Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

такӑрлатнӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Николайпа Нина пӗр касра выляса ӳснӗ, шкул сукмакне те пӗрле такӑрлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнаҫҫӗ шӑкӑл-шӑкӑл аллӑ ҫул пӗр ҫемьере // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Эпӗ малтан такӑрлатнӑ ҫулпах ирхине каллех утара тухса утаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Миккуль тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 108–109 с.

Тарӑн юра ашса такӑрлатнӑ урам варринчи ансӑр сукмак окопа аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Урасем хальлӗхе ҫынсемпе лашасем, ҫунасем такӑрлатнӑ ҫул хыттине туйса пычӗҫ-ха.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл тинӗс хӗрринчи таптаса такӑрлатнӑ, кӑшт нӳрӗрех хӑйӑр тӑрӑх утрӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ун чухне такӑрлатнӑ сукмаксем те часах курӑкпа витӗнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗлтӗр сайра хутра кӑна усӑ куратчӗҫ пулсан, кӑҫал самай такӑрлатнӑ иккен ӑна!

Куҫарса пулӑш

«Уй урлӑ выртакан ҫак ҫула тахҫанах хывмастчӗҫ…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/302

Анчах та Ефросиния Николаевна алӑ усса килте ларман, тӑван колхоз енне выртакан сукмака малалла такӑрлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье телейӗн уҫҫи – юратупа шанчӑклӑхра // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d2%ab%d0%b ... %bb%d3%91/

Шкул сукмакне такӑрлатнӑ май каччӑсем водитель удостоверинине илеҫҫӗ, ҫар хатӗрлев программи те кӑҫал шкулсенче хута каймалла.

Куҫарса пулӑш

105 ҫул ҫитрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60700

Такӑрлатнӑ ҫулччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Ассакасси яле ҫывӑхӗнчи ҫӑлкуҫ…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/179

Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та вӑл ҫамрӑкла такӑрлатнӑ ҫула манмасть, тӑтӑшах спектакльсем курма ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен театрӗ – 90 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60926

Аэродром ҫумӗпе машинӑсем такӑрлатнӑ анлӑ ҫул иртет.

Куҫарса пулӑш

16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӗсене ытараймасӑр машинӑсем такӑрлатнӑ ҫулпа мар, вӑрман карти ҫумӗнчи сукмакпа утрӑм.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ку хыпар мана савӑнтармаллипех савӑнтарчӗ, ахальтен мар ӗнтӗ машинӑсем такӑрлатнӑ ҫулпа хаваслӑн утрӑм, часах вӑрмана пырса кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Райпо кантурӗ вара асфальт сарса такӑрлатнӑ тӗп урамра, почтӑна хирӗҫ, вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Инҫетренех асӑрхарӗ Изамбаев: Пилешкасси ялӗнчен хӗрарӑмпа ача тухрӗҫ те ҫуна такӑрлатнӑ яка ҫул тӑрӑх васкамасӑр утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Моляков, ҫамрӑк чухнехи пекех пӑлханма пуҫланӑскер, пӗр вырӑнта ларма тӳсӗм ҫитереймерӗ — хӑйӑр сарса такӑрлатнӑ аллейӑпа пӗрмаях калла-малла утӑмларӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Ҫав сад варринче такӑрлатнӑ вырӑн, ҫавӑнта ачасем пухӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пурччӗ-ха арҫынӗ: Улькка аппан юратнӑ, чун та чӗм, пӗр чӗлхерен шӑкӑлтатса пурӑннӑ, пӗр ҫӑвар ҫӑкӑра та икке пайланӑ, пурнӑҫ ҫулне пӗрле такӑрлатнӑ упӑшки — тапчам, кӑтра хура ҫӳҫлӗ, такам ӑшчиккине те шӑлан йӗппи пек шатӑрах тирӗнсе кӗрекен ҫивӗч хӑмӑр куҫлӑ Феофан, колхозра шоферта ӗҫленӗскер.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Кам пӗлет, тен, Пуриса кӗтсе илеймесӗр юлташӗсем мӑн ҫул ҫинчи автобуссем чарӑнакан тӗле вӑрман витӗр тӳррӗн, вӑрттӑн ҫулпа е кӑмпаҫсем такӑрлатнӑ пӗчӗк сукмакпа кӑштӑртатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех