Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапранӑр (тĕпĕ: тапран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Тапранӑр!» — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл ямшӑксене.

Трогайтесь!» — закричал он ямщикам.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

2. Халӑха пӑхса тӑракансем виҫӗ кунран тапӑр тӑрӑх кайнӑ та 3. акӑ ҫапла каласа тухнӑ: хӑвӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑр саккунӗн арчине, ӑна ҫӗклесе пыракан [хамӑр] священниксене [тата] левитсене курсассӑн, эсир те вырӑнтан тапранӑр та вӗсем хыҫҫӑн кайӑр; 4. саккун арчипе сирӗн хушшӑр икӗ пин чике пулмалла, унтан кая ан пултӑр; каяс ҫулӑра пӗлес тесе ун патне ҫывӑха ан пырӑр: вӑл ҫулпа эсир ӗнер те, виҫӗмкун та ҫӳремен, тенӗ.

2. Чрез три дня пошли надзиратели по стану 3. и дали народу повеление, говоря: когда увидите ковчег завета Господа Бога вашего и священников [наших и] левитов, несущих его, то и вы двиньтесь с места своего и идите за ним; 4. впрочем расстояние между вами и им должно быть до двух тысяч локтей мерою; не подходите к нему близко, чтобы знать вам путь, по которому идти; ибо вы не ходили сим путем ни вчера, ни третьего дня.

Нав 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Тапранӑр, ҫула тухӑр, Арнон юхӑм шывӗ урлӑ каҫӑр; акӑ Эпӗ санӑн аллуна Сигона — Есевон патшине, аморрей ҫыннине — тата унӑн ҫӗрне паратӑп; ҫав ҫӗре ярса илме хатӗрлен, унпа вӑрҫӑ вӑрҫ; 25. ҫак кунран тытӑнса Эпӗ тӳпе айӗнчи пур халӑха та сан умӑнта хӑратса та сехӗрлентерсе тӑрӑп; сан ҫинчен илтнисем чӗтресе, санран сехӗрленсе ӳкӗҫ, терӗ Турӑ.

24. Встаньте, отправьтесь и перейдите поток Арнон; вот, Я предаю в руку твою Сигона, царя Есевонского, Аморреянина, и землю его; начинай овладевать ею, и веди с ним войну; 25. с сего дня Я начну распространять страх и ужас пред тобою на народы под всем небом; те, которые услышат о тебе, вострепещут и ужаснутся тебя.

Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех