Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татӑлнӑ (тĕпĕ: татӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ан шиклен, мамашӑпа килӗшсе татӑлнӑ эпӗ вӑл шӑлавара сутасси пирки…

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вӑйлӑ ҫил-тӑвӑла пула кӗперӗн тӗп сыппи ун тӑрӑх иртсе пыракан пуйӑспа пӗрле ишӗлсе аннӑ, ҫакна пула 75 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

В результате сильного шторма центральная секция моста вместе с проходящим поездом обрушилась, что привело к гибели 75 человек.

Фёрт-оф-Форт чукун ҫул кӗперӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A4%D1%91%D ... 1%80%D3%97

Матан утрав Испани патшине пӑхӑнма килӗшмен, анчах та хӑйсен кӑмӑлне палӑртас тӗллевпе хырҫӑ сӗннӗ пулнӑ, хирӗҫӗве дипломатиллӗ майпа татса памалла текен сӗнӳсене хӑлхана чикмен хыҫҫӑн Магеллан утрав ҫинче пурӑнакансене хирӗҫ ҫапӑҫма кайнӑ, отряда хӑй ертсе пынӑ, ҫапла май 1521 ҫулхи акан 27-мӗшӗнче унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ та.

Остров Матан отказался подчинятся испанской короне, но предлагал щедрую дань, вопреки советам о дипломатическом разрешении конфликта атаку на островитян возглавил лично Магеллан, где он и погиб 27 апреля 1521 года.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

«Фиорентинӑпа» «Кальяри» клубсем вылякансене номер панӑ чухне футболист вылянӑ 13-мӗш номере ыттисене памасӑр тытса тӑма калаҫса татӑлнӑ.

Клубы «Фиорентина» и «Кальяри» приняли решение изъять номер 13, под которым играл футболист, из обращения среди игроков команд.

Давиде Астори // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8

2010 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗнче «Кальяри» «Миланпа» Астори малашне те «россоблюшӑн» выляма пултарасси пирки калаҫса татӑлнӑ.

25 июня 2010 года «Кальяри» договорился с «Миланом» о продлении выступлений Астори за «россоблю».

Давиде Астори // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8

Давиде Астори карьери 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 31 ҫул ҫеҫ тултарнӑ чухне, ҫывӑрнӑ вӑхӑтра татӑлнӑ.

Карьера Давиде Астори трагически оборвалась 4 марта 2018 года во сне, когда ему был всего 31 год.

Давиде Астори // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8

Шел те, унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнар тӑрӑхӗнче «Газель» водителӗ аварире вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37447.html

Вара кӗвӗ сасартӑк татӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

— Эпир Якку пиччӳпеле калаҫса татӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Полковник ҫырӑвӗ ҫакӑнта татӑлнӑ, — ҫырса пӗтереймен вӑл ӑна.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Каҫхине ҫывӑрма выртнӑ чух эпӗ вӑл мӗншӗн хитре туяпа ҫӳренине пӗлтӗм: унӑн сылтӑм ури чӗркуҫҫирен аяларах татӑлнӑ иккен…

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Анчах пӗрле ирттернӗ кун тата пуласлӑх ҫинчен ҫав асамлӑ лару-тӑрура тӗплӗн шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн хайхи мӑшӑр малашне те пӗрлех пурӑнма калаҫса татӑлнӑ.

Но проведенный совместно день и поиск точки равновесия на специальных качелях помогли переосмыслить ситуацию и принять решение продолжить дальнейшую совместную жизнь.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ун ҫинчен вӗсем радио тусӗсен обществин членӗсен пӗрремӗш съездӗнче калаҫса татӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Пурнӑҫӗ 89-ра кайсан 2013 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗнче Мускавра татӑлнӑ.

Скончался 11 марта 2013 года в Москве на 89-м году жизни.

Васильев, Борис Львович // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/w/index.php?tit ... ction=edit

Ҫынсене чылай ҫул калаҫтарнӑ ыйту кӑҫал татӑлнӑ теме юрать.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн вожатӑйпа пионер сыв пуллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Эпир тахҫанах ун ҫинчен калаҫса татӑлнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ас ту, калаҫса татӑлнӑ ҫӗрте пул вара!

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫитес кунсенче, ҫакӑнта калаҫса татӑлнӑ пек, эпир сирӗнпе хамӑр районти колхозниксем патне уҫӑ ҫыру ҫырӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗҫӗпе каснӑ пек татӑлнӑ вӗт-ха вӗренӗ!

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех