Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапхӑрне (тĕпĕ: тапхӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Дакар — 2010» ралли-рейдӑн вунӑ тапхӑрне «КАМАЗ-Мастер» команда вунӑ ҫӗнтерӳпе вӗҫлесе пӗтӗмлетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Сувар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 3 стр.

Халӗ вӑл турнирӑн иккӗмӗш ушкӑн тапхӑрне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Сувар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 3 стр.

Итали тапхӑрне пула апатлану сервисӗнче ҫав вӑхӑтри витӗм халӗ те сыхланса юлнӑ.

Благодаря итальянскому периоду в сервисе питания до сих пор сохранилось влияние того времени.

Эритрея // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5953-%D0%AD% ... D1%8F.html

Чӑваш Республикин ҫӗр ӗҫченӗсен пултарулӑхӗпе ӗҫченлӗхне тата ырми-канми тӑрӑшулӑхне пула кӑҫалхи ял хуҫалӑх тапхӑрне тивӗҫлӗ кӑтартусемпе вӗҫленӗ.

Трудолюбие, усердие, талант и самоотдача аграриев Чувашской Республики позволили завершить этот сельскохозяйственный год с достойными результатами.

Михаил Игнатьев Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен про­мыш­лен­ноҫ ӗҫченӗн кунӗ ячӗ­пе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/10/13/news-3954139

Мероприятин куҫӑн тапхӑрне Чӑваш Енри вӗрентекен те лекнӗ.

В очный этап мероприятия попала и учительница из Чувашии.

Чӑваш чӗлхи учителӗ Мускаври ӑсталӑх сехетне хутшӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30589.html

Кометӑн тапхӑрне кӑтартман пулсан, ӑна вӑл Ҫӗр ҫывӑхӗнче хӑш ҫул курӑннӑ, ҫав ҫул ятне ҫеҫ параҫҫӗ, сӑмахран, 1811 ҫулти комета теҫҫӗ.

А если периодичность кометы не доказана, то ее называют кометой того года, когда она появилась близ Земли, — например, комета 1811 года.

Эдмунд Галлейпе унӑн комети // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Халлӗхе кӑштах истори тапхӑрне пӑхса тухар.

Но сначала перевернем несколько страниц истории.

Ҫӗр мӗн евӗрлӗ? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Анчах ҫак тапхӑр тӗвӗленме ӗлкӗрнӗ организмсене пӑрлӑх тапхӑрне чӑтса ирттерме май панӑ.

Но успевшие зародиться организмы, могли пережить ледниковый период.

Ӑсчахсем Ҫӗр чӑмӑрӗ хӑй вӑхӑтӗнче мӗне пула пӑрланса ларманнине ӑнланнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29642.html

1805 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнче вӗсем юханшыв хӗррине аннӑ, ҫулӑн черетлӗ тапхӑрне хатӗрленсе шыв тӑрӑх океан еннелле кайнӑ.

7 ноября 1805 года они спустились к реке, подготовились к очередному этапу пути и пошли вниз по реке к океану.

Льюиспа Кларк экспедицийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D1% ... 0%B9%C4%95

Хӑйӗн пурнӑҫӗн ҫак тапхӑрне Джек Лондон «Мартин Иден» ятлӑ романра ҫырса кӑтартнӑ.

Этот период своей жизни Джек Лондон описывал в романе под названием «Мартин Иден».

Джек Лондон // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 3–4 с.

Тӗнче вӑрҫин тапхӑрне ас тӑвакансем тӳпенелле пӑхкаласа уйланаҫҫӗ: йывӑр тупӑсен снарячӗсем шӑпах ҫапла ӳлесе вӗҫетчӗҫ.

Люди, помнившие времена мировой войны, говорили, оглядывая небо, что так, обычно, ревели снаряды тяжёлых орудий.

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫапла хам пурнӑҫӑн ҫак тапхӑрне ҫырса кӑтартасси малалла шунӑҫемӗн вӑл маншӑн йывӑрланса, хӗнленсе пырать.

Да, чем дальше подвигаюсь я в описании этой поры моей жизни, тем тяжелее и труднее становится оно для меня.

XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Чим-ха, тапхӑрне шута хурар: тин кӑна-ха аслӑ революци пулса иртнӗ, кивӗ тӗнче ишӗлсе арканнӑ, ҫӗнни ҫуралнӑ, пур ҫӗрте те, пур тӗлте те ҫӗнни, ҫав шутрах архитектурӑра та…

— Но ведь только что совершилась великая революция: старый мир рухнул, родился новый, и во всем, и в архитектуре в том числе…

4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Атака хӑйӗн татӑклӑ тапхӑрне ҫитрӗ.

Атака вступала в свою решительную фазу.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ун ӗҫӗн пӗрремӗш тапхӑрне туса пӗтернӗ: нефть тухать.

Первый этап его работы закончен: нефть идет.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Пӗрмаях аталанса пыракан ҫак вичкӗн сисӗм те Петрик ачалӑхпа яшлӑх хушшинчи татӑклӑ улшӑну тапхӑрне ҫывхарни ҫинчен калать.

Уже эта все развивавшаяся чуткость указывала, что мальчик заметно близится к критическому возрасту между отрочеством и юношеством.

VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

— Ку пулӑ темиҫе ҫӗр ҫул ӗлӗкрех вилсе пӗтнӗ пулӑсен ушкӑнӗнче шутланать, вӗсен чулланса выртакан юлашкисене ҫӗрӗн пӗр тапхӑрӗ тепӗр тапхӑрне куҫнӑ вӑхӑтри тӑпрасен сийӗнче тупаҫҫӗ.

— Рыба принадлежит к семейству, вымершему много столетий тому назад, окаменелые остатки которого находят в пластах девонского периода.

XXXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ытлашшипех пиҫсе ҫитнӗ дыньӑсем каҫсерен хыттӑн шаплатса ҫурӑлаҫҫӗ, вӗсен вӑррисем вӑйлӑн сирпӗне-сирпӗне тухаҫҫӗ, ҫакӑ вара кӑштах ҫимӗҫ пуҫтарнин, юратусен, туйсен тата хӗл умӗнхи канӑвӑн тапхӑрне аса илтерет.

По ночам с оглушительным треском лопались переспевшие дыни, и сырое месиво их семян разбрызгивалось с расточительной силой, смутно напоминая о счастливой поре плодосбора, любви, свадеб и предзимнего отдыха.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Пурнӑҫӑн йывӑр тапхӑрне кӗнине вӑл пӗлет.

Он знал, что вступает в трудную полосу жизни.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Нилов хӑй кунтан каясси ҫинчен, хӑй пурнӑҫӗн пӗр тапхӑрне кунта пӑрахса хӑварасси ҫинчен шухӑшланӑ.

Нилов думал о том, что скоро он покинет все это и оставит позади целую полосу своей жизни.

XXXII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех