Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тейӗччӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вилнӗ пулсан, Харисӗ вилнех тейӗччӗ, — председателе лӑплантарма тӑрӑшрӗ Ҫинкка.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Калӗччӗ-мӗн те пулсан: «Ҫӳрӗпӗр ӗнтӗ пӗрле. Кунӗпе пӳртре пӑчӑхса ларнӑ-ҫке эпӗ!» — тейӗччӗ, анчах — чӗлхи ҫук.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Пазухин, турра ӗненес пулнӑ пулсан, ҫак ача сассине ангел сасси тейӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Атте курас пулсан эп мӗнле пурӑннине: — Пултаратӑн, ывӑлӑм! — тейӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Калӗччӗ мӑрса, Чалӑм вӑл пӑлхавҫӑсемшӗн ҫеҫ мар, вырӑссемшӗн те майлӑ, ӑна йӗри-тавра хупӑрласа илсен чул крепоҫре выҫӑ вилме пулать тейӗччӗ — юрамасть.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ывӑлӗ пӗччен ҫын пулсан калӗччӗ: тупнӑ хуйхӑрмалли, пурӑн аҫу килӗнче, мӗн тӑватӑн ҫав Крым уланӗпе тейӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӗри тӗпӗнчи вӑрттӑн суран пулас пулмасан хӑйне телейлӗрен те телейлӗ ҫын тейӗччӗ вӑл.

Если бы не давняя рана в душе, она была бы самой счастливой.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӳре-шара эшкерӗпе пӗччен ҫыхланса вӗсен серепине ҫакланиччен чипер ут ҫине сиксе ларӗччӗ те кутӑма кур тейӗччӗ.

Скорее всего не стал бы связываться с этой сворой, дабы не угодить им в лапы, а вскочил бы на коня и показал бы им зад — свой и конский!

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӑмӑлне пӗр япала пӑсас мар пулсанах Ваҫук хӑйне телейлӗ ҫын тейӗччӗ.

И был бы он теперь полностью счастлив, если бы не одно обстоятельство.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Апла «пӗтрӗмӗр» мар, «пӗтрӗм» тейӗччӗ.

Так сказал бы не «пропали», а «пропал».

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тепри капла хӑтлансан мӑшкӑллать тейӗччӗ, Мулкач Терушне — килӗшет.

Сосед по мере того, как Теруш расхваливал его пиво, все пунцовел и пунцовел, хотел даже обидеться, но ведь перед ним был Теруш Заяц!

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗлмен ҫын аякран пӑхас пулсан Пушкин умӗнче Раҫҫей патши мар, махорка шӑрши ҫапнӑ околоточнӑй тӑрать тейӗччӗ.

Словно перед ним не царь всея Руси, а пропахший махрой какой-нибудь околоточный.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗлӗкрех вӑл ҫар ӗҫне пӗлсе ҫитсен, ҫитӗ вӗрентсе этем ӑстаҫӑ пулчӗ тейӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Спаҫҫипӑ тейӗччӗ Марье аппа, паянах пӑрҫа пуҫтарма тухас пулсан.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Патша апачӗ! — тейӗччӗ куна пирӗн ялти хуралҫӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Каллех ӳсӗр килтӗнем?» — тейӗччӗ арӑмӗ унччен пулсан, халӗ чӗнме пӑрахнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Тепӗри пулсан, хӑрушӑрах ӗҫе урӑххи ҫине йӑвантарнӑ пулӗччӗ, е шӑпа ярас тейӗччӗ, ку хӑй кайма кӑмӑл турӗ».

Иной бы опасное на другого свалил или предложил жребий тянуть, а этот сам идти вызвался».

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

«Ме, тыт! Эпӗ санӑн тӑшману! Хуть вӗлер мана, хуть питрен сур!» — тейӗччӗ вӑл, чунра мӗн капланнине уҫса парӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑн та, вӑл: «Кӗтетӗп, куратӑп, кӗҫех пӗлетӗп…» — тейӗччӗ, анчах уйрӑм чертежсем архитектурӑн тӗп шухӑшне уҫса пама нимӗнпех те пулӑшайман пекех — ҫак сӑмахсен пӗлтерӗшӗ те ҫав тери уҫӑмсӑр пулӗччӗ.

Он мог бы, правда, сказать: — «Я жду, я вижу, я скоро узнаю …», — но даже эти слова равнялись не большему, чем отдельные чертежи в отношении архитектурного замысла.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

«Тата виҫӗ ҫул» тесе пурӑниччен, ҫийӗнчех пӗтес, тейӗччӗ вӑл.

Три оставшиеся года были бы для него куда хуже, чем сразу конец.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех