Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗрӗмӗнче (тĕпĕ: сӗрӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫаксем пурте илемлӗ лару-тӑру туса хураҫҫӗ, унӑн шухӑшлавӗн аристократла йӑли-йӗркипе килӗшсе тӑраҫҫӗ; «Вӑрттӑнлӑх» команди, хӑйне евӗрлӗ ҫак лару-тӑрӑва хӑнӑхса воспитани илнӗскер, мӗн пур меслетпе пуяс ӑнтӑлӑвӑн сӗрӗмӗнче минренӗ ытти пӗтӗм пӑрахут ҫине кӑштах мӑн кӑмӑллӑрах пӑхнинчен тӗлӗнмӗпӗр.

Все это отвечало аристократизму его воображения, создавая живописную атмосферу; не удивительно, что команда «Секрета», воспитанная, таким образом, в духе своеобразности, посматривала несколько свысока на все иные суда, окутанные дымом плоской наживы.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

«Вӑрттӑнлӑх» вунӑ кун хушши чесуча, кофе тата чей пушатрӗ; вун пӗрмӗш куна команда ҫыран хӗрринче — канура, эрех-сӑра сӗрӗмӗнче ирттерчӗ; вун иккӗмӗш кунхине Грэй хӑрушла тунсӑха путрӗ, нимӗн сӑлтавсӑр, тунсӑхне ӑнланаймасӑр.

Десять дней «Секрет» выгружал чесучу, кофе и чай, одиннадцатый день команда провела на берегу, в отдыхе и винных парах; на двенадцатый день Грэй глухо затосковал, без всякой причины, не понимая тоски.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Вӑл виҫӗ эрне хушши чарусӑр ӗҫкӗ-ҫикӗ сӗрӗмӗнче пурӑнчӗ, Алексей пырсан тин тӑнӑ кӗчӗ.

Три недели прожил он в кошмаре кутежей и очнулся лишь с приездом Алексея.

III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Перекоп хыҫӗнче, Крымра, нимӗнле хӑрушлах туймасӑр, ҫӗршывӑн пур енчен те кунта хӑваласа кӗртнӗ, пӗтме пӳрнӗ кивӗ тӗнче эрех сӗрӗмӗнче чыхӑнса тӑнӑ.

За Перекопом, в Крыму, чувствуя себя в полной безопасности, захлебывался в винной гари загнанный сюда со всех концов страны обреченный на гибель старый мир.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех