Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑнсан (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Михха Атӑл ҫинчен таврӑнсан кала, чиркӗве кайрӗ те.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫамрӑк чухне, выртмаран-мӗнтен таврӑнсан, мӗн чухлӗ итлемен пуль вӑл чӗкеҫ юрланине.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иртерех таврӑнсан та юрать, ыран акса пӗтересчӗ, — астутарчӗ Макҫӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑван тӑрӑха таврӑнсан Вячеслав Николаевич Шупашкар районӗнчи Устакасси ялӗнчи хӗрпе паллашса ҫемье ҫавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ та паттӑр ентеш // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10761-pu ... t-r-entesh

Киле таврӑнсан тумтире хывса тӗплӗ тӗрӗслемелле, кӗлеткене те тишкермелле.

Куҫарса пулӑш

Асӑрхӑр: сӑвӑссем! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10782-as ... r-s-v-ssem

Вӗсем пирки хӑй таврӑнсан калаҫӑпӑр терӗҫ, — терӗ те Петӗр, тетӗшӗнчен ҫапла ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл таврӑнсан, Совета чӗнтерсен, мӗн калӑн? —

Куҫарса пулӑш

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Каҫар та, Сергей, аннӳ таврӑнсан, килте асар-писер пулатех пулӗ сирӗн, — каччӑ ҫине шухӑшлӑ куҫӗсемпе тинкерсе каларӗ Хрестук.

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Анне таврӑнсан, мӗн темелле-ши, атте? — тӑруках ыйтрӗ ывӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Киле таврӑнсан, вӑл лавккине, шал енчен тимӗр сӑлӑп ярса, тултан пысӑк ҫӑрапа питӗрчӗ, уҫҫине хӑйпе пӗрле илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Киле таврӑнсан, Зоя Сергеевна пӗр эрне хушши ниҫта тухмасӑр пурӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ывӑлӗ таврӑнсан та киле кӗртмен, чартакра усранӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Таврӑнсан, йӗри-тавра итлесе пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Апла пулсан, тӑхтаса пӑхар кирлӗ вӑхӑтчен. Кӗтсе илер Ленин сада тухасса. Капла кайнипе, таврӑнсан, ҫынсене мӗн тейӗпӗр, мӗн каласа кӑтартӑпӑр?» — хӑйӗннех перет Тевлеш бабай.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тевлеш пӗр кӗлтине илсе тӗрӗслерӗ: кутне ҫӳлелле туса силлерӗ, тырӑ пӗрчисем юлман-и тесе, пучахӗсене тыта-тыта пӑхрӗ: юлманпа пӗрех, ҫапах та Сахар килне таврӑнсан, тӗрӗслесе пӑхма та пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Яла таврӑнсан, ҫав старик Ленинпа мӗн калаҫни ҫинчен пире те, ҫар ҫыннисене, каласа панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӑван киле таврӑнсан мирлӗ пурнӑҫа хӑвӑрт хӑнӑхайман вӑл, канлӗ те ҫывӑрайман – кӑшт сасӑ пулсанах шарт сиксе вӑраннипе виҫӗ-тӑватӑ уйӑх енне аптранӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Михаил Романович Кондратьев киле таврӑнсан нумай ҫул «Янгорчино» тата «Хорнзор» хуҫалӑхсенче вӑй хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун ҫирӗплӗхне туптанӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11390-ch ... hne-tuptan

Хӗсметрен таврӑнсан та Юрий вӑхӑта ҫухатман: ял хуҫалӑх институтӗнчи чарма тивнӗ вӗренӗве малалла тӑснӑ, профессие алла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗслӗх кӑтартакансен йышӗнче // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11891-t- ... -jysh-nche

Вӗсем пусса пӑрахмасан, таврӑнсан, сурӑха пуснӑ пек, хам мӑйне касатӑп.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех