Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ташӑ сăмах пирĕн базăра пур.
ташӑ (тĕпĕ: ташӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1973–1975 ҫулсенче вӑл Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн балетмейстерӗнче тӑрӑшнӑ.

С 1973 по 1975 год работал в качестве балетмейстера Чувашского государственного ансамбля песни и танца.

Балетмейстер юбилейне халалланӑ каҫ иртӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33515.html

«А.С. Вагаповӑн 85 ҫулхине халалланӑ каҫ. Ташӑ тӗнчинче» ят панӑ ӑна.

Он назван «Вечер, посвященный 85-летию А.С. Вагапова. В мире танца».

Балетмейстер юбилейне халалланӑ каҫ иртӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33515.html

— Хамӑрӑн юрӑ-сӑвӑ, хамӑрӑн ташӑ — хамӑра кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тепӗр самантран вӑл хуткупӑсне тӑсрӗ, чӑваш ташӑ кӗвви илемлӗн илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ташӑ пуҫланать.

И началась пляска.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫапах та вӑл ывӑннине палӑртасшӑн мар — ҫӑварӗпе темле ташӑ кӗвви калать, сылтӑм урипе ҫак кӗвӗ тӑрӑх ташлам пекки тӑвать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ташӑ хыҫҫӑн пӳртре ҫавра юрӑ пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Манман, — пуҫне сулчӗ Карачӑм, вара мыскараллӑ ташӑ кӗвви пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тутаркассинчен ват ҫынсем йышлӑн каҫса ҫитсен, ташӑ пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ташӑ хӑвӑртлӑхӗ ӳснӗҫемӗн ура айӗнчи хӑйӑр айккинелле вӑркӑшрӗ, ҫиеле шап-шур та типӗ хӑйӑр тухса пычӗ, пӑртак тӑрсан ташлакансен ушкӑнӗ ҫийӗн тӗтре евӗр тусан йӑсӑрланса хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫав вӑхӑтра Атӑл хӗрринчен Ваҫукпа пӗрле Тутаркас ачисем виҫҫӗн-тӑваттӑн пырса тӑчӗҫ, вара ташӑ хӗрмеллипех хӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ташӑ вӑл чуна ҫемҫетекен япала!

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Иртнӗ эрнере хореографи ӑсталӑхӗн «Ташӑ эрешӗсем» республикӑри пӗрремӗш фестиваль-конкурсӗ иртнӗ.

На прошлой неделе состоялся первый республиканский фестиваль хореографического творчества «Ташӑ эрешӗсем».

«Ташӑ эрешӗсем» хореографи конкурсӗнче гран-прие тивӗҫнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33280.html

Акцие Комсомольски 1-мӗш тата 2-мӗш вӑтам шкулӗсенчи кадетсем, «Островок» ташӑ ушкӑнӗ, «Каҫал», «Кубняночка», «Мишар» халӑх ансамблӗсем, Марина Волкова, Сергей Просвирнов, Светлана Печникова тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмастпӑр // А.АНТОНОВА. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%85%d0%b ... bfa%d1%80/

Татьяна Евтихиевна вӗренекенӗсем Куславкка районӗнчи Тӗрлемесре ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗсен, паллӑ балетмейстерсен Л.Нянинапа В.Милютин ячӗсемпе иртнӗ «Ташӑ эрешӗсем» фестиваль-конкурсра та пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ташӑра та маттур, юрӑра та сатур // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/25/%d1%82%d0%b ... %83%d1%80/

Куракансене ҫавӑн пекех Шуркассинчи «Аслут» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи Владимир Ксенофонтов), Кӳкеҫри «Феерия» вокал ансамблӗ (ертӳҫи Олеся Саксонская), Мӑкӑр ялӗнчи «Туслӑх» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи Вероника Иванова), Красноармейски районӗн муниципалитет округӗн Иссаковӑри кану центрӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ансамблӗн юрӑҫисем Валентина Петровӑпа Геннадий Яковлев (ашшӗ енчи тӑванӗсем), Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑш Шӗнерти «Шӗнер ен» юрӑпа ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи Олег Семенов), Канаш районӗнчи культура керменӗн ертӳҫи Ольга Микушина, Энтриялӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Пинер» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи Александр Никоноров) ҫыравҫӑ ӗҫӗсемпе хатӗрленӗ юрӑсемпе композицийӗсем уйрӑмах кӑмӑла кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Любовь Никифоровӑпа Наталия Федоровна ертсе пыракан уяв композицийӗнче Энтрияль культура ҫуртӗнчи ачасен «Незабудки» ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи Наталия Александрова), Валентин Кузнецовпа Юрий Романов композиторсем, Энтриялӗнчи чӑваш халӑх инструменчӗсен ансамблӗ (ертӳҫи Александр Никоноров), Раиса Башкирова юрӑҫ, Кӑшнаруй ялӗнчи «Хӗлхем» вокал ушкӑн, Шуркассинчи вӑтам шкулта вӗренекенсем, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ управленийӗн ертӳҫи Лариса Сергеева хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Кӗтӳ кӗртсе каҫ пулсан халӑх ташӑ каҫӗнче савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял халӑхӗ савӑннипе хӗвел те хытӑрах хӗртрӗ // Е.АЛЕКСАНДРОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9717-yal-kha ... akh-kh-rtr

Професси уявне Шӑхасан вӑтам шкулӗн хореографи ташӑ ушкӑнӗ «Акварель» уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Професси уявӗсене паллӑ тунӑ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%bf%d1% ... 83%d0%bda/

Пирӗн паянхи чи пысӑк ҫитӗнӳ вӑл — ветерансен фестивалӗнче ташӑ ташласа пӗрремӗш вырӑн илни.

Нашим самым большим достижением на сегодняшний день является получение первого места за танец на ветеранском фестивале.

Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех