Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарҫине (тĕпĕ: тарҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Курман-и Илле Ҫимонччӑн ҫӗнӗ тарҫине?

Ты случаем его не видал, работника-то Илле Симонча?

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Туррӑн ҫӗрти тарҫине — пупа улталасан ҫын тамӑка лекӗ, унта вара йӗрӳ те, макӑру та, шӑл шӑтӑртаттару та пулӗ тет.

Мол, за обман наместника божьего на земле угодишь ты в ад и там претерпишь все муки.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хаким тарҫине инке арӑм илни килӗшмест те вӑл.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Думнӑй дворянин Иван Семенович Черемисинов каҫ пуласпа кремльтен таврӑнчӗ те хӑйӗн стремянной вырӑнне шутланакан тарҫине ҫула тухма хатӗрленмешкӗн хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай ял ҫыннисене сывлӑх сунчӗ, чӑм шыва ӳкнӗ лашине хӑйӗн тарҫине тыттарса ваттисем патне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай ҫакна ҫеҫ лайӑх астӑвать: тимӗрҫӗ лаҫҫине кӗчӗ те мӑрса хӑйӗн тарҫине тӗлӗнтерсе нихҫанхи пек мар ӑш пиллӗн сӑмахларӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пӗр тарҫине патӑр манпа пӗрле ӗҫлеме.

Куҫарса пулӑш

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кӗрт лашасене, — ал сулчӗ мӑрса хӑйӗн тарҫипе, ун хыҫҫӑн тин Тукай тарҫине ыйту пачӗ:

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗттӗм пулас умӗн Сарыев хӑйӗн тарҫине лашасене Юмансаралла пӑрма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Элентей ҫак хыпара пӗлтерсен Урасмет яланхи йӑлипе тарҫине вӑрҫма пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ҫеҫ мар-ха, юмӑҫ карчӑк алманчӑ тарҫине пӳртне те кӗртмерӗ, тем мӑкӑртатса алӑкне шалтӑрт ҫеҫ питӗрсе лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чураппа лаҫри пысӑк хурансем айне вут чӗртсе яма, пӗр тарҫине така тытса пусма, хӗрарӑм тарҫӑсене малти пӳрте тӗрлӗ ӗҫме-ҫиме йӑтма хушрӗ, хӑй ҫӳпҫине уҫса ака туй хыҫҫӑн ҫеҫ хывнӑ кӗмӗл мӑй ҫыххине, пурҫӑн кӗпипе сарӑ ичегине ҫӗнӗрен кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Булат Ширин ҫывӑхра пӗрене таврашӗ ҫуккӑ-и тесе каялла ҫаврӑнса пӑхать, ним те ҫуккине кура Тукай тарҫине хӑй патне чӗнет.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай вӗсене сывлӑх сунчӗ, унтан лаша ҫинчен анса чӗлпӗрне хӑйӗнпе пӗрле пынӑ тарҫине тыттарчӗ те пусма тӑрӑх чупса хӑпарса кӗҫӗн алӑка виҫӗ хутчен шаккарӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Элентей! — кӑшкӑрчӗ вӑл хӑйӗн тарҫине.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халӗ те чупать-и-ха пирӗн Айван? — тӗлӗнсе ал пачӗ Эльгеев ашшӗ патӗнче ӗҫленӗ тарҫине.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗн пур тарҫине улӑштарма тӗв туса Моргиана тӑпах чарӑнчӗ, ҫынсене пурне те шӑтарасла тӗсерӗ, пуҫне сулчӗ те алӑка уҫрӗ, вунӑ сехет тӗлнелле чей пама ыйтрӗ.

Решив переменить всю прислугу, Моргиана остановилась, пристально осмотрела всех этих, кивнула и прошла в подъезд, позвав Нетти, горничную, Моргиана поужинала, а к десяти часам велела подать чай.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Улттӑра вӑранмаллипех вӑрансан Джесси хӑй чирленине ӑнланчӗ те тирпейлӳҫе Ева Страттона телефон патне чӗнме хушрӗ; вырӑн ҫине панӑ кӗпҫене ҫӗклерӗ, Ева тарҫине хуҫи вӑрансанах ун патне килмеллине пӗлтерме ыйтрӗ.

Проснувшись окончательно в шесть, Джесси поняла, что заболела, и приказала горничной вызвать к телефону Еву Страттон; взяв поданную ей в постель трубку, Джесси попросила прислугу Евы передать той, что просит ее приехать, как только встанет.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫапла каласа тата манӑн калас сӑмахӑмсене, вӗсене ҫеҫ мар, манӑн чӗмсӗрлӗхе те пӳлсе, — вӗсем чун-чӗререн тухас пулсан та уҫӑлнӑ ют чӗрене кӗтмен ҫӗртен тӗсенӗ самант тӗшшине уҫса параймастчӗҫ-тӗр, — Филатр шӑнкӑравларӗ те тарҫине экипаж пама ыйтрӗ.

Сказав так и предупреждая мои слова, даже мое молчание, которые, при всей их искренности, должны были только затруднить этот внезапный момент взгляда на открывшееся чужое сердце, Филатр позвонил и сказал слуге, чтобы подали экипаж.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

«Ҫапла ир-ирех мӗн пулма пултарать?» — Ливингстон кӑштах аптӑрарӗ те тарҫине Сузие чӗнчӗ.

«Что бы это могло быть в такой ранний час?» — подумал Ливингстон и позвал своего слугу Сузи.

XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех