Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темӗнле сăмах пирĕн базăра пур.
темӗнле (тĕпĕ: темӗнле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Е кунта темӗнле ӑнланмалла мар ӗҫ пулса иртрӗ-ши?..

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Степан Иванович, — ӳпкелесе чӗнчӗ Матӗрне, — эпӗ сана темӗнле усал туса ҫиллентернӗ пекех айкашатӑн?..

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Квартальнӑй надзирательпе городовой ахальтен ҫӳременнине, вӗсем килчӗҫ пулсан, унӑн килӗнче темӗнле юрӑхсӑр ӗҫ сиксе тухнине аван ӑнланать вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула вӑхӑт мӗнле иртнине, кил хуҫи хӗрарӑмӗ темӗнле икӗ арҫынна уҫса кӗртнине, вӗсем салтак аттисемпе йывӑррӑн шаклаттарса пӳлӗм алӑкӗ умӗнчен иртсе кайнине те сисмерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Сехмет тетӗн? — хӗрарӑм куҫӗнче темӗнле тавҫӑру хӗлхемӗ выляса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Крючниксем ҫак самантрах Ҫтаппанпа темӗнле инкек пулнине тавҫӑрса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Богдановпа крючниксем Ҫтаппан тухасса вестибюльре кӗтнӗ май ҫӳлти хутра темӗнле ҫуй-шав тата ура сассисем кӗмсӗртетнине илтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хура маска ӑна пилӗкӗнчен тытса йӑтнине, вӑл хирӗҫ тытманнине курсан темӗнле кӗтмен ӗҫ пулса иртнине ӑнланса, ҫуйлӑн эхлетрӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан тӗплӗнех ӑнланаймарӗ пулсан та, пӑрахут ҫине темӗнле япала йӑтса кӗрекене ҫирӗм пилӗк тенкӗ лекессе тавҫӑрчӗ, хӑйӗнчен куласран хӑрамасӑрах хура мӑйӑхли патне ҫывхарчӗ, унта вӑрӑм та ҫинҫе ещӗк выртнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ыран ир аннепе аттен темӗнле ӗҫпе иккӗшӗн те Патӑрьеле каймалла иккен.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Ҫак сӑмахра кӑмӑла каякан темӗнле асамлӑх пур.

Куҫарса пулӑш

Утар // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 102–103 с.

Ҫынсене пулӑшнӑшӑн тав тунӑ чухне сӑмахӗсем ҫеҫ темӗнле шӑхӑрса тухнӑ пек туйӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Ҫак сӑмахсем хӗре ӑшшӑн-кӑмӑллӑн илтӗнчӗҫ; чӗри хӑвӑрт-хӑвӑрт тапма тытӑнчӗ, ӑна темӗнле ырӑ, хӑй те ӑнланайми туйӑм ҫавӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӗр сӗтел ҫине темӗнле коробка хучӗ, Вӗҫелиса хӑлхаран туртма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫапах та ӑна Мукин килӗшет: унӑн темӗнле каласа ӑнлантарса пама май ҫук вӑйӗ хӗре хӑй патне туртать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Хӗр ун патне ҫывхарнӑ вӑхӑтра алӑкӗ уҫӑлчӗ те шалтан темӗнле тимӗр «алӑсем» кирпӗч тултарнӑ контейнера кӑларса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Халӗ унта темӗнле качакасем сиккелеме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Иринӑн хӑранипе ҫан-ҫурӑмӗ чӗтреве ерчӗ, вӑл айккинелле сикрӗ, пушмак пуҫне темӗнле пралукпа чӗртерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫапах, темӗнле сӑпай пулсан та, Иван Алексеевич та хӑй саккунлӑ авланнине ӗмӗр асӑнмалӑх паллӑ тума шутлать.

Куҫарса пулӑш

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

Темӗнле урапа хӑлтӑртатнӑ сасӑпа пурте ҫул еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех