Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татки (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таса тӳпере, ҫурҫӗр енче, хӗрлӗ хӑва кӑчки тӗслӗ пӗлӗт татки, ката хыҫӗнчен ӳкнӗ хӗвел шевли йӗкӗлтевлӗн «кӑтӑклакаланине» пула, тем ытла та йӑлттӑм-ялттӑм, вӑрӑлла вӑрттӑн-кӗрттӗн куҫ ывӑткаланӑн курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тунката ҫумне сарлака хӑма татки ҫапнӑ, хӑми ҫине «Мари Эл Республики» тесе ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак вӑхӑтра таҫтан пӗр пӗлӗт татки шуҫса тухрӗ те шӑпӑр-шӑпӑр ҫумӑр ҫӑва пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Манӑн чӗре чул татки мар вӗт, куҫ умӗнчех савнӑ ҫынпа урӑххи ташлать, урӑххи ӑна ыталать пулсан, такам та чӑтса тӑраяс ҫук.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Нӳрлӗ ҫӗтӗк татки илсе чӳречесене, тӗкӗре, стена ҫине пысӑклатса ҫакнӑ сӑнсене тусанран тасатрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӗлӗтре пӗр пӗлӗт татки те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Пӗр шурӑ пир татки тупсан та, ӑна та тӗрлетчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тӳпере пӗр пӗлӗт татки те курӑнмасть, хӗвел ирӗлтерсе ярас пек ҫунтарать.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ман куҫ ӳкмен, кушак куҫӗ ӳкнӗ! — тесе виҫӗ хутчен сурчӗ те: — Ҫӗҫӗпе хача тата кӑмрӑк татки илсе кил-ха! — хушрӗ хӗрача ашшӗне.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑмсупа сывла, сӑмсупа! — ун ҫӑварне пурҫӑн пусма татки пӗтӗрсе чикрӗ хан.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Северьянпа Ахтупай хӑйсене пӗр тимӗр татки те паманни, Хусана илнӗ хыҫҫӑн вырӑссем ытти вак халӑхсене тимӗр япаласем тума чарни ҫинчен каласа кӑтартсан Таланов тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах вӗсене унта пӗр тимӗр татки те кӑтартмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗкӗр татки кӗсьере чиксе ҫӳремест каччӑ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паян кунчченех чура шӑпине сӗтӗрмеллеччӗ, ыйткалакан пек ҫӑкӑр татки тархасласа ыйтмаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кайран илсе пӑхрӗ ӑна Ахтупай — ҫӗлӗкрен ал лаппи пысӑкӑш тир татки ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аш-пӑш апачӗ пӗҫернӗ чух чи ҫуллӑ татки — ҫак кушак тӳпи, сак айӗнчи чашӑкра сӗт нихҫан татӑк тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Чӗлӗ ҫӑкӑр касса тухрӑм, пусма тӑратрӑм та пӳрт карнисӗ ҫумне хӑма татки ҫапса, ҫӑкӑрне тӗпретсех хурса патӑм.

Куҫарса пулӑш

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

— Ак мӗн тума, — терӗ Лёша, ман ума хӗҫ тимӗр татки тытса, — вуласа пӑх!

Куҫарса пулӑш

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

Вакунсем ҫинчен ансан, Санюк ман пата пычӗ те пӗчӗк кӑна хут татки тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

«Повар» тесе ҫырнӑ хут татки шӑпах мана тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех