Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарӑхтарса (тĕпĕ: тарӑхтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫ умӗнче суйни Антисуяскопӑн кашни клеткине тарӑхтарса ура ҫине тӑрататчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тарӑхтарса ҫитерчӗҫ Укане.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрарӑмсем, ваттисем тарӑхтарса ҫитерчӗҫ: «Ертсе килӗр-ха Ваҫука пирӗн ула-ха!» — теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Уполномоченнӑй ялти хисеплӗ ҫынна кӳрентерни председателе тарӑхтарса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл, хӗрачапа иксӗмӗре хӗнесе, йӑлтах тарӑхтарса ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье качча килнӗ чухнехи пек пӑхманни, ҫывӑх пурӑнакан хӗрарӑм ӑшшӑн савманни тарӑхтарса ҫитернӗччӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӑвансем тарӑхтарса ҫитерчӗҫ ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗр каҫхине, хӑтасем тарӑхтарса ҫитерсен, вӑл пӗве патӗнчи йӑмрасем айне кайса ларнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

— Ҫук, итле эсӗ, халех каласа пӗтеретӗп, эсӗ мана хӑвӑн иллюзисемпе тарӑхтарса ятӑн.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫакӑ Мустая татах тарӑхтарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Денисӑн ухмахла шӳчӗсем вӗсене те тарӑхтарса ҫитерчӗҫ пулас.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Ашшӗпе амӑшне тарӑхтарса пурӑнать ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ку ҫыру Макар Кузьмича тата ытларах тарӑхтарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Сирӗн, вӗреннӗ ҫынсен, хӗрпе темиҫе ҫул калаҫса, туслӑ пулмалла та, пӗр-пӗрне йӑпатса, тарӑхтарса, ҫӗтӗлтерсе пӑхмалла та — тин авланмалла.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫук вӗт, Григориу ыйтусене хӑюллӑн татса пани, унӑн харпӑр хӑй тӗллӗн ӗҫлес туртӑмӗ тарӑхтарса янӑ сире.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Елюк виҫ литр кӗрекен банка йӑтса кӗни тарӑхтарса ячӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Нимрен ытларах ҫав йӗркесем тарӑхтарса янӑ вӑрман хуралҫине, тарӑхтарнипе пӗрлех хурлантарнӑ та.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Микихвере тиркени тарӑхтарса ячӗ — тӳсеймерӗм.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Салтаксен отрячӗ ним хирӗҫ тӑраймасӑр утсен айӗнче пӗтни Иннокентие вилес пек тарӑхтарса ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эс мана, Савантер, тарӑхтарса ан тӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех