Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таҫта сăмах пирĕн базăра пур.
таҫта (тĕпĕ: таҫта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таҫта ҫитиех вӗҫсе ҫӗкленнӗ шӗшлӗ кайӑк тӳпене такам ывӑтса янӑ пӗчӗкҫеҫҫӗ те, анчах калама ҫук янӑравлӑ шӑнкӑрав пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чи аслӑ йӗрке — таҫта аякра, тен, хӑйсем пуҫ хунӑ ҫапӑҫу хирӗнче аташса ҫӳрекен тӑванӗсен чунӗсене чӗнсе килесси.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Таҫта Атӑл ҫинче аслати кӗрлени илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Таҫта ҫавӑнта, вӗҫленмен ҫерем варринче, витӗр ҫилсем, ҫумӑрсем, юрсем айӗнче унӑн упӑшки выртать.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шухӑшсем, лӑпланма пӗлменскерсем, таҫта аякка илсе каяҫҫӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫунатлӑ шухӑшсем ӑна таҫта, паллӑ мар инҫете вӗҫтерсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Урапа ҫинчен ҫӑмӑллӑн сиксе анса, куҫӗнчи пӗчӗк шанӑҫпа, анчах та ҫийӗнчех ӑна сӳнтерсе, таҫта та пулса курнӑ кавалерист-буденовец картусне ӗмӗтленнӗ алӑсенчен илчӗ те темшӗн ӑна тӑхӑнмарӗ, кӳреннӗ пек урапа ҫине пӑрахса каллех, ларас килмен пек купарчине урапа ҫинчи улӑм пӗрчисене перӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Купӑсҫӑн хаваслӑ кӗвви хӑй тыткӑнне ҫавӑрса илет те таҫта та илсе ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Таҫта ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ каччӑсене хуса ячӗҫ те вӑйӑ картине унчченхи лӑпкӑлӑх таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрача хӗрелсе кайса, вӑтанса куҫӗсене тартатчӗ, ҫӗр тӗпне анса кайма хатӗрччӗ вӑл ҫав вӑхӑтра, астармӑшран тата ҫылӑхран таҫта ҫити тарса пытанма хатӗрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Акӑ ҫырма авкаланса выртать, унӑн кукӑрӗсем таҫта ҫитиех тӑсӑлаҫҫӗ, аякри тӗтрелӗхре ҫухалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Хӑрах ураллӑ ҫеҫ пулсан та пӑрчӑкан пек сиккелесе илетӗн, таҫта васкатӑн.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Ҫапӑҫу шутсӑр хӗрсе пынӑ вӑхӑтра сехре хӑпнӑ хӗрӗсем таҫта хӑямата тарса пытанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Шӑпа таҫта илсе ҫитерсен те йӑхташсене шырӑр, ӗҫри, пурнӑҫри кӑлтӑксене пӗр-пӗрне пулӑшса сирсе пырӑр; наци пӗрлӗхӗсене йӗркелесе чӑмӑртанӑр; вырӑнти влаҫпа килӗштерсе ӗҫлӗр, ертӳҫӗ, депутат е командир пулма сӗнсен, иккӗленсе ан тӑрӑр.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Ҫавӑн йышши япаласене курсан Нинук чунӗ таҫта кайса кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Унӑн хура-хӑмӑр ҫавра куҫӗсем таҫта тинкернӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Таҫта темле вилӗ шыв ӗҫнӗ пулинех вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ялтан унӑн та тепӗр чух таҫта ҫити тухса каяс килет.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Таҫта ҫапӑҫу пырать пек.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Укҫа пулсан таҫта та ӳсет, — пур кӑмӑлтан ӑхӑлтатать Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех