Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑнчӗ (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр каҫхине ман ывӑл салтакран таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пенсие тухсан… // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 5–7 с.

Каҫалапа укҫа каялла таврӑнчӗ те вара тӳрех Ozon урлӑ саккасларӑм.

Куҫарса пулӑш

«Паян сервер валли Samsung SSD туянтӑм...» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/138

Минтер ҫине, ура хутлатса, чей ӗҫме ларнӑ кӑначчӗ, Фарвас ашшӗ кӑнтӑрлахи апата таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Карчӑк васкасах кил хушшине таврӑнчӗ, кӗлете кӗчӗ, таса кӗпе-йӗм упранакан кӳмеркеллӗ арча тӗпӗнче выртакан пӗртен-пӗр «ҫут пуҫлине», хӑна-вӗрле килес-тӑвас пулсан сых ятне илсе хунӑскерне, йӑпӑр-япӑр туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Яла чӑннипех урӑ пурнӑҫ таврӑнчӗ вӗт!

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Колхозниксен килӗсене газ, телефон (электрицӑ ҫути, чӑнах та, унчченех пурччӗ-ха) кӗртсен ку ял пурнӑҫӗ татах та ытларах чӗрӗлсе, амаланса, ача-пӑча шавӗлленсе кайрӗ, савӑнӑҫӗ-кулли те, ӗмӗрсенчен юлнӑ йӑли-йӗрки те, юрри-ташши те таврӑнчӗ унта.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ҫакна курсан, ҫурӑмӗ ҫинчи шӑртне йӗплентерсе ҫӗклентернӗ анчӑк, хӑрлата-хӑрлата, пуҫне пӗксе, выртакан парӑннӑ чӗрчуна тӗкӗнме юраманнине пӗлнӗ пек, «пӑшт-пӑшт пӑтӑланса», ҫиллине шӑнаркаласа, ман пата таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тепӗр кунне вӑл, ҫак ӑша вӗҫтерекен, чуна хурлӑн йӑштарса ланчашкалантаракан, чӗрене хӗссе ыраттаракан йӳҫек хуйхӑ кутамккине мекеҫленсе, кӗхлесе, аппӑн-тӗппӗн йӑтса, килне таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пӗррехинче Павӑл, юлашки вӑхӑтра хунавсӑр ҫемье хуйхине эрех черккинче чӳхесе сӗвӗртес, хӑрах уралантарас енне сулӑннӑскер, ӗҫрен вилӗ ӳсӗр таврӑнчӗ те тумтирне хывмасӑрах вырӑн ҫине лаплатса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Чӑвашлӑхшӑн чунне пама хатӗр пулнӑ Ҫӗнӗ Эйпеҫ ывӑлӗ халӗ ӗнтӗ хӑй вӗреннӗ шкула ӗмӗрлӗхе «таврӑнчӗ»…

Куҫарса пулӑш

Тӑван шкулне «таврӑнчӗ»… // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%82a%d0% ... bd%d1%87e/

Института (ӗнтӗ иккӗмӗш курса) вӗренӳ ҫулӗ пуҫлансан тин таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр аллинчи ҫӑмӑл апат миххине тавар вакунӗнчи (шӑпах ҫав вакуна сахӑр миххисенчен пушатмалла та вӗсен) пӗр ҫӳлӗк ҫине, таса, ҫара вырӑна майлаштарса хучӗ те юлташӗсем патне таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пулас физик тепӗр куннех лекцисем хыҫҫӑн чукун ҫул станцине тухса вӗҫтерчӗ, унтан вӑл тавар хуҫипе — хулари тӗп специализациленӗ Универбаза экспедиторӗпе — студентсен ушкӑнӗ ку ӗҫе тума килӗшни ҫинчен хут — договор — ҫырса таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ашшӗ Сталин вилсен икӗ уйӑхранах киле таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫав ҫулах салтакран Ула Тимӗр ашшӗ таврӑнчӗ, ача ҫуратман, пӗччен пурӑнакан тӑлӑх салтак арӑмне качча илсе ҫемье ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗҫех вӑл унтан икӗ аллипе кукӑль касӑкӗ тытса, ӑна ҫӑтӑххӑн ҫырткаласа, сӗтеклӗн чӑмла-чӑмла, класа таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хуҫнӑ-хуҫӑлнӑ хӑрӑк турат-тӗрете (вӗсен хушшинче сухӑрлисем те пулчӗҫ) пуҫтарса ытама илчӗ те чӗркуҫҫийӗсене каялла май куҫаркаласа чӑрӑш айӗнчен тухрӗ, йывӑҫӑн ик-виҫӗ лӑсӑ тураттине хуҫса илчӗ, вара хӑй канса выртнӑ вырӑна таврӑнчӗ, ытамӗнчи «пурлӑхне», чӗррисем тата хӑрӑккисем ҫине пайласа, икӗ тӗле пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис куҫ тӗлне пулнӑ катари пӗр уртӑш тӗмӗ патне танкӑшса пычӗ те ӑна туратти-вулли мӗнӗпех хатӑррӑн хирме, хуҫма-чӗрме, урипе тапса та хуҫма пуҫларӗ, ытамӗ самаях мӑнттайлансан, хашӑлтаткаласа, ӑна машини патне йӑтӑрласа таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсене ытама «пӗтӗлентеричченех» пухсан, хӑш та хаш хашлаткаласа, каялла таврӑнчӗ, капламне — «ҫӑлӑнӑҫ шанӑҫне» машинӑн хыҫалти кустӑрмисем умне пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис, кӑмӑлӗпе ҫак ҫанталӑкпа пӗр килекенскер, кабинине таврӑнчӗ те машинине тапратса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех