третьего часа отсидки мне не избежать.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Эр хат, — тенине астуса илтӗм эпӗ хамах.

— Эр хат, — вспомнил я сам.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Нумаях пулмасть пӗр хаҫатра эпӗ американецсем Марс ҫине вӗҫсе кайма хатӗрленеҫҫӗ тенине вуласа пӗлтӗм.

— Недавно в одной газете я прочитал, что американцы собираются полететь на Марс.

Пире валли те юлӗ-ха // Юрий Ксенофонтов. «Капкӑн», 2011, 16№, 3 с.

Вӑл хӑйӗн паҫӑрхи ухмахла шухӑшне — Род тӗпсӗрлӗхе ӳкме пултарать-ҫке тенине — нимӗн шарламасӑр, юлашки вӑйне пухса каҫарттарать…

Он молча искупал свою мысль — мысль о прыжке Рода вниз.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.

Чӗркуҫленсе ларнӑ Нок хавшак ҫулӑма ӳпкине хӗрхенмесӗр вӗре-вӗре чӗртет, кӗҫех хӑлхи тӗлӗнче тепӗр ҫын ҫав тери хастаррӑн, чарӑна-чарӑна: «Ух-х-х! ух-х-х!» — тенине илтрӗ.

Став на колени, Нок раздувал хилый огонь, не жалея легких, и скоро, поблизости уха, услышал второе, очень старательное, прерывистое: — фу-у-у! фу-у-у!

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Атьсем, тӑнлӑр-ха: питех те кӑмӑллӑ пӗр ҫамрӑкран эпӗ лайӑх обществӑра мӗнрен те пулин тӗлӗнмеҫҫӗ тенине илтнӗччӗ.

— Слышал я, ребята, от одного милого молодого человека, что в хорошем обществе не принято чему-нибудь удивляться.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

— Мӗн тенине тепре илтӗм-ха? — кӑшкӑрчӗ Редж.

— Повтори-ка, что ты сказал! — крикнул Редж.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ҫапах, упранакана турӑ упрать тенине асра тытса, вӑл инҫе тарса каймарӗ, чӗрӗк сехетсем утсан, темле ҫырма хӗррине ҫитсе тухрӗ те, ҫилпе тӳннӗ улӑп юмана курсан, ун патне йӑпшӑнса пычӗ, кӑкӗ тӑпӑлса тухнӑ тӗлти самай пысӑк хӑвӑла кӗрсе выртрӗ, тымарсене чармаклантарса, ҫӳлтен курмалла мар хупланчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ара, ҫав тери кирлӗ хыпарсем илсе килтӗн эсӗ, тусӑм! — субординаци тенине мансах вӑйлӑн ҫупӑрларӗ ӑна Демин.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эп калаҫас шутпа мар, — кутӑнлашрӗ Кӑтра Симун, хӑй ҫапах калас тенине вырӑнтанах каларӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хальхи куҫпа пӑхсан, ӑссӑрла хӑтлану, паллах, ун чухне вара урӑхла тавӑрма та пултарайман-тӑр вӑл, класс кӗрешӗвӗ тенине илтме те ӗлкӗрейменскер…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Темиҫе уйӑх каялла кӑна-ха Крапивин вӑл уесри ҫутӗҫ пайӗнче ӗҫлет тенине илтнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл калас тенине каласа пӗтереймерӗ — тилӗрсе кайнӑ Калюков ун еннелле тепре сарлакан ярса пусрӗ те шач! тутарчӗ питрен чӑмӑрпа.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пӗлетӗн-и, Улька, — терӗ вара шӑппӑн, — Ваньккан темле пысӑк айӑп пур тенине эпӗ те…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пиччӗшӗ Совет влаҫӗ умӗнче айӑплӑ тенине вара Тарье ним тусан та ӗненесшӗн мар.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегина тытса хупнӑ, лешӗ кайран тӗрмерен тарнӑ тенине илтсен те ӑна усалпа асӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин хӑйне рота командирӗ отпускран темиҫе кун каярах ҫитсен те юрать тенине аса илчӗ те килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Экеҫсем сана тыткӑнра чухнехи темле ӗҫшӗн хупса лартнӑ тенине илтӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Король вӑл, тӑванӑм , пирӗнни пек каласан, патша е хан тенине пӗлтерет, — Калюков пуррипе хӑюлланса, мӑшкӑлларах пуплеше пуҫларӗ Валет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех