Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӳнет (тĕпĕ: сӳн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ те ҫаврӑнса пӑхрӑм: пирус ҫути пӗрре ҫуталать, тепре сӳнет.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

«Пулать, анчах кӑвак хуппи ялт тӑвать те сӳнет.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗлӗтсем ҫинче Михаил Архангел пӑхӑр тӑрпапа кӑшкӑртать, хӗвел сӳнет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫиҫӗмӗ ҫине-ҫинех ялкӑшса илет — такамӑн шӑрпӑкӗ ҫилпе сӳнет те, хуҫи ӑна татах чӗртме хӑтланать тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ав, хӑех сӳнет!

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Эпир кӗреҫепе пенипе ҫак пушара сӳнтерес ҫук. Ҫумӑра кӗтмелле. Тур пулӑшасса. Ҫӳлтен лӳшлеттерсен, хӑех сӳнет», — тесе пӑтратать халӑха.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Хӗрарӑмсем шавлани улӑм пекех, хӑвӑрт хыпса каять те часах сӳнет, — канаш пачӗ килсе ҫитнӗ Подоприхин.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗ «пушарӗ» те, пур пулсан, кун пек ӗҫлесен час сӳнет.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Симӗс куҫ сӳнет.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Поэт вӑл пӗтмест: инҫетри хӗвелле сӳнет те — пире ҫур ҫӗрте ун ҫутӑ сӑвви сапаланӑ шевле, ҫӗршер ҫулсем витӗр ҫитсе, илӗртет.

Куҫарса пулӑш

Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Таҫта-таҫта пӗр ҫӑлтӑр чӑл-чӑл ҫиҫет те лап! сӳнет.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Лап! вӗрет те ҫил — сӳнет ларать шӑрпӑк.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Каҫ шуҫӑмӗ хӑйӗн вӗҫнех ҫитнӗ — халь-халь сӳнет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унтан Корица хӑйне кӑштах алла илет те малалла ӑнлантарма пуҫлать, анчах малтанхи хаваслӑхӗ унӑн сӳнет.

Корица немного приходил в себя и продолжал, но без прежнего энтузиазма:

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Апат пиҫсенех баллона хуп, газ вара хӑех сӳнет.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

Ҫав шухӑш кӗл хӗлхемӗ пекех вӑйсӑр, ҫавӑнпа самантрах сӳнет.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ҫапла, общежитире ҫутӑ сӳнет, тулта тӳпе ҫап-ҫутӑ сӳнет.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Общежитире тепӗртак тӑрсан ҫутӑ сӳнет.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ҫаппа-ҫарамас тӑрса юлнӑ этемӗн пурӑнас килнӗ хӑвачӗ сӳнет

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вутсӑрах хыпса илет, шывсӑрах сӳнет.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех