Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темшӗн сăмах пирĕн базăра пур.
темшӗн (тĕпĕ: темшӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗҫӗннисем темшӗн Михаҫсенни пекех пурӑнасшӑн пулман, ача ҫулӗ тухичченех вилсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

— Ачасем, анма пулӑшӑр-ха, манӑн парашют темшӗн уҫӑлмасть, — шӳтлерӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Пантейӑн кунӗпех темшӗн ӑш вӑркарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Юлашки сӑмахсене темшӗн вӑл Ирина ҫинелле пӑхса каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Ҫук, атте, темшӗн питӗ ывӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Каҫхи ӗҫсене тӗрӗслесе тӑракансем пур-и сирӗн? — ыйтрӗ Оксана крановщица, анчах темшӗн пурте кулса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Анчах та, темшӗн, чӗнессе кӑна…

Куҫарса пулӑш

Ят // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 57–58 с.

Темшӗн аслисем курайми пулчӗҫ сана, унччен хисеплетчӗҫ… — пӗлтерчӗ Праски колхоз ветфельдшерне пӗррехинче.

Куҫарса пулӑш

Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.

— Анчах темшӗн пичетленсе тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнмаллах пуль… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 8 с.

Ҫӗннине пурӑнма куҫсан, Михала ӑна темшӗн пӑстарманччӗ, пысӑк ҫӑрапах питӗрсе усратчӗ, пӗр йыттине унта кӑкарнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Салтака темшӗн юрӑхлӑ пулаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Уҫӑ кӑмӑллӑ ӗҫчен хӗре темшӗн ҫутҫанталӑк сӑн-питрен кӳрентернӗ.

Куҫарса пулӑш

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Илле темшӗн ҫынна куҫран пӑхма вӑтанать, пуҫне чикерех калаҫать.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Темшӗн директор Рамана ҫарта чухнехи хӑйсен полкӗн командирне аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Акӑ халӗ те Раманӑн ывӑҫ тупанӗ йӗпе, анчах ҫумӑр шывӗ мар ку, Тамарӑн куҫҫулӗ: вӑл темшӗн йӗрет.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман Анюта еннелле никам сисмесле мар пӑхса илет те каллех пуҫне йывӑҫ кутнелле чикет, такама темшӗн шӑмарнӑн, пӑчкӑ аврине хытӑрах та хытӑрах чӑмӑртать.

Куҫарса пулӑш

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Курас тесе ҫеҫ мар, ӗҫлес тесех килтӗм-ха, Иван Капитонч, — терӗ Раман, темшӗн кӑштах именсе.

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Урапа ҫинчен ҫӑмӑллӑн сиксе анса, куҫӗнчи пӗчӗк шанӑҫпа, анчах та ҫийӗнчех ӑна сӳнтерсе, таҫта та пулса курнӑ кавалерист-буденовец картусне ӗмӗтленнӗ алӑсенчен илчӗ те темшӗн ӑна тӑхӑнмарӗ, кӳреннӗ пек урапа ҫине пӑрахса каллех, ларас килмен пек купарчине урапа ҫинчи улӑм пӗрчисене перӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Санюк доярка, ялан тирпейлӗскер, темшӗн паян ӗҫе тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Минтер темшӗн витӗр йӗпе, тутипе сӗртӗнчӗ ӑна — тӑварлӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех