Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тавӑрса (тĕпĕ: тавӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Библиотекӑна ҫӳреме пӑрахрӗ тет кӗнекесем нихӑҫан та тавӑрса парайманнипе.

Говорят, он перестал в библиотеку ходить из-за того, что забывал возвращать книги в срок.

Сӑмах ҫинчен // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/437

Ӗҫсем хӑвӑрт йӗркеленӗҫ, тахҫанхи ыйтусем татӑлма, кивҫен тавӑрса пама пултарӗҫ.

Дела будут продвигаться быстро, могут решиться старые проблемы, вернутся старые долги.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑрҫа куҫӗ япӑххипе каяйманскер, халь вӑл Тимушпа Укаҫа аякранах паллама пултарчӗ те, качакине типнӗ армутирен кӑкарса, шӑлаварне тавӑрса, ҫырма урлӑ каҫрӗ, ҫӳллӗ ҫыран хӗррине йӑпӑртатса хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӑрҫӑ пӗтичченех киле таврӑнчӗ те салтак арӑмӗ ҫумӗнче ӑшӑ вырӑн тупрӗ тейӗ ял халӑхӗ», — ҫапла тавӑрса каласшӑнччӗ Тимуш, анчах апла каламарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫанталӑк сулхӑн пулсан та, ӗнерхи ҫи-пуҫпах вӑл: майка ҫинчен тӑхӑннӑ ҫӳхе курткӑпа; ҫӳлти тӳмисене ҫаклатман, ҫаннисене тавӑрса лартнӑ, ҫара пуҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Серебряков кутӑнлӑхне пула — ак мӗншӗн! — тавӑрса пӗлтерчӗ шофер.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Канашлура «Стройтех» ТМЯОри лару-тӑрӑва пӑхса тухнӑ, шалу укҫине тавӑрса парассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk

Кун пек чухне сад ӑстисене пӗр гектар пуҫне — 212 пин те 767 тенкӗ, ҫырла ӳстерекенсене 63 пин те 85 тенкӗ тавӑрса парӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Асӑннӑ хуҫалӑхсене патшалӑх палӑртнӑ виҫепе укҫа-тенке каялла тавӑрса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Ҫӗр улмипе ӗҫлес текенсене те витӗмлӗ пулӑшу лекӗ, субсиди виҫи кашни гектар пуҫне 2942 тенкӗ те 86 пуспа танлашӗ (ҫӗре элита вӑрлӑх варсан кашни гектартан 30 пин те 303 тенкӗ тавӑрса парӗҫ).

Куҫарса пулӑш

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Пӑрҫа йышши культурӑсен гектаршӑн тавӑрса паракан субсиди виҫи 479 тенкӗ те 80 пуспа танлашать.

Куҫарса пулӑш

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Тӗш тырӑн вӑрлӑхне акнӑшӑн, сӑмахран, кашни гектар пуҫне 565 тенкӗ те 66 пус тавӑрса парӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

– Юрать, только обязательно тавӑрса паран.

– Ладно, только обязательно отдашь.

Укҫа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/610

Эп халех тавӑрса парап.

Я сразу верну.

Укҫа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/610

Лавккара тавӑрса панӑ укҫана кӗсъене чикнипе пӗрех мар.

Не то же самое, что оставить себе сдачу.

Укҫа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/610

«Кам хуҫалӑхсенче тӗш-тырӑ кӑна мар, тата выльӑх чӗрлӗх ӳстерет, вӗсем техника илсен вӗсене 45 процентне тавӑрса параҫҫӗ, кам растениводствӑпа кӑна ӗҫлет, вӗсен 35 процент пулать патшалӑх пулӑшӑвӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑх паркӗ пуянланать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60546

Ваттисем тӗрӗсех каланӑ ҫав: ҫын чун-чӗри кӗрӗк ҫанни мар, ӑна тавӑрса пӑхаймастӑн.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Хӑмла пахчи лартса ӑна тирпейлесе тӑнӑшӑн 80 процент тавӑрса парать патшалӑх.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑн» ҫитӗнтересшӗн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60643

1800 тенкине каялла тавӑрса параҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кластер тӑвасшӑн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60719

Кӗҫӗнреххисем, курӑк хӑвӑртрах типтӗр тесе, кӗреплепе тавӑрса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех