Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тахҫанах сăмах пирĕн базăра пур.
тахҫанах (тĕпĕ: тахҫанах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кур-ха, пӑх чӳречерен, Ҫумкка тахҫанах ҫум ҫумлать.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Ҫумкка тахҫанах ҫум ҫумлать.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Кӳршӗсем, ав, тахҫанах, ҫӗнӗ ҫурта вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пенсие тухсан… // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 5–7 с.

— А, Танечка! — терӗ асли мана тахҫанах пӗлнӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӗвел тахҫанах аннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Эпӗ тахҫанах куратӑп, эс ҫеҫ хапханалла пӑхса ларатӑн, — терӗ Ҫатюк.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Ку районта ҫамрӑксем ҫӑпантан тахҫанах сан меслетпе — мечӗкпе ҫаптарса — сиплеҫҫӗ вӗт! — вӑлах шӳтпе шӑварса вӗҫлерӗ сӑмахне тата.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

— Урамсенче, порт, сыхлӑх камери тавра ҫак йытӑсем килсӗр ҫапкаланса ҫӳренине тахҫанах асӑрханӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тахҫанах улӑшунсем пирки шутланӑ вӗт эсир, халӗ ҫакна пурнӑҫлама шӑпах лайӑх вӑхӑт.

Все перемены, которые вы давно хотели произвести, сейчас легко осуществляться.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тен, тахҫанах палӑртнӑ ӗмӗт пурнӑҫа кӗрет.

Возможно, осуществление мечты, которую вы давно задумали.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сывлӑха тӗрӗслӗр, тахҫанах кайма палӑртнӑ тухтӑр патне ҫитӗр.

Можно записаться на плановое обследование или посетить врача, которого давно запланировали.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сеялкӑсемпе культиваторсене, катоксемпе прицепсене, ытти хатӗрсене тахҫанах йӗркене кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Вӑрнарта пурӑнакан хӗрарӑм поселок ҫыннисене тахҫанах хумхантаракан ыйтӑва ҫӗклерӗ: «Мӗншӗн пирӗн шыв ытла та хаклӑ? Ҫуллахи канашлура тӳлеве икӗ хут чакарма шантарнӑччӗ пулин те? Хак пӗчӗкленме мар, кӑштах ӳснӗ те», - терӗ вӑл пӑшӑрханса.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Тахҫанах кӗтнӗччӗ-ха эпир ӑна…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсем пӗр-пӗринпе юлташла, тахҫанах пӗр-пӗрне курасшӑн тӗмсӗлсе. тусӑнса пурӑннӑ пек, чунӗсене уҫса, шалтан ытлашши вӑтанмасӑр, хӗсӗрленмесӗр сӑмах ваклакалаҫҫӗ, пӑшӑлтаткалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫӗр пичӗ кунта тикӗс мар, тумхахлӑ, тункаталлӑ, тахҫанах вӑрман тӗпленӗ, кӑк кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫереме трактор икӗ касӑллӑ плугпа сухаланӑ курӑнать, плуг йӗрӗсен хушши — икӗ метр та ҫурӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Палланӑ япала витӗмӗ (мифсемпе тахҫанах тата тарӑнрах паллашнипе).

Куҫарса пулӑш

Улшӑнми шухӑш ҫинчен. Ӑс е кутӑнлӑх? (Conceptual conservatism) // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1290

Хамӑр совхозри Комета ҫилхи пек сухалу ҫине хӗрарӑмсем мӗнлерех пӑхнине тахҫанах сиснӗ эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Тен, ҫак инкекӗн пуҫламӑшӗ тахҫанах, ҫулталӑк, ик-виҫӗ, вунӑ ҫул каяллах тӗвӗленнӗ?

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Ҫук, тахҫанах иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех