Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тархасла сăмах пирĕн базăра пур.
тархасла (тĕпĕ: тархасла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
19. Анчах ҫав вӑхӑтрах Ҫӳлти Турра кӗлту: Ӑна хӑвӑн ҫулна чӑнлӑх патне ҫитерме тархасла.

19. Но при всем этом молись Всевышнему, чтобы Он управил путь твой в истине.

Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Кунҫулу тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫана юратса пурӑн, хӑвна ҫӑлӑнӑҫ патӑр тесе Ӑна тархасла.

18. Во всю жизнь люби Господа и взывай к Нему о спасении твоем.

Сир 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ывӑлӑм, эсӗ ҫапла ту: хӑтар хӑвна — эсӗ ҫывӑх ҫыннун аллине ҫакланнӑ: кай, ури умне ӳксе тархасла ӑна; 4. куҫна хупма памасӑр, куҫ хупанкине тӗлӗрме памасӑр тӑрӑш; 5. ту качаки алӑран вӗҫерӗнсе тарнӑ пек, вӗҫен кайӑк кайӑкҫӑ аллинчен ҫӑлӑннӑ пек хӑтӑл.

3. Сделай же, сын мой, вот что, и избавь себя, так как ты попался в руки ближнего твоего: пойди, пади к ногам и умоляй ближнего твоего; 4. не давай сна глазам твоим и дремания веждам твоим; 5. спасайся, как серна из руки и как птица из руки птицелова.

Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Яланах Ҫӳлхуҫа Турра мухта, Ӑна «мана чӑн ҫулпа ҫӳреме вӗрентсем, ӗҫӗмсене, шухӑшланӑ шухӑшӑмсене ӑнӑҫлӑ тусам» тесе тархасла, мӗншӗн тесессӗн тытӑннӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑ вӗҫлесси нихӑш халӑх ирӗкӗнче те мар; мӗнпур ыррине Турӑ Хӑй ярса тӑрать, кама кӗҫӗне хӑварас тет, ҫавна Хӑйӗн ирӗкӗпе кӗҫӗне хӑварать.

19. Благословляй Господа Бога во всякое время и проси у Него, чтобы пути твои были правы и все дела и намерения твои благоуспешны, ибо ни один народ не властен в успехе начинаний, но Сам Господь ниспосылает все благое и, кого хочет, уничижает по Своей воле.

Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех