Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

такама (тĕпĕ: такам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та хан вӗсен куҫне те пулин савӑнӑҫлӑ ҫын пек курӑнас тесе йӑл-йӑл кулкаларӗ, такама саламланӑ пек, чылайччен аллине сулкаласа утрӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унашкал йӗкӗт ҫук пирӗн ялта, ҫук. Урӑххине такама чӗнсен те Сарьене чӗнсе кӑлармаҫҫех ӗнтӗ».

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак вӗсем те выляма, те кӗрешме пуҫларӗҫ, такам такама ӳкерчӗ, унтан хӗрпе каччӑ куҫран та ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хастар пул, чее пул, такама та ултала, анчах мана ан ултала.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗттӗмре такама кӗтнӗ пек, чылайччен тӑчӗ мӑрса чӳрече умӗнче.

Куҫарса пулӑш

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Такама вӑрҫаҫҫӗ вӗсем, такама ылханаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Такама хыттӑн чӗннӗ пек, такама асӑнса ҫын ӳлесе макӑрнӑ пек ҫухӑракан шӑпӑрсем хыҫҫӑн кӗсле сасси янкӑр уяр ҫанталӑкра тӳпере тӑри тӗрӗлтетнӗ евӗр, таврара кӗмӗл, йӗс, хурҫӑ хӗлӗхсем пӗрре сыпӑнса тепре чӑнкӑртатса татӑлнӑ евӗр илемлӗн янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Северьяна вӗсем стариксем пек мар, такама хӑвалама сӑнӑ йӑтса тухнӑ ҫар ҫыннисем пекех туйӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Библи сӑмахӗсемпе тем каларӗ патша, такама ылханчӗ, такама хӑратрӗ, ҫил вӑйлӑ пулнӑран-и е библи сӑмахӗсене пачах пӗлменнипе, мӑрсасем нимех те ӑнланаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Черемисинов каялла ҫаврӑнчӗ, такама чышкӑпа юнарӗ, хыҫалта инҫе те мар вырӑс юлан учӗсем сиккипе килнине асӑрхасан шӑлне ҫыртса хӑйӗн воинӗсем хыҫҫӑн чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Такам такама вӑрҫрӗ, такам такама ӗмӗрлӗхех тус турӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Апла илсе кай, кансӗрлесе те ан ҫӳретӗр пире, — терӗ тулли ҫын такама вӑрҫнӑ чухнехи пек кӑмӑлсӑр пулса.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ял халӑхӗ такама кӗтсе сехӗрленсе пурӑнни ахаль пулмарӗ, тата темиҫе кунтан Тукай ялне чӑнах та муллапа ун ҫыннисем килсе ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Коммунистӑн та сӑмса тӗрлӗрен пулать, — такама тӗксе илчӗ Михала.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Такама та ҫитет.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Мӑн кӑмӑллӑ мар: такампа та калаҫать, такама та пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Вӑйлӑ ҫын килтӗр-и уй хуралҫи патне, такама та ятлаҫма тивнӗ, вирелле шӑлни тӗк май шӑлни мар, выльӑх та ҫилленет.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Алимпи, таса чӗреллӗ хӗр, хӑйӗн савнине епле ҫав тери час манма пултарчӗ-ши? — тесе шухӑшлаттарать ку такама та…

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Кашни юнкун каҫ вилнисем туса пӗтереймен чиркӳ айккине тухса лараҫҫӗ, уйах ҫутинче шӑлӗсене йӗрсе, путӑк куҫӗсемпе пӑхкаласа такама шыраҫҫӗ, халь-халь ярса илес пек, шӑмӑллӑ аллисене кӑнтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Атте Иван пиччепе юнашар ларчӗ, мӑкаҫей патӗнче такама курни ҫинчен сӑмах тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех