Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

текех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫамрӑк мар ҫав текех

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мустай текех тӳссе тӑраймарӗ: — Санӑн пурнӑҫ чаплӑ ӗнтӗ. Эсир упӑшкӑрпа лайӑх пурӑнатӑр, — терӗ шахвӑртса.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пирӗн ӗне фермин текех кайра ҫапкаланса пыма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шупашкар район администрацине ертсе пынӑ Николай Хорасев ҫемҫе пукана текех йышӑнмӗ.

Николай Хорасев, возглавлявший администрацию Чебоксарского района, данную должность больше занимать не будет.

Шупашкар районне Владимир Михайлов ертсе пырӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36024.html

Лешсем шикленчӗҫ пулас, текех ҫулӑхма шутламарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

— Ҫук, текех чӑтса пулмасть! — кивӗ саманана чышкипе юнаса ылханатчӗ ман Элекҫей.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

— Кӑкшӑма текех килесшӗн мар-ха эс.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫапах пурпӗр кӗрӗк арки йӑваласа ларма юрамасть: контракт тумалли вӑхӑт кӗскелсех пырать — ку ӗҫе текех ырана хӑварса пыни вырӑнсӑр.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ цифрӑсем киревсӗррипе кӗрешессине вӑйлатма хистеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/hurlahla-cif ... a-histecce

Шӑмӑршӑ районӗнче текех карантин пулмӗ.

В Шемуршинском районе отменен карантин.

Шӑмӑршӑ районӗнче карантин ҫук // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35613.html

— Вӑт-вӑт, хӑвах куратӑн, текех ҫирӗм ҫулти аскӑнсем мар эпир санпа — ҫемье тӑллипе тӑлланнӑ арҫынсем…

Куҫарса пулӑш

Дина // Леонид Тобурдановский. «Капкӑн», 2014. — 8№ — 13 с.

Олег Алексеевич ӑна тишкерессине текех каяраха куҫарма юраманни ҫинчен асӑрхаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитес ҫул планӗнчи ФАПсем кӑҫалах хута кайӗҫ // Николай Коновалов. http://www.hypar.ru/cv/news/cites-cul-pl ... huta-kayec

Ҫавӑнпа та текех санпа пурӑнаймастӑп.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

«Эпӗ кун пек текех пурӑнаймастӑп.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Юрӗ, калаҫмӑпӑр текех кун пирки, — аллине сулчӗ Денис.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пулӑшма «улттӑшкисем» те Денисӑн текех ҫук.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пӳрт тӑрри текех кӗмсӗртетмерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Хуть те тем ту эс мана, анчах эпӗ текех ун пек урҫалла пурӑнма килӗшместӗп!

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Пӗр-пӗр лаптӑка кас-кас вӑйсӑр пӗчӗк ҫил сӗртӗнсе иртет те, шӑркари кӑшт ҫеҫ шурӑхнӑ ыраш хумхани-хумханми тайӑлса илет, унтан тӳрленет те — ҫил хускатса хӑварнӑскер — хӑйӗн малтанхи тӑплӑхле йышӑнма ӑнтӑлса, канлӗхлӗ йывӑрӑшне шыраса, текех хӑйӗн сулӑмӗ май мӗн лӑпланичченех тӗрлӗ енне пуҫ ухса ларать.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви текех аллине тӗкӗнтермерӗ те, киле ҫитсен вара: — Ҫав тери ыраттарса ячӗ, — терӗ, хӗрелсе ларнӑ чавсине кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви текех шӑлне ҫыртса та чӑтса тӑраймарӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех