Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапӑртатса (тĕпĕ: тапӑртат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хур аҫи сап-сарӑ аттипе пӗр вырӑнта тапӑртатса, вӑрӑммӑн: «Ка-ка-ка-а-а!» тет, унтан, мӑйне тӑсса: «С-с!» тесе хушса хурать, вара лӑпланать.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Этемлӗх вырӑнтах тапӑртатса тӑрать-шим?

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левен, ют ялти ют хапха умӗнче тапӑртатса тӑраканскер, сасартӑк ҫӳҫенсе каять, вара кӗрӗк ҫухине тӑратать те аллине вӗрсе ӑшӑтанҫи тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хапха умӗнче — тапӑртатса тӑрса такӑрлатнӑ вырӑнта — шӑнма ӗлкӗреймен лаша тислӗкӗ пур.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Кӑшкӑрнӑ май юпа тӑрринче тапӑртатса ташласа илетӗп.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Пӑлтӑртан ҫынсем тапӑртатса кӗнине илтсенех хура унтер пуҫне ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Кунта тапӑртатса ан тӑр-ха эсӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Архипов ту качаки пек ҫӑмӑллӑн сиксе урай варрине тухрӗ, сулахай аллине ҫурӑм хыҫне тытса ура пӳрнисем ҫинче иккӗ-виҫҫӗ зал тавра ҫаврӑнса илчӗ те, Римма умне пырса, тӑпӑр-тӑпӑр тапӑртатса, ӑна ташлама чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Савӑннипе Хӗлимун трактор тавра тапӑртатса ҫаврӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӗре ӳкнӗ-ӳкмен вӗсем урлӑ ҫынсен ушкӑнӗ тапӑртатса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Ай!» — терӗ те Анюта ури хырӑмӗнчен кӑткӑ ҫыртнипе тапӑртатса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Малтан хӑлхаран ҫеҫ пӑшӑлтатнӑскер, халӗ тапӑртатса кӑна тӑрать.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ах, эсӗ, паккӑҫ! — хӗремесленчӗ арҫын, урхамах пек тапӑртатса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кирилл чупнӑ пек туса пӗр вырӑнта тапӑртатса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Акӑ ӗнтӗ каллех тӑпра хытиччен тапӑртатса тӑтӑмӑр пӗр вырӑнта.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Купӑс кӗввине итлеме пӗлмесӗр сиккелекен, хур пек пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑнине саккӑрла ҫаптарни тесе шутлакан Хӑяккӑн Теренти пек-и?

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Тӑшман пӗр ҫӗртех тапӑртатса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Мария Федотовна, комсомолецсен ҫӗнӗ секретарӗ, Мышкин хуткупӑсне тӑсса ярсанах урай варрине тухрӗ те, аллисене ҫупса, кукленсе, урисене малалла ывӑтса, вӑйлӑ кӑна ташласа пачӗ, юлашкинчен Хрестук умне пырса тапӑртатса тӑчӗ, кӑштах пуҫне тайса, икӗ аллине те ун еннелле тӑсса, ташлама сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл кӑвакарчӑн пӗсехи тӗслӗ пустав костюмне кӑрт-карт турткаласа тӳрлетрӗ те хур аҫи пек пӑркаланса карта варрине тапӑртатса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫӗн кин кил хуҫипе мӑшӑрне мухтаса тата темиҫе акмак каланӑ хыҫҫӑн йыснӑшӗ патне тапӑртатса пычӗ, икӗ урипе те тӑрс! тутарса, пуҫне тайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех