Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ним тӑвайман енне Юсуф сӗтел ҫинчи чашӑк-тирӗке ҫапа-ҫапа урайне ывӑтма пуҫларӗ, юлашкинчен сӗтел ҫиттине урайне шӑлса тӑкрӗ.
13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӗсем тӑлмачпа иккӗшӗ татах лаҫҫа кайса эрехпе пыллӑ сӑра ӗҫсе ӳсӗрӗлчӗҫ, Михел сӗтел хушшинче, тӑлмач сӗтел айне ӳксе ҫывӑрса кайрӗҫ.
Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Темиҫе сӗтел юнашар лартса, пӗр вӑрӑм апатлану сӗтелӗ тутарчӗ.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Сӗтел хушшине, сӗтел хушшине ларӑр!..
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Сӗтелӗр ҫинче хура ҫӑкӑр та курӑнмасть, а эп… кулач та чиксе килтӗм, — терӗ те Богданов, илсе килнӗ «кучченеҫӗсене» тепӗр пӳлӗмри сӗтел ҫине кӑларса хучӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Ах, тур, ларсам сӗтел хушшине, — кӑмакаран плашка кӑларса, сӗтел ҫине лартрӗ аппӑшӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Халӑхпа та чарма ҫук-и вара ҫав ҫыннӑн чӗлхине? — ҫилленсе сӗтел ҫинчен кушак аҫипе ҫапса антарса каларӗ арӑмӗ (леш чӑланти сӗтел ҫинче тин кӑна какай таткине ҫиме пуҫланӑччӗ).
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Кӗтесре пианино; туалет сӗтелӗ тӗлӗнче икӗ кресло, сӗтел ҫинче савӑтсемпе альбомсем сапаланса выртаҫҫӗ; стенасем тӑрӑх варкӑшсемпе пусма таткисем ҫакса тухнӑ; темиҫе варкӑш кавирлӗ диван ҫинче.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Сӗтел ҫинче ҫыру хӑварнӑ, унта ҫак каҫ кӗрсе тухма тивӗҫтерекен вырӑнсене асӑннӑ, эпӗ ӑна палӑк умӗнчи ҫав сӗтел хушшинчех тупаяссине пӗлтернӗ.
XXX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Сӗтел, тенкелсем, икӗ пукан, стенасем ҫинче карттӑсем тата сӗтел ҫинче хутсем — Гент пӗрремӗш пӳлӗмре ҫаксене курать.
XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Мӗскӗн ҫак пӳлӗмре йывӑҫ сӗтел ларать, ун ҫумӗнчех сак, сӗтелпе стена хушшинче — хӑмаран тунӑ выртмӑш, унта хӑмӑш ашӑк сарнӑ.
III. Сив чир // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Унӑн сӗтелӗпе кӳршӗллӗ сӗтел хушшине кӗрсе лартӑм, юриех хыттӑн, Гро мана асӑрхатӑр тесе, сивӗ пунш ыйтрӑм.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Сӗтелсем е, тӗрӗсрех, тӑват кӗтеслӗх евӗрлӗ пӗр сӗтел, — варринче пушӑ, унта тӑватӑ кӗтеслӗх вӗҫӗсенчи ансӑр хушӑпа кӗмелле, — тӳрӗ кӗтеслӗ икӗ «С» пек пӗр-пӗрне хирӗҫ лараҫҫӗ, тата пӗрлешмен.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫавӑнтах виҫӗ ураллӑ ҫырмалли сӗтел ларать, сӗтел тӗлӗнче канарейка хупнӑ читлӗх ҫакӑнса тӑрать.Тут же стоял трехногий письменный стол, а над столом висела клетка с канарейкой.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Анчах килен-каян валли темиҫе хут сӗтел лартрӗҫ, темиҫе хут чашӑк-тирӗк пуҫтарчӗҫ, — паллах, хӑнасене вӑл ирхи пулӑм пирки пӗр сӑмах та шарламарӗ, Петронийӑна та сӳпӗлтетме хытарсах чарчӗ, — кун вара лӑпкӑн иртсе пырать: чӳречене хирӗҫле пысӑк сӗтел хушшинче шӑна хӑвалакаласа Лаура Мульдвей та, куҫӗсенчи усал йӑлтӑртатупа кулакан Георг Ван-Конет та нихӑҫан та ларман тейӗн.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫапла каласа вӑл ыттисемпе пӗрле Баркетпа хӗрӗ ларакан сӗтеле хирӗҫле сӗтел хушшине вырнаҫрӗ.Говоря так, он вместе с другими уселся за стол, напротив того стола, где сидели Баркет с дочерью.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Кӗрекенсем лармаҫҫӗпе пӗрех — вӑйӑ терчӗ вӗсене каллех залсене, ҫӳллӗ алӑксен ҫути еннелле хӑвалать; унта, табак тӗтӗмӗпе пайӑркасенче, ҫӗкленӳллӗ е айккӑн-хӑяккӑн пӑхакан сӑнлӑ ҫынсем сӗтелрен сӗтел патнелле хыпаланса чупкалаҫҫӗ.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Давенант сӗтелсенчен пӗрин ирӗклӗрех пек курӑна-кан хӗррине пырса тӑчӗ; вӑййа ӑнланмасӑр, ҫакӑ мӗнле вӑйӑ иккенне пӗлмесӗр — симӗс сӗтел ҫинче лӑпкӑн ӗҫлекен крупье сӑнанӑ май банк билечӗсемпе ылтӑн пӗр вӗҫӗм куҫнине куҫ илмесӗр пӑхма пуҫларӗ.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Урайӗнче тата сӗтел ҫинче тупӑк хуппилле йывӑр сарӑ кӗнекесен куписем выртаҫҫӗ; кунсӑр пуҫне сӗтел ҫинех металпа кӗленчерен тунӑ тӗрлӗ-тӗрлӗ япала сапаласа тултарнӑ; мӗн тума кирлӗ — ухмаха ериччен шухӑшласан та ӑнланмалла мар.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Кунта кӗтессенчен паҫӑрах килсе ларнӑ ҫынсем калаҫу мӗнле пынине сӑнаҫҫӗ; сӗтел ҫинче темӗн чухлӗ чавса; юнашар сӗтелсен хушшинчисем тӑрса итлеҫҫӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.