Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарана (тĕпĕ: таран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсир пӗрре те ан пӑшӑрханӑр ҫак тарана ҫити хӑвӑра мӗнле тытнӑ, ҫаплах пулма тӑрӑшӑр, — каялла коридора кӗрсе ӑс пачӗ хӗре Миша.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑл ку тарана ҫитиччен мӗнле упранса юлма пултарнӑ-ши.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ку тарана ҫитсе никам та тытман.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса ку тарана ҫитсе кун пек пӑтӑрмаха нихҫан та лексе курманччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑй шухӑшланӑ тӑрӑх, ку тарана ҫитсе те унӑн чӑн-чӑн пурнӑҫӗ пуҫланман, чӑн-чӑн тӗрӗс ҫулӗ тупӑнман.

Куҫарса пулӑш

III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Арӑмӗ ҫак тарана ҫитсе та унпа пӗрле апат ҫиме хӑнӑхса ҫитеймест.

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ҫак тарана ҫитсе те «дина» мӗнне пӗлместӗн пулать те — мӗнле арҫын эсӗ ҫакӑн хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

Дина // Леонид Тобурдановский. «Капкӑн», 2014. — 8№ — 13 с.

Ку тарана ҫитсе арӑма улталаса курман та…

Куҫарса пулӑш

Дина // Леонид Тобурдановский. «Капкӑн», 2014. — 8№ — 13 с.

Кирила ҫакӑнас тарана ҫитерекенсем вара паян кунччен ҫут тӗнчере пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ку тарана ҫитсе пӗрремӗш хут тытса чараймарӗ ҫакна хӗрупраҫ.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӗвел те ҫаврӑнса килет, хуркайӑксем те таврӑнса килеҫҫӗ, салтаксем те киле таврӑнчӗҫ — пӗр ӑна ҫеҫ, ку тарана ҫитсе те, каялла ҫул пулмарӗ-ха…

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл чӑнах та ҫак тарана ҫитичченех авланман иккен, манпа пӗрлешес шанчӑка нихҫан та ҫухатман».

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Стройкӑра курни-илтни ҫинчен ҫак тарана ҫитсе пӗр сӑмах та ҫырман-ха эпӗ…

Куҫарса пулӑш

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ҫак тарана ҫитсе, сӑра черетӗнче тӑрса курман, пӗр кӗленчене виҫҫӗн пайлама юлташ шыраса ҫӳрекенсен йышне явӑҫман, — мӑнаҫлӑн хускалса илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чим-ха, чим, хайхискер упӑшкипе урлӑ-пирлӗ калаҫнӑ чух ӑнсӑртран: «Микихвӗр мана халь те юратать, ҫавӑн пиркиех ӗнтӗ арӑмӗ пӑрахса кайнӑ хыҫҫӑн тепӗр хут авланмарӗ — ҫак тарана ҫитсе те пӗр-пӗччен пурӑнать, урӑххине шырамасть, вӑл манпа пӗрлешме нихҫан та хирӗҫ пулас ҫук, эп ҫавна витӗрех туятӑп», — тесе павраман-ши?

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кӑкӑрта манӑн, пӗҫерсе, тарӑхупа кӳренӳ вучӗ сарӑлчӗ, эсӗ ҫак самантра ют арҫынпа утнишӗн мар, хамӑн пурнӑҫ ҫак тарана аталанса ҫитме пултарнӑшӑн, хамӑн пурнӑҫа хамах ҫак тарана ҫити анса ларма май панӑшӑн…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Вӗсене ӗненмелле пек: Сардимирова ку тарана ҫитичченех хӳтӗлесе пурӑнтӑр темелле.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хуть ӗнен — хуть ан ӗнен те, ҫак тарана ҫитсе эпӗ никама та пӳрнепе тӗкӗнмен.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Мӗн лайӑххипе мӗн япӑххине эс тӑруках уйӑрса илме пӗлместӗн ҫав, ахальтен мар ҫак тарана ҫитичченех таҫта Ҫӗпӗрте ҫӗрсе пурӑнатӑн, — тиркешрӗ Ира.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Ытарайми ырӑ ҫын — Тимофей-хусах, вӑл ҫак тарана ҫитичченех Укаслушӑн чи шанчӑклӑ нукер та, вӗрентекенӗ те, сыхлавҫӑ та пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех