Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӳсменсене (тĕпĕ: сӳсмен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсир кайсан, эпӗ сӳсменсене хывса тӑраттӑм, — каласа пама пуҫларӗ Дорофей, — ман пата леш шурӑ чӗрҫитти ҫыхнӑ хӗр пырса ларчӗ.

— Когда вы ушли, а я снимал хомуты, — с достоинством пояснял Дорофей, — ко мне подсела та девушка, что в белом переднике.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шӑпах ҫак вӑхӑтра вӗсен умӗнчен темиҫе вӑкӑр, туртӑнса пыракан сӑнчӑра чӑнкӑртаттарса, сӳсменсене чӗриклеттерсе, плуга туртса иртрӗҫ; вӗсене хӑвалакансем — хӗрсемпе ҫамрӑк ачасем — пушшисемпе хӑмсара-хӑмсара кӑшкӑраҫҫӗ: «Цоб, цоб, цобе, чӑпарри, цобе, кӑвакки!»

Мимо них вереница быков, звеня туго натянутой цепью и шумно поскрипывая ярмами, тянула плуг, погонычи — девушки и парни-подростки — помахивали кнутами, покрикивали: «Цоб, цоб, цобе, рябый! Цобе, серый!»

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кӑштах тӑхта, ан кӗр Колхоз хуҫалӑхӗнчи мӗнпур йӗркесӗрлӗхсене хирӗҫ эпир хаяррӑн кӗрешме тытӑнатпӑр, сӳсменсене пурне те виҫене кӳрсе майлаштаратпӑр.

Трошки повремени, не вступай, супротив всяких непорядков в колхозном хозяйстве мы будем беспощадно бороться, хомуты будут все подогнаны.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех