Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарҫисем (тĕпĕ: тарҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытла тӑрлавсӑр-ҫке вӑл, Тукай пекех ҫынна ҫапма юратать, тарҫисем пӗр-пӗрин ҫинчен элекленине ӗненет.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кунта килсе тухнӑранпа мӑрса тарҫисем ӑна ялан кӗсле калаттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ытти тарҫисем лашисене кантарма кӳршӗ ялта ҫӗр каҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӗп-чӗр юн пулнӑ Урасмет ура ҫине тӑраймарӗ ӗнтӗ, вӑл: «Вилетӗп, вилетӗп!» — тесе йынӑшса ҫеҫ выртрӗ, Нухрата мунчаран Юнуспа мӑрса тарҫисем ҫавӑтса килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр кун кунӗпе хӑваларӗҫ Тукайпа ун тарҫисем хӑйсен учӗсене Кармӑшкассине ҫитиччен.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав кунах ун тарҫисем йӑлӑма, кӳршӗ ялсене кайса килчӗҫ — Нухрат пирки нимле сас-хура та пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унта «халӑх тарҫисем» хулан ҫӗнӗ мэрне суйлӗҫ.

На ней «слуги народа» изберут нового мэра города.

Ыран Шупашкар хулин мэрне суйлӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32736.html

— Халӗ ӗнтӗ паллӑ, Гирейсем Турци султанӗн тарҫисем, уншӑн пӗтӗм вӑйран тӑрӑшакансем пулса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ирҫинчен Михелӗн тарҫисем сад пахчине шӑварма тухсан ҫӑлтан вилнӗ ҫыннӑн ура тӗпӗ курӑнса выртнине курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Каярахпа вӗсене вырӑс патши тарҫисем хӗсӗрленӗ, пулӑхлӑ уй-хирсенчен хирсе кӑларнӑ, улӑх-ҫаранлӑ вырӑнсенчен хӑваланӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ятламас шутланӑ пекех, ҫул ҫинче сыхлани нимӗн те памарӗ, алманчӑ хӑй те, ун тарҫисем те яла таврӑнмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каҫкӳлӗм Ахтупай Ятламаса ирӗксӗртен тенӗ пек Криуш ҫулӗ ҫинчи вӑрмана илсе кайрӗ — вӗсем Урасметпа ун тарҫисем таврӑннине сыхларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл тарҫисем урлӑ утӑ турттарма кам тухнипе кам тухманнине тӗрӗслерӗ те Чапкунпа каллех ӗнерхи тавлашуллӑ калаҫӑва пуҫласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алманчӑ тарҫисем вӗсене хӗрхенме мар, часрах вӗсен куҫӗнчен (нимрен ытла Урасметпа Чураппа куҫӗнчен) ҫухалма тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗнисем хыҫҫӑн картишне куҫҫульпе макӑракан хӗрарӑмсем те кӗресшӗнччӗ, алманчӑ тарҫисем вӗсене хапха ик айккинелле ҫеҫ сирсе ывӑтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ытла мӗскӗн, ытла хевтесӗр-ҫке ун тарҫисем, тупата!

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тарҫисем хуҫисӗр парса ярӗҫ-и лашине?

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унпа ӗнер мӑрса тарҫисем вӑрмантан ҫапӑ турттарнине курнӑ.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алманчӑ тарҫисем кӗрсен пӳртре асар-писер кӗрешӳ пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӳречерен пӑхсах палларӗ ку юлан утсене Тукай — Булат Ширин тарҫисем.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех