Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӳнме (тĕпĕ: сӳн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун чух ҫӑлтӑрсем те сӳнме ӗлкӗреймен, хӗвел тин кӑна хӗрелсе хӑпарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ӑна шутсӑр асӑрханса упрамасан, хунар ҫутине ҫил варкӑшӗ лап! сӳнтернӗ пек, сӳнме пултарать…

Светильники надо беречь: порыв ветра может погасить их…

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вал тӗлкӗшет нихҫан сӳнми кӑварӑн, Сӳнме памастӑп, чунӑм, ан хӑра.

Куҫарса пулӑш

Тӗлкӗшет сӳнми кӑваррӑн // Иван Чермаков. https://sutasul.ru/articles/literatura/2 ... -n-3451364

Бианкӑн кӑштах хупӑннӑ куҫӗсем сӳнме ӗлкӗреймен-ха, вӗсем чӗрӗ чухнехи пекех ӑшшӑн та шухӑшлӑн пӑхаҫҫӗ, хускалмаҫҫӗ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Чакрӗ бригада пултарулӑхӗ, сӳнме тытӑнчӗ сирӗн чапӑр.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чӑх! — хӑй тӗллӗн чӑхлатса илчӗ ҫак вӑхӑтра виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен пулас филолог Чижиков Андрей, ӑшӗнчен яланах чӗрӗ пурнӑҫ тапса тӑнипе самантлӑха та хӑйне «сӳнме паман кӑвайт».

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурнӑҫ ҫӑлкуҫне шалтан тан таптараканӗ, пурнӑҫ кӑвайтне сӳнме памасӑр типӗ, тӑн-тӑн хурӑн пуленкисем хурса, карлаттарса ҫунтарса тӑраканӗ вара каллех Полина пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Апла пулсан, вӗсен, ҫула ҫитсе пыракан ҫамрӑксен, шалти чӑлтӑр-чӑлтӑр юрату хӗлхемне сӳнме памасӑр, пӗрлехи уявӗ «ҫураки» вӑхӑчӗпе «тӑван урама ҫаврӑнса ҫитессе» кӗтсе пурӑнмалли ҫеҫ юлать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Петьӑн йӑлтӑртатакан куҫӗсем сӳнме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫӑлтӑрсем пӗрин хыҫҫӑн тепри сӳнме тытӑннӑ чухне ҫак ҫын Чӑваш Яшмине пырса кӗчӗ, кӗҫех Петр Петрович Озеров хапхинчен кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑш-пӗр ҫӗрте халӗ те сӳнме ӗлкӗреймен вутпуҫҫисем ерипен йӑсӑрланса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӗнер каҫхинех ялсенче каллех ҫутӑ сӳнме пуҫланӑ иккен.

Вчера же вечером в деревнях опять погас свет.

Ялсенче каллех ҫутӑ сӳнме пуҫланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33727.html

Сӳнме ӗлкӗреймен шултра ҫӑлтӑрсем илемлӗн йӑлтӑртатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шахрун пуснипе урайӗнчи вут сапаланса пӗтнӗ, сӳнме пуҫланӑ.

Костер едва жив — на него наступил ногами Шахрун.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӳртри хӑйӑ сӳнме кӑна ӗлкӗрне, ҫыннисем ҫывӑрса кайнӑ-и, ҫук-и — Лӗхтинккапа унӑн ҫыннисем пырса кӗнӗ.

Едва стихли вечерние звуки и погасли одиночные огоньки, Лехтинка с верными людьми подкрался к дому, где стали на постой заезжие купцы.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ку шанчӑка унӑн амӑшӗпе Сахвине карчӑк та сӳнме памарӗҫ, вӗсем ӑна ялан эс сӑнран самайланса пыма пуҫларӑн тесе ӗнентерме пӑхрӗҫ, ун ячӗпе киремет картине темӗн чухлӗ кучченеҫ йӑтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эпӗ сан патна ӗҫпе килнӗччӗ, — сӳнме пуҫланӑ хӑйӑ вӗҫне хуҫса илсе тирӗкип шыва пӑрахрӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл — халӑх астӑвӑмӗнче, ҫав астӑвӑма сӳнме паман «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» роман йышши культура палӑкӗсенче.

Куҫарса пулӑш

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Северьян, таркӑн вырӑс, хӑйӗн улпут мӑшкӑлӗ пулнӑ пӗртен-пӗр юратӑвне ҫухатнӑскер, сӳнме пуҫланӑ туйӑмсене чӑваш пики ҫумӗнче ҫӗнӗрен чӗртме тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Ҫурта тепне ҫити ҫунса пырать, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн сӳнме хӑтланать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех