Шырав
Шырав ĕçĕ:
Атӑл пӑрӗ лариччен ҫапла тавлашасшӑн та ҫул ҫинче вырӑс ҫарне пӗтерсе хурасшӑн.
5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑл такампа тавлашасшӑн, мана улталарӗҫ, эпӗ пӗлмен тесшӗн, анчах кампа тавлашӑн кунта?
Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Сисет, туять-мӗн хӗр аслашшӗ, — Ун хӑйӗн ҫуннӑ-ҫке чӗре, — Тӑшманпала яш тавлашасшӑн, Юнӗ каять хӗре-хӗре.
XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Липа унпа тавлашасшӑн та пулмарӗ, вӑл Левентее ҫапла асӑрхаттарчӗ:
I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Пӗлместӗп ӗнтӗ, — арӑмӗпе тавлашасшӑн пулмарӗ Тукай.
6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тӗрӗссипе каласан, халӗ вӑл ҫак ыйту пирки ытла нумай тавлашасшӑн та мар.Впрочем, он не хочет сейчас углубляться в обсуждение этого вопроса.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ачасем Ҫырла хуҫипе питех тавлашасшӑн пулмарӗҫ.
VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫынсем хуҫана хӗтӗхлеҫҫӗ, анчах нихӑш те тавлашасшӑн мар.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл ман пирки ачасемпе урӑх тавлашасшӑн мар.
Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Картла выляман чухне вӑл хӑй юратнӑ сарлака та тӳшек пек ҫемҫе кресло ҫинче пӗр-пӗччен ларнӑ; хӑйне хӑлхинчен турткаласа, ҫынсем ҫине пӑхнӑ, вӗсенчен нихӑшинпе те килӗшесшӗн пулмасӑр, пуринпе те тавлашасшӑн пулнӑ; унӑн ҫак ҫынсем ӑна, ӗҫри аслӑ ҫынна, асӑрхаманшӑн ҫеҫ мар, тата темле урӑх сӑлтавсемпе те тавлашас килнӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пимфов кашӑккине чӗркуҫҫийӗ ҫине ӳкерет, Яшкин ҫине шикленсе пӑхса илет; вӑл хирӗҫ тавлашасшӑн, анчах эрехпе хавшанӑ чӗлхи ҫаврӑнкалаймасть…
Философ // Хӗветӗр Уяр. Антон Чехов. Философ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 135-137 с.
- 1