Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темиҫешер сăмах пирĕн базăра пур.
темиҫешер (тĕпĕ: темиҫешер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытти вырӑнсенче темиҫешер уйӑх уяр ҫанталӑк тӑрать, унтан вара темиҫешер уйӑх кунӗн-ҫӗрӗн ҫумӑр ҫӑвать.

В других местах несколько месяцев подряд стоит засуха, а затем в течение нескольких месяцев почти ежедневно льют дожди.

Тропик тӑрӑхӗнчи ҫутҫанталӑк // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑй-халне куллен пиҫӗхтерет вӑл, кунсерен темиҫешер ҫухрӑм чупать, час-часах ишет.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм пурнӑҫӗ - спорт // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13452-p ... rn-c-sport

Унта та кунта шурлӑхсем темиҫешер километр тӑсӑлса выртаҫҫӗ.

На целые километры протянулись в разных местах болота.

Тайгара // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем, калӑпӑр кӳлӗ тӗпне тӗпчесе пӗлесси, темиҫешер уйӑх тӑсӑлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Юлашки ҫулсенче Поросенковсен нумай-нумай палланӑ ҫыннисем, тусӗсем темиҫешер хутлӑ ҫӗнӗ мӑн ҫуртсене пурӑнма куҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Хаҫатра Варвара Федоровна хӑйӗн упӑшкинчен уйрӑлма «ӗҫ пуҫарни ҫинчен» пӗлтерӳ тухсан (ун чух йӗрки ҫаплаччӗ), вӗсене пӗлекенсем пурте пӗҫҫисене шарт! ҫапса ах! тенӗ, турра ӗненекен карчӑксем темиҫешер хут сӑхсӑхса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Темиҫешер хут черкке ҫӗкленӗ хыҫҫӑн юрлама-ташлама пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Хӑш-пӗр чӗлхесемпе темиҫешер миллион ҫын калаҫать пулсан, теприсемпе калаҫаканнисен йышӗ пиншер кӑна шутланать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Унсӑр пуҫне йӗплӗ тимӗр картаран ҫирӗм метр хыҫаларах бензин тултарнӑ темиҫешер кӗленче лартса тухатӑр, вӗсен хушши 20 — 25 метр пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Ҫук, ку ятпа митинг мар, виҫ-тӑваттӑн пухӑнса калаҫни те пулмарӗ кунта, кашниех хӑй вырӑнӗнче ӗҫлерӗ, земснарядсем пӗр тикӗссӗн кӗрлерӗҫ, пульповодсем тӑрӑх хӑйӑр чашкӑрса юхрӗ, крансем темиҫешер тонна таякан хурҫӑ пӑрӑхсене ача тетти пек вылянтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Шофер вунӑ ҫул еннех автоколоннӑра ӗҫленӗ, кашни районтах темиҫешер уйӑх командировкӑра пурӑннӑ, ҫавӑнпах пуль нумай ҫынна паллать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Хусанта Шаккур килнӗ хыпар сарӑлсанах унти купцасем ыйха ҫухатаҫҫӗ, лавккисемпе склачӗсене хураллама темиҫешер ҫын тӑратаҫҫӗ, ҫапах та ним тума та пултараймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тата темиҫешер тӗкӗрҫ илетпӗр хамӑрпа пӗрле.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тарҫӑсем тухсан мӑрсасем пулӑ шӳрпи умӗн тесе тата темиҫешер черкке ӳпӗнтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫын сӑнне курмасан, тулта — пушшех вара, темиҫешер хут кӑшкӑрма тивет.

Если же не беседовал с глазу на глаз, на свежем воздухе — по нескольку раз приходилось кричать.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чӑвашсем кӗркунне татса типӗтнӗ тутӑ мӑйӑра хутаҫпа темиҫешер ҫул пӳрт ум е хампар тӳпинче ҫакҫа усранине пӗлеҫҫӗ Золотницкисем.

Золотницкие знают, что чуваши осенью по нескольку лет держали с сушеным полным орешком мешок на крыше дома или амбара.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Начар ҫын тесе темиҫешер хут вилекенсем те ҫук.

Плохие люди тоже не умирают по нескольку раз.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӑйӑхе ҫукла пӗрех, ҫӳлти тутин икӗ хӗррииче кӑна темиҫешер пӗрчӗ тӗк шӑтса ларнӑ.

По углам рта, над верхней губой, торчат по два-три волоса — усы.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хуллен кӑштӑртатса ҫӳресех вӑл шыв ӑсса килсе апат пӗҫерме те, Ухтиван суранӗсене темиҫешер хут салта-салта ҫыхма та ӗлкӗрет.

Носит воду, готовит настои, промывает, перевязывает рану, так день за днем.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫавасене те ӗнтӗ темиҫешер хут тӗрӗслесе хӑйранӑ, ҫул ҫинче ҫаплах никам та курӑнмасть те курӑнмасть.

Уже подправили косы, а на дороге все еще никто не показывался.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех