Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тейӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗркунне мар, хӗвеллӗ ҫуркунне тепӗр хут ҫаврӑнса ҫитрӗ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Таса тенипе таса иккен, турӑ путеккисем тейӗн, — лашанни пек самӑр пӗҫҫине шарт ҫапать Кулюкка.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑна пасаршӑнах ҫуратнӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫиҫӗмӗ ҫине-ҫинех ялкӑшса илет — такамӑн шӑрпӑкӗ ҫилпе сӳнет те, хуҫи ӑна татах чӗртме хӑтланать тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимун ҫак сӑмахсене илтмерӗ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Каларӗ, тейӗн ун чухне…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрлӗ пӗсехине карӑнтарса, хӳрине саркаласа янӑ кӑркка тейӗн, — Сантӑрккан питҫӑмартийӗсем кӑвакарса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Айккинчен пӑхсан, Миххапа иккӗшӗн хушшинче ним те пулман тейӗн!

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Стенасемпе мачча ҫинчи хӑрӑм, юри якатса сӑрланӑ тейӗн, кӑмрӑк тӗслӗн йӑлтӑртатса куҫа йӑмӑхтарать.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Ҫӗр ҫине ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗт выртнӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Бордюр ҫине ӳкмен те тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Хулӑн ҫуртасем хӑйсен мӑнаҫлӑхне кӑтартасшӑн тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Темле асамлӑ симфони пуҫланчӗ тейӗн служба вӑхӑтӗнче.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Вӑл вара: «Юрӗ, панулми пулса ҫитсен кутамккана тултарӑн та пасара кайса сутса килӗн, хӑвӑн укҫупа вара лавккара мӗнле пушмак илес тейӗн, ҫавна илӗн», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Дон Кихотпа Санчо Панса тейӗн хайхискерсене.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Каппайлансах кайрӑм: республикӑра мӗн пулса иртет, ҫав ӗҫсене эпӗ туса пыратӑп тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Йӗкӗтсем вара, ҫакна кӑна кӗтнӗ тейӗн, хӑйсене килӗшекен хӗрсене киле ӑсатма васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Татьяна Григорьевна, хӑй лайӑх ӳкерме те ҫырма пултарнӑран, шкул коридорӗнчи тӗрлӗ стенда, йӑлт тейӗн, ҫӗнетрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Анчах каччӑ ҫакна хирӗҫлерӗ: «Тытман упанне — тирне сӗвер мар, хутман мунчара милӗкпе ҫапӑнар мар», — терӗ, Виталий ӑнланӑвӗпе килӗштерекен хӗрӗн чи пысӑк ҫитменлӗхӗ пур ҫын умӗнче те тейӗн хӑйне пысӑка хурса чӗлхине ҫав тери ирӗке яни, «икӗ-виҫӗ» хутлӑ сӑмахсемпе перкелешме те вӑтанманни.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Кашнин патне, тейӗн, хӑйне май кирлӗ ҫул тупма пӗлмелле, кашни ачан интересне шута илсе ҫавна малалла аталантарма пулӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех